
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ.
«Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ.

Паян, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Канаш районӗнче пуйӑспа ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Инкек 15 сехет те 45 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ тӗлӗнче пуйӑс ҫулӗ ҫине «Лада гранта» автомобиль водителӗ хӗрлӗ ҫутта пӑхмасӑр сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра чукун ҫулпа тавар пуйӑсӗ иртсе пынӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Водитель ӳсӗр пулма пултарнӑ текен хыпара та тӗрӗслеҫҫӗ.
Инкеке пула тавар пуйӑсӗ ҫул ҫинчен тухса кайман тесе пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекцийӗ Инстаграмра.
Ҫак инкек ҫулта-йӗрте асӑрханмаллине, пӗрне пӗри хисеплемеллине, пилӗк минут васкаса леш тӗнче ним мар ӑсанма пултарнине тепӗр хут аса илтерет.

Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Федерацин пассажир компанийӗ Мускавран Петрозаводска хутлакан ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Унта пуйӑс Питӗр тата Сортавалу урлӑ кайӗ.
Хальхи вӑхӑтра «Карели» фирма пуйӑсӗ «Мускав—Петрозаводск» маршрутӑа хутлать-ха. Кӑҫалхи раштавӑн 3-мӗшӗнчен унта икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнчен уҫӑлакан рейс Мускаври Ленинград вокзалӗнчен 16:00 сехетре хускалӗ, Петрозаводска тепӗр кунхине 12:10 сехете ҫитӗ. Карелин тӗп хулинчен пуйӑс 14:10 сехетре хускалса ҫӗршывӑн тӗп хулине 10:16 сехетре ҫитӗ.
Пуйӑс Тверь, Чудово, Питӗр (Ладога вокзалӗ), Белоостров, Зеленогорск, Выборг чарӑнусенче, Хийтола, Элисенваар, Яккима, Сортавала, Хелюля, Маткаселькя, Янисъярви, Суоярви, Новые Пески, Эссойла, Чална станцисенче чарӑнӗ.

Вокзалсенче тӳлевлӗ туалетсем пулнине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Чукун ҫул вокзалӗсенче те ҫавнашкалах. Унти туалета тӳлевсӗр кӗрес тесен ҫула кайма туяннӑ билета кӑтартмалла. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак йӗрке манӑҫа тухӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ чукун ҫул вокзалӗсенчи туалетсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Санитари пӳлӗмӗсене укҫа тӳлемесӗр кӗрсе тухма пур пассажирӑн та ирӗк пулӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ санузелсене урӑх хуҫасене тара панӑ пулсан ҫеҫ тӳлеме тивӗ.
Паян Раҫҫейре инҫе ҫула каймалли 344 чукун ҫул вокзалӗ ӗҫлет.
Вӗсенчи тӳлевсӗр туалетсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансем тата ҫитес виҫ сехетре пуйӑспа каймаллисем е пӗр сехетрен кая мар пуйӑсран аннисем усӑ курма пултараҫҫӗ.

«Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн пуҫлӑхне ют ҫын банк карточки ҫинчи укҫа-тенке вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки Атӑлҫи транспорт прокуратури пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавран Шупашкара ҫӳрекен «Чӑваш Ен» пуйӑс (054Гномерлӗ) пуҫлӑхӗ Мускаври платформӑра такам ҫухатнӑ банк карточкине тупнӑ. Хайхискер ӗҫӗнчи укҫасӑр тӳлемелли терминалпа усӑ курса темиҫе япала туяннӑ – пӗтӗмпе 3,5 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йӗрке хуралҫисем ют ҫын карточкипе кам усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Канаш районӗн судне ярса панӑ.

«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи пуйӑс расписанийӗ пирки пассажирсене СМС-ҫырупа систерме шантарать. Пур чухне те мар-ха. Инҫе ҫула каякан пуйӑссенне тата вӗсен расписанийӗ ылмашсан.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин Чулхулари чукун ҫулӗн корпораци коммуникацийӗсен пайтаҫи Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, телефон номерне пассажир билета сайт е ятарлӑ приложени урлӑ туяннӑ чух кӑтартма пултарать. СМС-ҫырушӑн укҫа тӳлемелле мар.
Тепӗр компанисем рекламӑсемпе тӗрлӗ акци пирки хыпарласа халтан яраҫҫӗ те, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи апла хӑтланмасса шантарать. Инҫе ҫула каякан пуйӑс расписанийӗнче кӗтменлӗх сиксе тухса расписани ылмашни ҫинчен ҫеҫ систерессине пӗлтерет.

Чӑваш Енрен Ленинград облаҫӗнчи Тосно районӗнне кайнӑ арҫын «Питӗр – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс айне лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман вырӑнта рельс урлӑ каҫнӑ.
Чӑваш арҫынӗ пуйӑс айне лекни пирки транспорт полицийӗн деждурнӑй чаҫне утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра пӗлтернӗ: Тосно чукун ҫул станцийӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑс 43 ҫулти арҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Пирӗн ентеш ҫавӑнтах вилнӗ.
«Сапсан» машинисчӗ чарӑнма хӑтланнӑ, анчах пур-пӗрех пӑтӑрмахран пӑрӑнма май килмен. Инкек хыҫҫӑн пуйӑс 5 минут каярах юлса ҫӳреме тытӑннӑ.

«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи Мускавран Чӑваша килекенсене пуйӑспа тата автобуспа турттарма пуҫласшӑн. Халӗ те автобус та, пуйӑс та ҫӳрет-ҫке тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫапла, паян та хутлаҫҫӗ вӗсем. Анчах кунта сӑмах пассажирсене мультимодальнӑй меслетпе турттарасси пирки пырать. Ун пек мелпе ытти хӑш-пӗр хулана унччен ҫыхӑнтарнӑ-ха. Халӗ, ав, Шупашкара та ҫапла майпа килме май килӗ.
Ҫӗнӗ йышши турттарӑва утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен йӗркелӗҫ. Малтан пассажирсем пуйӑспа Чулхулана ҫитӗҫ, унтан тӳрех автобус ҫине куҫса ларайӗҫ. Чулхуларан Шупашкара килмешкӗн автобусра 720 тенкӗ тӳлемелле. Расписанипе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайтӗнче паллашма май килӗ. Хальлӗхе вӑл хатӗр марччӗ. Анчах унти пресс-службӑра ӗҫлекен Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание ҫывӑх кунсенче пӗлтерӗҫ.

Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗртен-пӗр ывӑлне ҫухатнӑ. Канашра кун кунлакан 34 ҫулти арҫын «Пӑва- Йӗпреҫ» чукун ҫул ҫинче тӑнӑ, хӑлхине наушник чикнӗ. Вӑл ҫывхаракан пуйӑс сассине илтмен. Инкекрен пӑрӑнма май килмен – пуйӑс ӑна лекнӗ. Арҫын йывӑр суранӗсене пула пульницӑра вилнӗ.
Чӑваш транспорт прокурорӗ амӑшӗн прависене хӳтӗлесе тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокурор пӗртен-пӗр ывӑлне ӗмӗрлӗхе ҫухатнӑ хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ.
Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей чукун ҫулӗн хӗрарӑма 50 пин тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ывӑлне пытарнӑ чухнехи тӑкака саплаштармалла.

«РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ.
Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур.
