Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Бараева Софья Дмитриевна ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ, анчах телефонӗ унӑн сӳннӗ. Софьйӑн ҫывӑх тусӗ те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмест.
Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫухалнӑ кунхине хӗр тӗттӗм джинс шӑлавар, хура кроссовка, ҫутӑ кӑвак джинс куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Софья 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
Софья пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 89278689958, 89030654743 номерсемпе шӑнкаравласа пӗлтерӗр. Е полицие шӑнкӑравлама пулать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ.
Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн.
Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен.
Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вилене Шупашкар проспектӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кантӑк ванчӑкӗсем выртнӑ. Арҫын ҫӳллӗ хутри чӳречерен тухса ӳкме пултарнӑ. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн, мӗнле майпа вилни паллӑ мар. Следстви комитечӗ ҫакна уҫӑмлатать.
Арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Инкек пулсанах вырӑна полици, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем килнӗ.
Шупашкарта пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пирӗн патри ҫын мар, кӳршӗ регионтан. Анчах тӑванӗсем пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Чӑваш Енре ҫухалнӑ.
Краснов Кузьма Константинович, 28 ҫултискер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗр облаҫне таврӑннӑ. Пиччӗшӗ мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ: тӑванӗ Шупашкарта автобусран аннӑ, киле ҫитмен. Вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ – сӳнсе ларнӑ. Тепӗр кунхине, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тӑванӗсем Шупашкара килсе полицие кайнӑ, вӑл ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Кузьма Краснов 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫухалнӑ кунхине хаки тӗслӗ ветровка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие е пиччӗшӗ патне (89278241543) шӑнкӑравлӑр.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна виҫӗ кун шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хасатарӗсем пӗлтереҫҫӗ.
27 ҫулти Алексей Геннадьевич Зайцев ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе киле таврӑнман. Ӑна полици, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ.
Алексей ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ – 172 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун вӑл хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Алексей пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 951-998-69-35 (Игорь Каспер) е 800) 700-54-52, 112.
Мари Элте пӗр ҫамрӑка шыранӑ. Ӑна вара Чӑваш Енре тупнӑ. Ҫак каччӑ хӑй ӑсталанӑ кимӗпе Атӑл урлӑ Сӗнтӗрвӑрри районне ишсе ҫитнӗ.
Вӑл – 15 ҫулта. Ӑна ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи кану бази территорийӗнче хуралҫӑ асӑрханӑ. Арҫын ача каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ӑсталанӑ кимӗпе ишеве тухнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Хуралҫӑ арҫын ача пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ ҫав ачан сывлӑхӗ чиперех. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ патне тавӑрнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк тӗлӗшпе преступлени туман.
Шупашкарта пурӑнакан Александрова Виктория Валерьевна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл киле килмен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унччен хӗрӗ капла тухса кайман, ҫухалса ҫӳремен.
Хӗрӗ кайсан 3 сехет иртсенех хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Виктория килтен кайнӑ чухне симӗс куртка, хура лосина, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ.
Хӗр 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарта 42 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын хӗрсен ушкӑнне ҫулӑхнӑ. Лешсем унпа калаҫасшӑн пулман. Ку вӗсене кӗленчепе пеме пуҫланӑ, икӗ ҫӗҫӗпе хӑратнӑ.
Хӗрсем хӑраса кайнӑ, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Арҫын вара пӗрин хыҫҫӑн чупнӑ. Ҫакна 35-ри арҫын курнӑ та хӗре хӳтӗлеме тӑнӑ, ӳсӗрскере лӑпланма ыйтнӑ.
Икӗ арҫын тытӑҫса ӳкнӗ. Ӳсӗрскер ҫамрӑккине ҫӗҫӗпе 6 хут чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ӳсӗр арҫынна иртен-ҫӳрен тытса чарнӑ, ӑна полицие тыттарса янӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ.
Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ.
Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест.
Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна виҫӗ эрне шыраҫҫӗ. Вӑл хӑй вӗренекен заведенийӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман.
Нелюбовский Дмитрий Владиленовича юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ. Вӑл таврӑнман, Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫамрӑка Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем, полици, нимеҫӗсем, Росгварди шыраҫҫӗ. Дмитрий 168 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ кӑвак. Общежитирен кайнӑ чухне калпак, кӑвак куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |