
Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине Чӑваш наци музейӗ #читаемХузангая (чӑв. Хусанкая вулатпӑр) флешмоб ирттерчӗ. Поэтӑн чӑвашла тата вырӑсла куҫарнӑ сӑввисене 300-е яхӑн ҫын вуланӑ.
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче флешмоба поэтӑн ывӑлӗ, публицист тата литература критикӗ Атнер Хузангай уҫнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче вӑл ҫав кун «Малалла-ха пурнӑҫ, малалла…» сӑвва вуланӑ.
«Проект Петӗр Хусанкайӑн лирики тӗрлӗ ҫулхисене ҫывӑххине кӑтартса пачӗ. Вӑл сӑвӑ хитре вулакансене, тен, пулас актёрсене, тупса пама пулӑшрӗ. Пирӗншӗн пуринчен те ытла хакли — флешмоба хутшӑнас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ вуншар ача поэтӑн сӑввисен кӗнекисене пуҫласа, тен, уҫса пӑхни», – палӑртса хӑварнӑ наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Флешмоба хутшӑннисенчен чылайӑшӗ «Мехел», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Эп – чӑваш ачи», «Эпир Российӑра пурнатпӑр», «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», «Тӑван ҫӗршыв», «Чӗре юрри», «Ҫӗр пӳртре», «Мунча шӑрши» чӑвӑсене, «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмӑсенчи сыпӑксене вуланӑ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» документпа художество куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Нарспи» спектаклье лартнӑранпа 100 ҫул, «Нарспи» оперӑна лартнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халаллассине пӗлтернӗ.
«Нарспи» поэма ҫак ҫулсенче 50 хут ытла пичетленсе тухнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ — 400 пин экземпляр. Асӑннӑ хайлава тӗнчери 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, вырӑсла 8 куҫару варианчӗ пур.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Кабарда-Балкар Республикинче пулнӑ. Унта вӑл Нальчикри Культура фондӗнче тӗлпулу ирттернӗ, регионти тӗрлӗ культура мероприятине хутшӑннӑ.
Валери Туркай Александр Зайцев чӑвашпа Чегем хулинчи Кайсын Кулиев поэтӑн мемориал ҫурт-музейне ҫитсе курнӑ.
Чӑвашсем музей экспозицийӗпе хавхаланса паллашнӑ, поэт вил тӑпри ҫине вӗсем чечек хунӑ.
«Кабардино-Балкария» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Валери Туркай Кулиева халалласа темиҫе сӑвӑ та ҫырнӑ иккен, унӑн сӑввисене вӑл чӑвашла куҫарнӑ.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ.
Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ.
Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Асран кайми Ялкир» курав уҫӑлнӑ. Ӑна поэт, драматург, тӑлмачӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Петӗр Ялкирӑн не паллаштаракан кӗнекесем, сӑнӳкерчӗксем тата ытти вырӑн тупнӑ.
Курава уҫнӑ ҫӗре поэтӑн тӑванӗсем, ҫыравҫӑсем, артистсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем пырса ҫитнӗ. Петӗр Ялкирӑн ентешӗсем – Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн хастарӗсем (ертӳҫи Владимир Савинкин) – те пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсем Ираида Филимонова тата Венера Иванова та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ Лидия Филиппова тата Раиса Воробьева ҫыравҫӑ тухса калаҫнӑ.
Петӗр Ялкирӑн мӑнукӗ Дмитрий Тихонов ҫывӑх ҫыннине асра тытнишӗн тав тунӑ.

Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе, куҫаруҫӑпа, общество ӗҫченӗпе Юрий Сементерпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулуччен маларах поэтӑн 80 ҫулхине халалласа «Тебе пою, Чувашия моя» курав хатӗрленӗ.
Поэтпа тӗлпулма Шупашкарти медицина коллеждӗн студенчӗсене йыхравланӑ. Поэт сӑвӑсене епле ҫырни ҫинчен класа кӑтартнӑ. Автор тӑван ҫӗре, амӑшне халалласа, ҫынсен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхне мухтаса, юратупа хӑпартланса ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Юрий Сементер сӑввисемпе тӗрлӗ композитор 300 ытла сӑвва юрра хывнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа вӗрентекенсемпе вӗренекенсен пултарулӑхӗн «Хусанкай вулавӗсем – 2022» фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Фестивале Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен пӗтӗмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла вуласа ӳкернӗ видеороликсем хатӗрлесе кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтернӗ Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӑшӑрхантараканни – конкурса хутшӑнакансенчен ҫурри ытла «Таня» поэма сыпӑкӗпе «Тилли юррисем» ярӑмри «Мехел» сӑвва вулани. Малашне фестивале хутшӑнакансен шкул программине кӗртнӗ сӑвӑсене кӑна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вӗрентекен чӑваш литературине пӗлнине тата унӑн тавра курӑмӗ анлӑ иккенне кӑтартать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.
Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
