Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗ тата аппапат ертӳҫи пулма Андрей Петрова шаннӑ.
Андрей Петров 10 ҫул ытла Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал, вӑл командӑра ӗҫлеме пӗлет, хулан аталанӑвне самай тӳпе хывма пултарӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Аса илтерер: ӗнер ҫӗршыв Президенчӗ МИХсем валли пресс-конференци ирттерчӗ. Мероприятие онлайн-мелпе йӗркелерӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-конференцине хутшӑнас кӑмӑллисем валли аккредитаци маларахах уҫнӑччӗ. Халӗ кун пирки тепӗр хутчен аса илтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче патшалӑх тата уйрӑм ҫын МИХӗсенсен заявкӑсем йышӑнма пуҫланине хыпарланӑ.
Видеоконференци мелӗпе Олег Николаев раштав уйӑхӗо 24-мӗшӗнче 11 сехетре хуравлӗ.
Аккредитаци тухас тесен ag-press@cap.ru электрон адреспа заявка ӑсатмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-29.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывлӑх енчен чару пулмасан Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тутарасшӑн.
Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Сӑмахран, пандеми вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйне мӗнле туйни, патшалӑх епле пулӑшнр, ӳлӗмрен тата мӗн тума палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«ВЕСТИ Интервью» кӑларӑм «РОССИЯ 24 Чебоксары» телекаӗал эфирне паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 21 сехетре тухӗ.
Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
«Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ.
0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть.
Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ.
Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ.
Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн паянхи черетсӗр ларӑвне 25 депутатран 23-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хулан сити-менеджерне суйланӑ. Ку тлхепене Павел Семенова тыттарнӑ.
Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ ҫав ҫын 1976 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. РФ Патшалӑх Думине икӗ хутчен суйланнӑ, РФ ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, РФ Наци ӗҫӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Надежда Столяровӑна шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканӗ иртнӗ уйӑхра, юпан 21-мӗшӗнче, вӑл ӗҫрен Инна Антоновӑна хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Халӗ Дмитрий Красновӑн ҫумӗсем тӑваттӑ: Надежда Столярова, Екатерина Кузьмина, Ирина Крылова тата Денис Спирин.
Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – общество пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Пайӑн тӗп тӗллевӗ шутӗнче — влаҫ органӗсен политика партийӗсемпе, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхану тытса ӗҫлесси, обществӑпа политика пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тишкерӳллӗ материалсем хатӗрлесси, вӗсене республика ертӳҫине сӗнесси.
42 ҫулти Дмитрий Евсеева чылайӑшӗ коммунист евӗр пӗлет пулӗ. Халӗ вӑл ҫав йышран тухнӑ. Вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пиллӗкмӗш созыври (2011-2016) , Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн VI созыври (2016-2020) депутачӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен РФКП рескомӗн секретарӗ шутланнӑ.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна ҫӗршывӑн Аслӑ сучӗн президиумне надзор ҫӑхавӗпе ҫитнӗ.
Аса илтерер: Михаил Васильевичӑн арӑмӗ вилнӗ упӑшкин ырӑ ятне тавӑрассишӗн Раҫҫейӗн Аслӑ судне унччен икӗ хутчен тавӑҫ ҫырнӑччӗ, анчах ӗҫе пӑхса тухманччӗ. Лариса Игнатьева мӑшӑрне Раҫҫей Президенчӗ «шанчӑкран тухнӑ» тесе ӗҫрен кӑларнипе ҫырлахасшӑн мар.
Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗн арӑмӗ надзор ҫӑхавне РФ Аслӑ сучӗн президиумӗ ячӗпе шӑрҫалани пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ.
Лариса Игнатьева Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суда та ҫитме хатӗр-мӗн.
Мурманск облаҫӗнчи вӗренӳ министрӗ пулнӑ Анна Попова ку должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн депутат пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Вӑл малашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутатне Алена Аршиновӑна пулӑшса пырӗ.
Палӑртмалла: Анна Попова министрта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче министра ларнӑ, авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Анна Попова Алена Аршиновӑпа пӗрле 84 ҫулти кинемей валли апат-ҫимӗҫ туянма лавккана кайнине асӑрханӑ. Вӗсем нимеҫӗсем пек пулнӑ.
Аса илтерер: Мурманск облаҫӗнче Анна Попова халӑх тетелне лартнӑ постсенче вырӑсла йӑнӑш ҫырнӑшӑн ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |