Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ.
Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ.
Паян Раҫҫей Президенчӗ йӑлана кӗнӗ тӳрӗ лини ирттерчӗ. Ӑна харӑсах темиҫе МИХ эфирӗнче курма тата итлеме май килчӗ. Владимир Путин хуравланине «Пӗрремӗш», «Раҫҫей 1», «Раҫҫей 24», НТВ, ОТР, «Мир» телеканалсем, «Маяк», «Вести FM» тата «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисем тӳрӗ эфира кӑларчӗҫ.
4 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ тӳрӗ линие кӗске ыйтусемпе хуравсем вӗҫлерӗҫ.
«Владимир Владимирович, телейлӗ пулма мӗн кирлӗ?», — тесе ыйтрӗ, сӑмахран, телеертӳҫӗсенчен пӗри, Екатерина Березовская. «Хӑв кирлине туйни тата хӑвна ӗҫе кӗртме пултарни», — терӗ ҫӗршыв ертӳҫи.
Наиля Аскер-заде телеертӳҫӗ вара Президент отставкӑна кайсан ӑҫта ӗҫлессипе кӑсӑкланчӗ. «Отставка хыҫҫӑн мӗн тума ӗҫлемелле? Кӑмака ҫинче ларӑп», — пулчӗ Путинӑн хуравӗ.
«Диетӑна эсир епле йышӑнатӑр?» — пӗлесшӗн пулчӗ Екатерина Березовская. Владимир Путин пурне те виҫеллӗ ҫимелле тесе шухӑшланине пӗлтерчӗ.
Ыран РФ президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Тӳрӗ лини кӑнтӑрла 12 сехетре пулӗ.
Ӑна Пӗрремӗш каналпа, «Россия 1», «Россия 24», НТВ, ОРТ, «Мир» каналсемпе курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех радиопа итлеме пулать.
Паянхи ир валли президент патне 660 пин ытла ыйту ҫитнӗ. Чи хастаррисем – Краснодар, Новосибирск, Дагестан ҫыннисем.
Сӑмах май, пӗлтӗр пандемие пула тӳрӗ эфир иртмен. Кӑҫал вӑл 18-мӗш хут пулӗ. Ыйтусене тӳрӗ лини вӗҫленичченех йышӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Евгений Еландаева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Гостехнадзор ертӳҫин пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен ведомствӑна каллех Владимир Димитриев ертсе пырать. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ тата ӗҫленӗ ҫав ҫын 2016 ҫулта Гостехнадзор пуҫлӑхӗнче 13,5 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Шупашкар район администрацийӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн полномочийӗ вӗҫленчӗ.
Республикӑри патшалӑх органӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен служба «Тойота камри» машинӑсем илме палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ туянмӗҫ, кун пирки хушу та кӑларнӑ.
Аса илтерер: унччен Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ вӑл. Халӗ ятне улӑштарнӑ. База 12,8 миллион тенкӗлӗх 6 «Тойота камри» туянасси пирки пӗлтернӗ, аукцион ирттерме палӑртнӑ. Кашни машина 2,1 миллион тенке кайса лармаллаччӗ.
База машинӑсем туянмӗ, эппин, аукцион та иртмӗ.
Чӑваш Республикин Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен агентствине «Ертӳҫӗсен команди» конкурс финалисчӗ ертсе пыма тытӑнӗ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнакан учреждение Мария Гришина ертсе пырӗ. Вӑл наци туризмӗн брендне аталантарас тата халӑхра сарас енӗпе тӑрӑшӗ.
Мария Гришина тата унсӑр пуҫне тепӗр тӑватӑ ҫын пӗлтӗр эпир маларах каланӑ конкурсра финала тухнӑ. Финалистсене ертӳҫӗ пулмалли кандидатсен резервне кӗртеҫҫӗ.
Маларах Мария Гришина «Кванториум» технопарк ертӳҫинче ӗҫленӗ. Ӑслӑлӑхпа педагогика, промышленноҫпа инноваци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ программӑсене, индустри паркне йӗркелессипе тимленӗ.
«Кванториум» технопаркӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене Анна Скворцова (вӑл – директор ҫумӗ) пурнӑҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсене хӑҫан суйлассине палӑртнӑ.
Паян чӑваш парламенчӗн улттӑмӗш созыври депутачӗсем черетлӗ аллӑмӗш сессийӗ иртнӗ.
Федераци саккунӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче суйламалла. Чӑваш парламенчӗн депутачӗсен полномочийӗ Патшалӑх Думине депутатсене суйламалли ҫул вӗҫленет. Апла пулсан Патшалӑх Думине тата республикӑн Патшалӑх Канашне депутатсене пӗр кунта суйлӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, суйлав авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ валли машинӑсем туянасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Администраци валли ултӑ «Тойота Камри» машина кирлӗ. Аукционри малтанхи хак – 12 миллион та 829 пин те 800 тенкӗ. Апла пӗр машина 2,1 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан машинӑсене 7 кунра илсе килмелле. Вӗсене Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлне илсе ҫитермелле. Унччен унта Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ. Халӗ вӑл – Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен служба.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумне Александр Граблюка ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ пулма ӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Асӑннӑ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑччӗ.
2018 ҫулта Юрий Акиньшин полпреда ӗҫрен кӑларсан ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха Александр Граблюк пурнӑҫланӑччӗ. Паян, ав, вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ.
Паян Чӑваш кӗнеке издательствине кам ертсе пырассине пӗлтернӗ. Вӑл унччен ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ Александр Иванов. Унччен Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче, Элтепер Администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Светлана Каликова Культура министерствине ӗҫлеме кайнӑ, халь вӑл ку ведомствӑна ертсе пырать. Конкурс иртесси пирки кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗнче комисси Александр Иванова суйланӑ. Акан 8-мӗшӗнчен вӑл – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ. Анчах кун пирки МИХсем ытлах шавланманччӗ.
Сӑмах май, Александр Иванов 65 ҫулта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.