Израиль ҫыннин Раҫҫей полицейскийӗсен умӗнче тӳрре тухма тивнӗ. Пакунлисем унӑн багажне ҫавӑрттарнӑ кӑна. Саппасри офицера ИГИЛ организаци ҫумне «ҫыпӑҫтарнӑран» пулса тухнӑ ку…
Ку Израильте пурӑнакан ҫамрӑк Марк Г.-па пулнӑ. Вӑл Раҫҫее килнӗ пулнӑ. «Мускав – Шупашкар» пуйӑсӑн вакунӗнче ларса пынӑ чухне ЦАХАЛӑн саппасри офицерне полицейскисем тытса чарнӑ. Мӗншӗн? Марк вакунра иврит чӗлхиллӗ кӗнеке вуланине пӗр хӗрарӑм курнӑ та сисчӗвленнӗ, тӳрех кирлӗ ҫӗре шӑнкӑравланӑ: пуйӑсра ИГИЛ агенчӗ пырать имӗш.
Маркӑн тӗрлӗ чинри полицейскисене виҫӗ хутчен ӑнлантарма тивнӗ. Юлашкинчен унран каҫару ыйтнӑ та арӑмӗпе ачи патне (Шупашкарта хӑнара пулнӑ вӗсем) янӑ.
Шупашкарта хӗрарӑм чутах пуйӑс айне сикмен. 35-рискере ӑннӑ темелле-ши — машинист пуйӑса чарса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер, пуйӑса хирӗҫ чупнӑ. Ку раштавӑн 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Телее, «Шупашкар – Мускав» состав вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑма чукун ҫул вокзалӗнчи полици пӳлӗмне илсе кайнӑ. Пӑхсан хӗрарӑм ӳсер пулни ҫиеле тухнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм мӗншӗн хӑйӗн ҫине алӑ хурасшӑн пулнӑ-ха? Пурнӑҫӗ ӑнман — ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл.
Хӗрарӑма психиатри пульницине ӑсатнӑ. Вӑл унччен шутра тӑман унтра. Хӗрарӑмӑн ӳссе ҫитнӗ хӗрӗ те пур-мӗн. Пуйӑса хирӗҫ чупнӑскере административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен пирӗн республикӑри хулаҫум маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене расписанирен кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем асӑннӑ тапхӑрта ҫынсене турттарма пӑрахӗҫ. Расписанирен кӑларакан маршрутсен шутне Ҫӗмӗрле – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6194-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 19 сехет те 10 минутра хускалса 20 сехет те 36 минутра ҫитнӗ), Улатӑр – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6390-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 4 сехет те 52 минутра хускалса 7 сехет те 22 минутра ҫитет), Канаш – Улатӑр ҫулпа ҫӳрекен 6395-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехетре хускалса 20 сехет те 25 минутра ҫитет), Канаш – Шупашкар ҫулпа ҫӳрекен 6502-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 03 сехетре хускалса 06 сехет те 10 минутра ҫитет), Шупашкар – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6505-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехет те 40 минутра хускалса 21 сехетре ҫитет) лекнӗ.
Канашран Шупашкара каякан 6506-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ те ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен улшӑнать. Канашран вӑл 17 сехетре хускалса тӗп хулара 19 сехет те 40 минутра ҫитсе чарӑнӗ.
Пуйӑс ҫинче ҫӳлти вырӑн ҫинче ларса пыма кӑмӑллакансене билет йӳнӗпе сутаҫҫӗ. Федерацин пассажир компанийӗ билетсене плацкарт-вакунта илекенсене 30 процент таран йӳнӗрехпе сутассине пӗлтернӗ.
Пуйӑспа йӳнӗрехпе ҫула тухас тесен билетсене ҫула тухиччен 45 кунтан маларах пуҫласа туянма тытӑнмалла. 30 процент таран йӳнӗрехпе 38-мӗшӗнчен пуҫласа 54-мӗш номерлӗ вырӑнсем валли сутаҫҫӗ. Ҫула тухиччен 45 кунтан пуҫласа 8 кунччен 2-мӗшпе 36-мӗш номрелӗ вырӑнсем валли туянсан 15 процент чакараҫҫӗ.
Йӳнӗ хаклӑ билетпа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫула тухакансем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ун пекки Мускавпа, Питӗрпе тата Раҫҫейӗн ытти хулипе ҫыхӑнтаракан маршрутсене пырса тивет. Ун пеккисем 80 пуйӑс тесе пӗлтереҫҫӗ.
Мӑкшӑ Республикинче Екатеринбург – Адлер пуйӑс вакунӗсем ральсран тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх пӗр ҫын аманнӑ — вӑл аллине хуҫнӑ.
Пуйӑс пӑтӑрмаха 11 сехетре Рузаевка патӗнче лекнӗ. Рельсран 4 вакун тухса кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ вара тӳнсех кайнӑ. РЖД палӑртнӑ тӑрӑх электроэнерги линийӗсем тата рельссем сиенленмен.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах вырӑнӗнче чукун ҫул ҫинчи крепленисене йӑкӑртнӑ. Инкек сӑлтавӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Шупашкарпа Канаш хушшинче ҫӗнӗ йышши электропуйӑс ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ вакун питӗ хӑтлӑ. Хытӑ ларкӑч вырӑнне — ҫемҫе кресло. Телевизор тата wi-fi та пур.
Билет хакӗсем вара ҫавсемех юлнӑ. Ҫулсерен Чӑваш Енре хулаҫум пуйӑсӗсемпе 75 пин ҫын усӑ курать.
Вакунри ҫӗнӗ интерьера тунӑ чухне дизайнерсем пассажирсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 30 ҫулти вакун халӗ ҫӗнӗ пекех курӑнать: урайӗнче — кавир, чӳрече ҫинче — карӑ.
Халӗ вакунри кашни пассажир тӗнче тетелне тӳлевсӗр кӗме пултарать. Анчах ҫӗнӗлӗхе те хӑнӑхмалла-мӗн. Зинаида Клеверова пассажир ав хура аттипе таса вакуна кӗме шикленнӗ. Ара, варалас килмест-ҫке-ха. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ кивӗ вакунрах каять.
Дача сезонӗ вӗҫленсен тепӗр вакуна вӗҫертӗҫ. Ҫапла ҫӗнни ҫеҫ тӑрса юлӗ. Билет хакӗ ӳсмӗ. Халӗ Шупашкартан Канаша ҫитмешкӗн 264 тенкӗ-мӗн. Пуйӑс унта 2,5 сехетре ҫитет.
«Канаш – Шупашкар» хулаҫум пуйӑсӗсенче вакунсен йышне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе «Содружество» пассажир компанийӗ юпа уйӑхӗнче тума палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче, тата 18, 19-мӗшӗсенче «6501\6502» номерлӗ «Канаш – Шупашкар» (ирхи 3 сехет те 50 минутра тухать те 6 иртни 10 минутра ҫитет) тата 6505\6506 номерлӗ (14 сехет те 50 минутра тухать те 17 сехет те 5 минутра ҫитет) пуйӑссенче икӗ вакун пулӗ.
Анчах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен хулаҫум пуйӑсӗсенче пӗр вакун ҫеҫ юлӗ.
Йӗпреҫ районӗнче пассажир пуйӑсӗ ӗнер 88 ҫулти кинемее ҫапса кайнӑ. Инкек ирхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Кинемее «Адлер–Новосибирск» маршрутпа каякан пуйӑс «Йӗпреҫ–Канаш» ҫулӑн 242-мӗш километрӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ватӑ ятарлӑ вырӑнта каҫман-мӗн. Пуйӑс машинисчӗ кинемей пуйӑс кӑшкӑртнине хӑлхана чикмен имӗш. Тен, хӑлхи илтмен, куҫӗ те начартарах курнӑ-ши? Асӑннӑ районти Пӑвара пурӑннӑскер вырӑнтах вилнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗ пуйӑс ҫулӗ ҫинче питӗ асӑрханмаллине асӑрхаттарать.
Типӗ курӑка чӗртсе яма юраманни пирки вӗҫӗмех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те ҫынсем ҫакна хӑлхана чикесшӗн мар. Ӗнер Улатӑр районӗпе иртекен чукун ҫул хӗррипе типӗ курӑка чӗртсе янӑ та ҫулӑм «Сӑрҫум» заповедника лекнӗ. Ҫулӑм алхасни пирки хыпар Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем патне 17 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсемсӗр пуҫне вӑрман хуҫалӑхӗсенчи ҫак енӗпе тӑрӑшакансем кар тӑнӑ. Ҫулӑм 2010 ҫулта пушар тухнӑ вырӑнсене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 10,5 гектара.
Халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуйӑс иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вут хыпса илнӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |