Ӗнер каҫхине Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан икӗ амӑшӗ полицие ҫитнӗ: вӗсен 13 ҫулти хӗрӗсем ҫухалнӑ-мӗн. Хӗрачасем шкул хыҫҫӑн киле таврӑнман. Кунашкалли унччен пулман, амӑшӗсем кулянса ӳкнӗ.
Полицейскисем ачасене ҫийӗнчех шырама тытӑннӑ. Вӗсем ӑҫта пулнине кӗске вӑхӑтрах палӑртнӑ: Хусанта! Тепӗртакран 13-ри икӗ хӗрачана Хусанти полицейскисемпе «Лиза Алерт» нимеҫисем чукун ҫул вокзалӗнче тупнӑ – вӗсем унта ҫывӑрнӑ.
Ҫав кун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, хӗрачасем урока та кайман-мӗн, тӳрех электричкӑна ларнӑ та Хусаналла вӗҫтернӗ. Вӗсен унти хитре вырӑнсене питех курас килнӗ иккен. Хайхискерсем каҫченех уҫӑлса ҫӳренӗ, юлашки электричкӑран тӑрса юлнине те сисмен.
Ҫитменнине, телефон пӗрин ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин сӳнсе ларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлайман. Ҫавна май хӗрачасем ирхи электричкӑна вокзалта кӗтсе илме шутланӑ.
Халӗ вӗсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ачисене профилактика тӗлӗшпе шута тӑратӗҫ.
Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ.
Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ.
Паян кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр ҫурт тӑрринчен рабочи ӳкнӗ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку Вокзалҫум урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ. Рабочи пилӗк хутлӑ ҫуртӑн тӑрринчен персе аннӑ. Халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, страховкӑсӑр ӗҫленӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини, полици ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр лавкка умӗнче йытӑ ҫурине вӑрланӑ. Хуҫи ҫав вӑхӑтра лавккана кӗнӗ, йытӑ ӑна алӑк патӗнче кӗтсе тӑнӑ. Хайхискер тухнӑ та – тӑватӑ ураллӑ тусӗ ҫук. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисем суту-илӳ центрӗнчи видеокамерӑсене тишкернӗ. Йытӑ ҫурине темӗнле арҫын илсе кайни паллӑ пулнӑ. Пакунлисем ӑна пӗр талӑка яхӑн шыранӑ. Часах вӑл кам иккенне те палӑртнӑ. Ҫапла майпа йытӑ ҫурине хуҫине тавӑрса панӑ.
Ҫак арҫынна алӑк умӗнче тӑракан йытӑ ҫури килӗшнӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма шутланӑ. Халӗ 36 ҫултискер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем М-7 ҫул ҫинче, Хыркасси ҫывахӗнче, пӗр фурӑна чарнӑ. Йывӑр тиевлӗ «Даф» машина Тутарстана кайма тухнӑ.
Инспекторсене 50 ҫулти водитель ӳсӗр курӑнни сисчӗвлентернӗ. Кӳршӗ регион ҫынни пакунлисене документсене кӑтартма та хирӗҫленӗ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн сакӑр материал хатӗрленӗ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн, полици ӗҫченне документсене кӑтартманшӑн, кирлӗ категорисӗр руль умне ларнӑшӑн, ҫак транспортпа ҫӳремешкӗн унӑн ирӗк пулманшӑн. Тепӗр тӑватӑ материал тиев турттарнӑ чухнехи йӗркене пӑснӑшӑн ҫырнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑмран 217 пин тенкӗ «сӑптӑрнӑ».
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм 300 пин тенкӗ кредит илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, онла йн-мелпе заявка панӑ.
Хӗрарӑм кредит илес тесе пӗлетерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Лешсем страхлав взносӗ тумалла тесе тата темӗн те пӗр суйса хӗрарӑма 217 пин тенкӗ куҫарттарнӑ. Ҫав укҫан пӗр пайне хӗрарӑм ҫынран кивҫен илсех куҫарса панӑ.
Хайхискер хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ.
Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ.
20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ.
Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ.
Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре Куславккара ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк арҫын «Гранта» рулӗ умне ларасшӑн пулнӑ. Анчах тусӗ ӑна ҫакна тума паман: ҫӑраҫҫине туртса илнӗ, хӑйне киле ӑсатнӑ. Хӑй вара «Гранта» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ.
Машина хуҫи вара ҫӑраҫҫине тусӗ илни пирки маннӑ – «тимӗр урхамаха» вӑрланӑ тесе полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем «План-Перехват» тунӑ, лешӗн тусне тытса чарнӑ. Тест руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ (икӗ тус пӗрле ӗҫнӗ пулнӑ). Анчах арҫын кӑтартусемпе килӗшмен – наркологие анализ пама кайнӑ.
Машина вара нихӑшӗн те пулман. Ҫамрӑк арҫын ӑна тӑванӗсенчен ярӑнма илнӗ пулнӑ. Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тихонова Наталья Вадимовна икӗ ача амӑшӗ: шӑпӑрлансем 17-ре тата 4 ҫулта. Наталья хӑй 35 ҫулта.
Тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ. Икӗ ача амӑшне йӗрке хуралҫисем те, нимеҫӗсем те шыраҫҫӗ.
Наталья 170 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ кун хӗрарӑм хура калпак, симӗс куртка, хура леггинс, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ, хура шарф ҫыхнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |