Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пуйӑссем

Пӑтӑрмахсем

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.

Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/utpfo/4078
 

Республикӑра
karelia-irbis.ru сайтри сӑн
karelia-irbis.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Горький чукун ҫулӗн ертӳҫи Сергей Дорофеевский.

Пуйӑс «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрӗ.

Сӑмах май, ун пек ретропуйӑссем Чулхула облаҫӗнче пур. Вӗсем «Чулхула – Арзамас», «Чулхула-Московский-Чулхула – Сортировочный» маршрутсемпе ҫӳреҫҫӗ. Удмурт Республикинче вара «Чайковский экспресс» ҫула тухать. Киров хулинче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче ретропуйӑс ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш станцийӗнче пуйӑс 64 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех ҫапса кайнӑ.

Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Машинист пуйӑса чарса ӗлкӗреймен, рельссем ҫинчи хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл сураннӑ, кӑштахран ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.

Халӗ Следстви комитечӗн следователӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-127528397_4303
 

Республикӑра

Шупашкартан тӳрех Адлера каяс килет-и? Ку – юмах мар, тӗп хуламӑртан кӑнтӑрти хулана пуйӑспа ҫитме май пулӗ

Ҫулла тинӗс хӗрринче канма палӑртнисем валли питӗ меллӗ ку.

Пуйӑс Шупашкартан Адлера кун сиктерсе ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 2 кун та 5 сехет иртӗ. Пуйӑс Адлера авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
Александр Кузнецов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Кузнецов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Темиҫе сехет каялла Ҫӗмӗрлене Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ассоциацийӗнче ӗҫлекен Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Пуйӑса кӗтсе илме халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ май Чулхулари чукун ҫул мемориаллӑ ретропоезд йӗркеленӗ.

Пуйӑс ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ.

Вӑл Чулхула тата Киров облаҫӗсенче, Чӑваш Енре, Мари Элта, Тутарстанра тата Удмурт Республикинче чарӑнӗ.

 

Республикӑра
donland.ru сайтри сӑн
donland.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть республикӑна «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килсе кайнӑччӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ акципе килӗшӳллӗн, вӑл каллех пирӗн пата ҫитӗ. Пуйӑс Чулхула чукун ҫулӗн 45 станцийӗнче чарӑнӗ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра вырнаҫнисенче те.

Пирӗн республикӑна пуйӑс ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Вӑл «Ҫӗмӗрле», «Вӑрнар», «Канаш1» станцисенче чарӑнӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр тата Шупашкар урлӑ иртӗ. Чарӑнура 20 минутран пуҫласа 1 сехет таран пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.

«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта ҫитме шантарнӑ. Ыттисене те кайса курма сӗннӗ.

Пуйӑса тӳлевсӗрех лекме пулать. Анчах малтан проект сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ. Анчах билетсем питӗ хӑвӑрт пӗтеҫҫӗ.

Сӑмах май, «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Шупашкарта икӗ хутчен пулнӑ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтри сӑн
pravdapfo.ru сайтри сӑн

Ытларикун каҫхине Канашра арҫын пуйӑс айне пулнӑ. Машинист рельссем ҫинче ҫын пулнине асӑрхасан пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Арҫын вилмеллех суранланнӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ арҫынна ашшӗшӗн компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн ашшӗ 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуйӑс айне пулса вилнӗ.

 

Экономика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуйӑсра ҫитес ҫултан хак 5,6 процент хакланӗ. Пӗр километр кайма 4 тенкӗ те 12 пус тенке ларӗ.

«Хусан – Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен хӑтлӑ пуйӑсра пӗр километр хакӗ — 4 тенкӗ те 52 пус. Унта Wi-Fi адаптерсем, климат-тӗрӗслев системи, пысӑклатнӑ багаж ҫӳлӗкӗсем, велосипед тӑратса хумалли хатӗрсем тата ытти пур.

Экономика тӗлӗшӗнчен илсен тариф пӗр километршӑн 6 тенкӗ те 6 пуса ларать. Ҫав уйрӑмлӑха республика хыснинчен саплаштараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 18

1947
79
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ