
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури инкек сӑлатвне тӗрӗслеме тытӑннӑ та, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» предприяти каҫӑна йӗркеллӗ тасатманнине палӑртнӑ.

Ӗнер каҫхи 10 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Машина ҫине пырса кӗнине пула пуйӑсӑн вӑхӑтлӑха чарӑнма тивнӗ. Вӑл 22 сехет те 43 минутра хускалса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Раҫҫей чукун ҫулӗ ҫулла шкул ачисене ҫур хакпа илсе ҫӳрӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа 10-17 ҫулсенчи ачасем ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен усӑ курма пултараҫҫӗ.
Билетсен плацкарта, лармалли вакунсене, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш класлӑ вакунсене ҫур хакпа парӗҫ. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫейӗн пур регионӗнче те усӑ курайӗҫ.
Билетсене скидкӑпа вокзал кассисенче, Раҫҫей чукун ҫулӗн официаллӑ сайтӗнче тата «РЖД Пассажирам» сарӑмпа усӑ курса илме май пур. Пуйӑса ларнӑ чухне билет тата ят-шыва ӗнентерекен документ кӑтартмалла.

Раҫҫей чукунҫулӗ ҫӗнӗ сервис хута янӑ. Вӑл пуйӑсра манса хӑварнӑ япаласен хуҫисене хӑвӑртрах тупма май парать.
Пуйӑсра япала манса хӑвартӑр тӑк часрах Раҫҫей чукунҫулӗн сайтне кӗрӗр те шыравпа усӑ курӑр. Япала ҫухатнӑ ҫыннӑн «Пассажирсем валли» пайра электронлӑ заявка памалла. Анкетӑра ята, билет номерне, телефон номерне, электронлӑ почтӑна тата билет туяннӑ документӑн юлашки тӑватӑ хисепне кӑтартмалла.
Ҫавӑн пекех ҫухатнӑ япалан паллисене, хӑш вакунра пулнине ҫырма манмалла мар. Япаласене 30 кун шырама май пур.

Ростов облаҫӗнче пурӑнакан хӗрачана Канашра тупнӑ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче пулнӑ.
«Новороссийск – Пермь» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑсра Волгодонск хулинче пурӑнакан 16-ри хӗре тупнӑ. Ӑна пуйӑс Канашра чарӑнсан транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем илсе тухнӑ.
9-мӗш класра вӗренекен хӗрача Хусана кайма тухнӑ-мӗн. Унта вӑл шкулта вӗренесшӗн пулнӑ. Икӗ уйӑх каялла унӑн ҫемйи урӑх хулана каҫса кайнӑ, ҫавна май хӗрачан хӑйӗн шкулӗнчен урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ илме киличчен хӗрачана Канашри социаллӑ приюта вырнаҫтарнӑ. Унччен вӑл килтен тухса кайни пулман.

Кӑҫалтан пирӗн ҫӗршывра пуйӑс валли илнӗ билетсене каялла йышӑнмӗҫ. Ун пек йӗркене 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнӑ. Ҫав ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, «Раҫҫей Федерацийӗнчи чукун ҫул транспорчӗн уставӗ» саккунӑн 83-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ.
Тавӑрса памалла мар билетсем ахальлисенчен йӳнӗрех тӑраҫҫӗ. Анчах ӑна купе, ларса пымалли вакунсем, люкс тата СВ вакунсем валли ҫеҫ сутаҫҫӗ.
Шута илме тивӗҫ сӑлтав пулсан билета ҫапах та пассажир тавӑрса парайӗ. Кун пек сӑлтав тӑваттӑ. Пӗрремӗшӗнчен, пассажир ӑнсӑртран чирлесе ӳксен. Иккӗмӗшӗ — пассажирӑн ҫемьенчи ҫынсенчен кам та пулин вилсен. Виҫҫӗмӗшӗ — пассажир амансан-суранлансан. Тӑваттӑмӗшӗ — пуйӑс ҫула тухмасан.

Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ.
Контейнерта вара банкӑсене тултарнӑ пыл пулнӑ. Вӗсене Вӑрнарта чукун ҫул ҫывӑхӗнче тупнӑ. 440 банкӑна типӗ курӑкпа тата туратсемпе витсе пытарнӑ.
Кӗҫех ҫак ӗҫе тунӑ ҫынна та тупса палӑртнӑ. Вӑл – пирӗн республика ҫынни, пыла хӑйӗн машинипе тиесе тухма палӑртнӑ. Каярахпа унччен те судпа айӑпланнӑ тепӗр икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Ҫак виҫӗ арҫын каҫхине станцӑна пынӑ, чукун ҫул контейнерӗнчи пыла вӑрланӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 87 пин тенкӗ ытлалӑх.

Канаш ҫывӑхӗнче пӗр хӗрарӑм пуйӑсран тухса ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ.
Икӗ пассажирка пирус туртма шухӑшланӑ. Анчах хайхискерсем юлашки вакунра пулнине пӗлмен-мӗн. Шӑп та лӑп ун чухне вакун алӑкӗ уҫӑ пулнӑ тата. Пӗр хӗрарӑмӗ ура айне пӑхмасӑр утӑм тунӑ та рельс ҫине тухса ӳкнӗ, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Пуйӑс Ижевскран Мускава кайма тухнӑ пулнӑ. Канашра темиҫе вакуна вӗҫертсе хӑварнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпӗ – пуйӑс бригадинче, вӗсем алӑка хупмасӑр хӑварнӑ.

«Содружество» АО «Канаш – Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене расписанирен кӑларать. Вӗсем килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх ҫӳреме пӑрахӗҫ.
«Содружество» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, расписанирен 6502-мӗш тата 6505-мӗш пуйӑссем тухса ӳкӗҫ. Расписание улшӑну кӗриччен 10 кун юлнӑ. Пуйӑссем юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳреме чарӑнӗҫ.
Пуйӑссен расписанийӗ пирки пӗлес килсен 8-937-625-04-33 номерпе шӑнкӑравламалла. Шӑнкӑравсене талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Е кирлӗ информацие «Содружество» АО сайтӗнче, телефон ҫине лартмалли «Пригород» сарӑмра тупма пулать.

Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.
Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.
Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.
