Элӗк районӗнчи Юманлӑхра пурӑнакансем генераторпа концерт курнӑ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче унта Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаевпа курнӑҫу йӗркеленӗ. Чӑваш парламенчӗн хальхи депутачӗпе (Олег Николаев — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ) артистсем те пырса ҫитнӗ. Малтан калаҫса татӑлнӑ пекех концерт ялти клубра иртмелле пулнӑ. Анчах вырӑна ҫитсен эсерсене хупӑ алӑклӑ клуб кӗтсе илнӗ тесе хыпарлать «Актуально21» интернет-ҫӑлкуҫ. Вырӑнти пӗр хастар аппарата хӑйӗн килӗнчен ҫутӑ памалла тунӑ. Анчах кӑштахран ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Ял ҫыннисем каллех ҫухалса кайман — пӗри генератор илсе пынӑ, бензинне те тупнӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ иккен. «Саккуна пӑсса агитаци ирттереҫҫӗ» тесе районти суйлав комиссийӗнчен партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи Иван Орлов патне шӑнкӑравланӑ. Олег Николаевпа унӑн ҫыннисем саккуна пӑсманни пирки ӑнлантарса панӑ. Кайран йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Эсерсен вӗсене те хӑйсем йӗркене пӑсманни пирки ӑнлантарса пама тивни пирки ҫырать маларах асӑннӑ интернет-ҫӑлкуҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ Вячеслав Колесникова ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ. Ҫав хут 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑну вӑйне ҫухатнине пӗлтерет.
Вячеслав Колесников Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтерсе унтан «Промышленноҫ тата гражданла строительство» специальноҫпа тухнӑ. Тата вӑл хӑй пирки темле Наци хӑрушсӑрлӑхӗн, оборонӑн тата право йӗркин академийӗнче юриста вӗренни ҫинчен пӗлтернӗ. 2006 ҫулччен вӑл ӑҫта тар тӑкни уҫӑмлах мар. Асӑннӑ тапхӑртан «Чӗрӗлӳ» компанисен ушкӑнӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вячеслав Колесникова хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем баптист тесе пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енре Элтепер пулассишӗн кӗрешӗве тухакан кандидатсене шута илесси вӗҫленнӗ.
Ҫапла вара республика пуҫлӑхӗн лавне туртса пыма хатӗррисен хушшинче – республикӑна хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Михаил Игнатьев (ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗннӗ), Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин кандидачӗсем Валентин Шурчанов (ӑна коммунистсем влаҫра курасшӑн сӗннӗ), Константин Солдатов (либерал-демократсем сӗннӗ кандидат), Чӑваш Енӗн патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) тата Пенсионерсен партийӗн регионти уйрӑмӗ сӗннӗ 73 ҫулти Валерий Сапожников.
Юлашкинчен асӑннӑ ҫын, тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑ, хӑй вӑхӑтӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ун пирки сӑнавҫӑсем «техника кандидачӗ» тесе хаклаҫҫӗ. Ун пеккине кирек епле суйлавра та кӑларма тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Ҫапла туни оппозицире шутланакан парти кандидачӗсем пӗр шухӑшлӑн пулса хӑйсен кандидатурине илсе суйлава ирттерме чӑрмантарасран асӑрханма кирлӗ теҫҫӗ.
Шупашкарта Дмитрий Семёнов тӗлӗшӗпе суд пуҫланнӑ. Хастар ҫамрӑка экстремизмшӑн айӑплаҫҫӗ — вӑл хӑйӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче Дмитрий Медведев сӑнлӑ демотиватор вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна экстремизмла шухӑша халӑх хушшинче сарнӑ тесе Пуҫиле кодексӑн 280 статьян 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Евгений Губин ваккат каласа панӑ тӑрӑх вӑл хӳтӗлекен ҫамрӑк хӑйне айӑплӑ туймасть. Дмитрий ҫак ӳкерчӗкӗн авторӗ мар тесе шутлать тата ҫак демотиватор халӑх тетелӗсенче унсӑрах та анлӑ сарӑлнӑ тет.
Паянхи лару хупӑ мелпе иртнӗ. «Пирӗн шухӑшпа тӳре саккуна пӑсса, сӑлтавсӑрах ларӑва сӑнама килнӗ ҫынсене тата журналистсене залран кӑларса ячӗ», — каласа панӑ Евгений Губин ваккат. Тепӗр лару вара ҫурлан 12-мӗшӗнче иртмелле.
Дмитрий Семёнов тавра пуҫиле ӗҫе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланӑ. Вӑл РПР-ПАРНАС партин хастарӗ. Чӑваш Енри ФСБ уйрӑмӗ ун тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫсем унччен те пуҫарнӑччӗ. Сӑмахран, 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Донецкӑн «халӑх кӗпернаттӑрӗн» Павел Губарев сӑнне вырнаҫтарнӑшӑн айӑпланӑ — вӑл хутӗнче йӗрке хуралҫисене Раҫҫейре чарнӑ «РНЕ» организацийӗн символикине лартни кӑмӑла кайман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас шухӑш тытнӑ тата тепӗр кандидат хӑйне кирлӗ чухлӗ сасӑ пухса республикӑн Тӗп суйлав комиссине (ТСК) хутсем тӑратнӑ. Ку вӑл — Раҫҫей пенсионерӗсен партийӗ Элтепер кандидатне сӗннӗ, 73 ҫулти Валерий Сапожников.
Хутсене Валерий Сапожников ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче, ТСКна ҫитернӗ. Комисси пайташӗсем унӑн докуменчӗсене утӑн 27-мӗшӗнче тӗрӗслӗҫ.
Комиссие В. Сапожников хӑйӗншӗн 291 сасӑ пухса панӑ. Ӑна Элтепер пулма суйлава хутшӑнтарас тесе 21 муниципалитетра тата 1 хула округӗнче (Шупашкарта) алӑ пуснӑ. Алӑ пуснӑ 291 ҫынран 56-шӗ — муниципалитетсен депутачӗсем.
Хӑйне Чӑваш Ене ертсе пыма шансан Валерий Сапожников Федераци Канашӗн пайташӗ пулма виҫӗ кандидат (саккунпа килӗшӳллӗн вӗсене кашни кандидатах сӗнет) сӗнессине пӗлтернӗ: вӑхӑтлӑха ниҫта та ӗҫлемен Анатолий Ильин ятлӑ ҫынна, «Инкеклӗ тӗслӗхсене шута илекен Шупашкарти бюро» муниципалитет учрежденийӗн пуҫлӑхне Геннадий Матвеева тата «Интер-фейс» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхне Александр Стеклова.
Унччен виҫӗ кандидат кирлӗ хутсене пухса ҫитерни, вӗсенчен пӗрне, Михаил Игнатьева, шута исле ятарлӑ удостоверени пани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
2003 ҫулта вӑя кӗнӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртесшӗн. Официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче ку тӗлӗшпе улшӑнусен проектне вырнаҫтарнӑ.
Саккуна чӑваш чӗлхин нормисене кам ҫирӗплетме пултарассине кӗртнӗ — ку ӗҫе Министрсен Кабинечӗ тӑвӗ. Унсӑр пуҫне референдум таврашне ирттернӗ чухне мӗнле чӗлхесемпе усӑ курассине палӑртнӑ. Малтанхи пекех — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курӗҫ, анчах та пӗр вырӑнта ытти халӑх ҫыннисем ҫӑттӑн пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе те усӑ курма пултарӗҫ. Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе.
Ҫӗнӗ улшӑнусенче референдум таврашӗн хучӗсене мӗнле чӗлхепе туса пырассине кӗртнӗ — ӑна валли вырӑс чӗлхине уйӑрнӑ. Чӑвашла е ытти чӗлхесемпе май пулсан кӑна усӑ курӗҫ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсен протоколӗсене те вырӑсла ҫырма шухӑшлаҫҫӗ (май тупӑнсан ҫеҫ — чӑвашла та).
Патшалӑх органне янӑ ҫырусем ҫине мӗнле чӗлхепе хуравламалли ҫинчен калакан статьяра та улшӑнусем пур.
Суйлав кунӗ ҫывхарнӑ май республика Элтеперӗ пулас шухӑшлисем хастарланса пыраҫҫӗ. Хальлӗхе тӑватӑ кандидат хӑйне шута илтерме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьева, ӗнер шута илнӗ, ӑна ятарлӑ удостоверени панӑ.
Регистрациленме кирлӗ чухлӗ сасӑ пухнӑ тепӗр кандидат — Валентин Шурчанов коммунист. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗ Олег Николаев та кирлӗ хутсене тӑратнӑ. Вӑл та ҫителӗклӗ сасӑ пуҫтарнӑ. Либерал-демократсен Элтепере лартма ӗмӗтленекен кандидат та, Константин Субботин, ҫителӗклӗ сасӑ пухнӑ. Маларах асӑннисем ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем. Константин Сергеевич Мускавра пурӑнать, 1982 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Патшалӑх Думин Ҫутҫанталӑк, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ.
Ҫакна утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑннӑ, контракт ҫырнӑ. Алексей Александрович ҫӗнӗ ӗҫе ҫак кунсенчех кӳлӗннӗ пулнӑ. Анчах министр ҫумӗнчен кайни пирки хушу пулман.
Аса илтерер: Алексей Самаркин министр ҫумӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл тӑватӑ ҫул ытла «Чӑваш Республикин продовольстви фондне» ертсе пынӑ.
«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Самаркин Комсомольски районӗнчи Луцки ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ.
Ку пӑтӑрмахӗ иртнӗ эрнерех, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пулса иртнӗ иккен. Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче парти хаҫачӗсене валеҫекен, хӑйсем хӑш партирен пулнине кӑтартакан тум тӑхӑннӑ хӗрсене машина ҫӑвӗпе сапса хӑварнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрене ҫав хӗрсем Хусанкай урамӗ, «Ромашка» тата «Рябинка» общество чарӑнӑвӗсенче «Справедливая Россия» (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) хаҫат валеҫнӗ. Кӗтмен-туман ҫӗртен вӗсем патне каччӑсем чупса пынӑ-мӗн те машина ҫӑвӗпе сапса хӑварса тарса ҫухалнӑ пулать. Шар курнӑ хӗрсем ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ иккен.
Хаҫат валеҫекен хӗрсенчен пӗри, Настя ятли, каланӑ тӑрӑх, вӗсене унччен пӗр кун маларахах виҫӗ каччӑ машинӑпа пырса хӑратнӑ-мӗн, хаҫата туртса илме хӑтланнӑ имӗш. Настьӑран вара тӳлевсӗр тӑракан хаҫата 1 тенкӗпе йӑлт туянасшӑн пулнӑ-мӗн.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин каллех митинг йӗркеленӗ. Хальхинче вӑл ҫынсене ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пухнӑ.
Митинга пынисем Владимир Путинпа пӗрле тесе каланӑ иккен. Вӗсем «Сӗтев» хаҫат валеҫнӗ-мӗн. Сергей Злобин ятлӑ сӑвӑҫ Андрей Кулагина мухтакан сӑвӑсем вуланӑ. Десантник беретне тӑхӑннӑскер тата ҫарпа тинӗс ялавне тытнӑскер хӑйӗн пултарулӑхне вӑл митинга уҫичченех кӑтартас тенӗ-мӗн те, анчах ӑна кӑштах тӑхтама ыйтнӑ иккен. Кайран вӑл Раҫҫей шӑпишӗн пӑшӑрханакан йӗркесене, тӑшмансене хурлакан сӑвӑсене вуласа панӑ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, сӑввисене ҫав ҫын Путина та ярса панӑ, ҫӗршыв ертӳҫи ырланӑ имӗш. Злобин пултарулӑхне пӗрисем ҫӑвар карса итленӗ хушӑра «Путин хыҫне пӗркенсе ҫитет, Кулагин» плакат йӑтнӑ пӗр ҫын пырса ҫитнӗ. Кайран ӑна пухуран йӗрке хуралҫисем айккинелле пӑрса янӑ. Пикета хӑй шухӑшне палӑртма тухни пирки ӗнентерекен тепӗр ҫын майдана хирӗҫ иккенне палӑртакан йӗркесем ҫырнӑ транспарантпа пырса тӑнӑ.
Ҫапах та митинга хӑйсен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ыйтса ҫитекенсем те пулнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.