
Шупашкар муниципаллӑ округне кӗрекен Атайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Раиса Сарпи сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ.
Раиса Сарпи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ.
Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑх кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, университетра вӗреннӗ ҫулӗсене, ҫамрӑклӑха аса илнӗ. Чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсене вуласа панӑ. Ачасем вара композиторсем Раиса Сарпи сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.
Тӗлпулӑва Людмила Кинер сӑвӑҫ тата композитор та хутшӑннӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.

2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑн Министрсен Кабинечӗн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.
Культура учрежденийӗсем чылай мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Чӑваш наци музейӗ «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» регионсем хушшинчи конкурс йӗркелӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Культурный код «Сеспель» (чӑв. «Ҫеҫпӗл» культура кочӗ) поэзи фестивалӗ йӗркелӗ, «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартӗ.

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп клуб тытӑмӗнче Валери Туркай поэтпа тӗлпулу иртнӗ. Унта поэзие юратакансем пуҫтарӑннӑ.
«Валери Туркая поэт, прозаик, драматург, публицист, куҫаруҫӑ евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл 10 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн сӑввисене халӑх юратать», — пӗлтернӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн сайтӗнче.
Валери Туркай, чӑн та, нумай халӑхӑн сӑввине чӑвашла куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшать тесен те йӑнӑш мар.

Хусанта «Лиффт» пӗтӗм Раҫҫейри VII литература фестивалӗнчен пирӗн ентешӗмӗр Марина Карягина Ылтӑн лауреат ятпа таврӑннӑ. Унтан та ытларах — ҫав сумлӑ фестиваль ҫитес ҫул пирӗн республикӑра иртӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче, сӑмах май каласан, Мускаври Александр Куприн режиссёрӑн «Амфистроф. Встречное течение» фильмне те хавхаланса сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: фильмра хальхи вӑхӑтри паллӑ та пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Раҫҫейри писательсен тата Раҫҫейри кинематографистсен союзӗсен членӗ пирки поэзи анинчи ҫӗнӗ ҫӗре ватакан тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Мӗншӗн тесен Марина Карягина ку сӑмаха чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл — халиччен тӗнче поэзийӗнче пулман амфистроф ӑсти. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку сӑмах хальлӗхе словарьте те ҫук-ха. Карягина амфистрофӗсем сулахайран сылтӑмалла, сылтӑмран сулахаялла тарӑн шухӑшпа вуланаҫҫӗ. Палиндромра (Марина Карягина ку жанрпа та ҫырать) йӗркесем малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланаҫҫӗ пулсан, амфистрофра шухӑш пӗлтерӗшӗ улшӑнать, пӗр текстрах икӗ хайлав пулса тухать. «Амфистроф — чӑннипех тӗлӗнтерекен жанр.

Чӑваш тӗнчин паллӑ сӑвӑҫи Любовь Мартьянова пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑнӳ хӑми вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт тата ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Любовь Мартьяновӑн чӗри 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тапма пӑрахнӑ.
Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – 4 сӑвӑ кӗнеки авторӗ.
«Манмаҫҫӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Карапашсем хӑйсен паллӑ ентешне. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарни те ҫавнах ҫирӗплетет мар-и-ха? Тав сире, карапашсем...», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная газета» (чӑв. Литературная газета) хаҫатӑн ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ.
Йышра политика пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев; хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литературин обществин председателӗ Александр Чистяков; пирӗн ентешӗмӗр, Канашра ҫуралнӑ Сергей Ефимов пулнӑ.
Хӑнасем «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унӑн приз фончӗ — 5 миллион тенкӗ.
Кайран Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» преми лауреачӗпе тӗлпулу иртнӗ.

Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫ Марина Карягина сӑввисем азербайджан чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Сӑвӑсене Расмия Сабир куҫарнӑ.
Марина Карягина — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, журналисчӗ, сценарисчӗ. Ҫак списока, тӗрӗссипе, тата малалла тӑсса кайма пулать.
Марина Карягина Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх, Митта Ваҫлейӗн, Ҫемен Элкер премийӗсен лауреачӗ.
Вӑл тӑван халӑхӗн пуян культурине чунтан юратса тата унпа хавхаланса хӑпартланнипех ҫырлахмасть, журналист пулнӑ май вӑл ҫавӑн ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартать. Ӑна, чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ хӗрне, ытти регионта та пӗлеҫҫӗ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.

Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа сӑвӑсен пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ку яваплӑха канӑҫсӑр чунлӑ хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑ, поэт, публицист, журналист Лидия Филиппова хӑй ҫине илнӗ.
Вӑл, ентешӗ пекех хастар, ырӑ ӗҫе тӗплӗн, тепӗр чухне ҫеҫпӗлле хӗрӳлӗхпе пурнӑҫлаканскер, мухтавлӑ ентешӗн ятне-сумне асра тытассишӗн ҫине тӑрса талпӑнать. Асӑннӑ тӑрӑхри ениешлӗх хастарӗсем, ҫав шутра Лидия Филиппова та паллах, Канаш районӗнчи икӗ шкулта Ҫеҫпӗл парттисене те уҫнӑччӗ.
...Поэта халалланӑ сӑвӑ кӗнекине валли хайлавсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене lrigel@rambler.ru электрон почтӑпа ӑсатмалла. Чи лайӑххисене суйласа илсе кӗнеке пичетлесе кӑларӗҫ.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ» ятлӑ курава уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнакан ҫав курава чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулхине тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Светлана Гордееван 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Куравра авторсем пултарулӑхне кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсем тӑрӑх уҫса пама палӑртнӑ. Экспозицире Денис Гордеев прозаикӑн, поэтӑн, драматургӑн уйрӑм япалисемпе наградисем, Светлана Гордеева поэтӑн тата художникӑн ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Пултаруллӑ ашшӗпе хӗрӗн ӑсталӑхне хаклакансене унта пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
