Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роза Иванова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен килтен тухса кайнӑ та тек ӑна никам та курман. 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ҫухални тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Роза аппӑшӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Вӑл килтен 11 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Хӗр ӑҫта кайни паллӑ мар. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Роза Иванов 17 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Сылтӑм куҫ харши тӗлӗнче суран йӗрӗ пур. Килтен кайнӑ чухне хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче пурӑнакан 17 ҫулти Дмитрий Нелюбовской нарӑс уйӑхӗн 22-мешӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ӑна опекӑна илнӗ ҫын пӗлтернӗ.
Дима ҫухалнӑ кун кӑвак куртка, тӗттӗм трико, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 15-16 ҫулти пек курӑнать, имшеркке, ҫӳҫӗ кӗске, куҫӗ кӑвак. Сылтӑм алли ҫинче медуза ӳкернӗ татуировка пур.
Полици арҫын ачана курнисене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ.
Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗрле ача килтен тухса кайнӑ. Вӑл урам тӑрӑх пӗчченех утнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен ҫын асӑрханӑ та полици чӗннӗ.
Ача урампа утнине ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. 7-ри ача лавккана тухнӑ ашшӗ-амӑшне шырама тухнӑ-мӗн.
Ҫав вӑхӑтра ачана ашшӗ-амӑшӗ те шыранӑ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем килтен ҫур сехетлӗхе тухнӑ. Каялла таврӑннӑ – ача ҫук.
Ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттармашкӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ку ҫемье полици куҫӗ тӗлне пулман.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана такам вӑрлама пуҫланӑ имӗш.
Палламан арҫын укҫана «ҫӑлмалли» меслет пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вӑл каланине пурнӑҫласа пынӑ. Анчах ку укҫана ҫӑлма пулӑшман, пачах тепӗр май – хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 800 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Шар курнӑскер кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 15-меш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗн 5-мӗш хутӗнчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл, шел те, ҫавӑнтах вилнӗ.
Ку инкек паян кӑнтӑрла, 12 сехет ҫурӑра, пулнӑ. Вырӑна полици, судмедэкспертсем ҫитнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм 40 ҫултан аслӑрах курӑнман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑрта чиркӳ тӑрринчен хӗрарӑм ӳксе вилнӗ. Вӑл кунти ҫын пулман, Казахстанра ҫуралса ӳснӗ.
Кӳршӗ республикӑри, Мари Элти, арҫын Сӑр юханшывӗнче рак тытнӑ. Ҫак чӗрчуна нумай тытнӑ арҫынна транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ, раксене вара каялла шыва янӑ.
32 ҫулти арҫынна Сӑр юханшывӗн 15-15-мӗш ҫухрӑмӗнче асӑрханӑ. Вӑл – Мари эл ҫынни. Хайхискер саккуна пӑсса раксем тытнӑ. Пӗтӗмпе – 1372 рак.
Арҫыннӑн рак тытмалли 20 хатӗр пулнӑ. Вӗсем раксене харӑсах нумаййӑн пӗтӗрмелли хатӗр шутланаҫҫӗ. Арҫын ҫак чӗрчунсене тытса патшалӑха 315560 тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн тӗрмене 2 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Варламова авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл – 36 ҫулта. Аппӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен нумайлӑха тухса кайман.
Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, анчах телефонӗ сӳннӗ. Настьӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тӑванӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ, Настя ҫӳренӗ кафесене кӗнӗ. Пульницӑсемпе моргсене те тӗрӗсленӗ.
Тусӗсем те Настя ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Унӑн сулахай хулӗ ҫинче чӗрепе кинжал ӳкернӗ татурировка пур. Хӑй вӑл 175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм хура костюм, сӑрӑ футболка, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие пӗлтерӗр.
41 ҫулти хӗрарӑм смартфон туяннӑ та уншӑн страховка илес тесе полицейскисене суйнӑ.
Хайхискер Кадыков урамӗнче хаски ӑратӗнчи йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ӑна икӗ палламан ҫын тапӑннӑ та сумкине, хваттер тата машина уҫҫисене вӑрланӑ имӗш. Сумкӑра вара икӗ смартфон пулнӑ.
Хӗрарӑм хӑйне ҫаратнӑ тесе полицие пӗлтерме пынӑ. Йӗрке хуралҫисем видоекамерӑсене пӑхнӑ. Ҫак хӗрарӑм килтен сумкӑпа тухнӑ, сумкӑпах кӗнӗ. Ҫурта уҫӑпах уҫнӑ.
Кайран ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӑл смартфон страховкине илес тесе суйнӑ-мӗн. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
19 ҫулти каччӑна унччен правасӑр хӑварнӑ. Вӑл вара руль умне ларнӑ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑрти полици уйрӑмне 25 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Унӑн «Лада Калина» машинине вӑрланӑ-мӗн. Ҫак ӗҫе кам тума пултарнине те чухланӑ вӑл: тусӗн 19 ҫулти пӗлӗшӗ. Лешӗ уҫҫине ыйтмасӑрах илнӗ.
Руль умне правасӑр, ӳсӗр ларнӑ каччӑна ҫийӗнчех тупнӑ. Куншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Вӑл руль умне унччен те ӳсер ларни пулнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Лада Калина» машинӑна вара ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |