Куславкка хулинче пурӑнакан хӗр судра унччен те явап тытнӑ. Анчах ку ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Халӗ вӑл тепӗр хутчен хурахла ӗҫпе ҫакланнӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 ҫулти хӗрачан ашшӗ полицие пынӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкул умӗнче хӗрӗ патне палламан хӗр пынӑ та миҫе сехет ҫитни пирки ыйтнӑ. Ача телефонне кӑларнӑ, ку вара ӑна вӑрласа тарнӑ. Телефон 7 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.
Вӑрра темиҫе сехетренех тытса чарнӑ. Вӑл – ниҫта та ӗҫлемен 22 ҫулти хӗр. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра ун республика тулашне тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑл ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта полицейскисем арҫынна шыраҫҫӗ. Шар курнӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна енчӗкне хӑйех панӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Граждан урамӗнчи кафере эрех ӗҫнӗ чухне вӑл ҫамрӑк арынпа паллашнӑ. 33-рискер ӑна енчӗкне тыттарнӑ та темӗн туянма ыйтнӑ. Енчӗкре, хӑй каланӑ тӑрӑх, 16 пин тенке яхӑн пулнӑ. Ун пирки вӑл киле ҫитсен тин аса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкри арҫынна куракансене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки ҫак номерсемпе пӗлтермелле: 8-999-756-26-18, 8-903-066-48-72 е 102.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑш банкпа усӑ курни пирки ыйтнӑ. Унтан шӑп та лӑп ҫав банкран шӑнкӑрав килнӗ. Палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Хӗрарӑм парольсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе кредит хатӗрленӗ, ӑна банка килме ӳкӗте кӗртнӗ. Унта хӗрарӑм кредит укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Вӑл вара ултавҫӑсен пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе 1 млн тенкӗ куҫарса панӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ.
23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ.
Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 19 ҫулти Артем Павлов килӗнчен, Шупашкарти «Волжский» микрорайонти Ильенко урамӗнчен, тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна лавккара курнӑ.
Артем лавккара 4 кӗленче эрех туянни паллӑ /камера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӗлнӗ/. Тӑванӗсем сотовӑй оператортан пулӑшу ыйтнӑ – Артемӑн телефонӗ 19.30 сехетре сӳнни паллӑ. Халӑх тетелӗсенче те пулман вӑл.
Пиччӗшӗ Дмитрий каланӑ тӑрӑх, Артем унччен эрехпе айкашман. Вӑл коопераци институтӗнче дистанци мелӗпе вӗренет, спортзала ҫӳрет.
Артем тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, 185 сантиметр ҫӳллӗш. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Артема курсан полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫывӑхланма ӗмӗтленнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 38 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ вара сӑмахне тытман, хӑй пачах ҫухалнӑ. Арҫын кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Йӗр вӗсене Ставрополь крайне илсе ҫитернӗ. Хайхи «каҫхи лӗпӗш» хӗр те пулман, арҫын иккен! 25 ҫулти арҫын Шупашкар ҫыннипе калаҫнӑ чухне сассине хӗрарӑмӑнни пек тунӑ.
Полицейскисем ҫав ҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл кунашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине те тӗрӗслеҫҫӗ халӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роза Иванова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен килтен тухса кайнӑ та тек ӑна никам та курман. 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ҫухални тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Роза аппӑшӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Вӑл килтен 11 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Хӗр ӑҫта кайни паллӑ мар. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Роза Иванов 17 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Сылтӑм куҫ харши тӗлӗнче суран йӗрӗ пур. Килтен кайнӑ чухне хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче пурӑнакан 17 ҫулти Дмитрий Нелюбовской нарӑс уйӑхӗн 22-мешӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ӑна опекӑна илнӗ ҫын пӗлтернӗ.
Дима ҫухалнӑ кун кӑвак куртка, тӗттӗм трико, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 15-16 ҫулти пек курӑнать, имшеркке, ҫӳҫӗ кӗске, куҫӗ кӑвак. Сылтӑм алли ҫинче медуза ӳкернӗ татуировка пур.
Полици арҫын ачана курнисене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ.
Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |