Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пултарулӑх

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Илья Степанов композитора халалласа Красноармейскинче кӗвӗ-ҫемӗ каҫӗ ирттернӗ.

Композитор кӗвӗленӗ юрӑсене Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ. Коллектива Антонина Никонорова ертсе пырать, баянисчӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров.

Уявра «Шӑнкрав курӑкӗ» (сӑвви Вениамин Пехилӗн), «Юрату сӑмсахӗ» (сӑвви Николай Карайӑн), «Ҫул юхать, юхать» (сӑвви Иван Ахратӑн) юрӑсем янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall447662497_6027
 

Чӑвашлӑх
Телеграмри t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пирӗн республикӑра чӑваш тӗррин конкурсӗ иртӗ. Ӗҫсене Чӑваш тӗррин музейӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗ.

«Пурӑн, чӑваш тӗрри» ҫӗршыв шайӗнчи конкурса хутшӑнакансен пиҫиххи тӗрлемелле. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ.

«Туслӑх пиҫиххийӗ» номинацие хутшӑнакансем ытти халӑх пиҫиххине те тӗрлеме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/3490
 

Персона
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи Юрий Илюшкин Камчаткӑра апат пӗҫерет. Чӑваш арҫынни «Берингия Авача» ӑмӑртура шеф-поварта ӗҫлет иккен. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл унта хутшӑнакансен тата каюрсен апатланӑвӗшӗн яваплӑ, унӑн команди вӗсене тутлӑхлӑ апат ҫитерет. Юрий Илюшкин шаркку, борщ та пӗҫерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/17023
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 87 ҫулти Нина Шушканова чунне юрласа уҫать. Кинемее хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Ольга Филиппова пӑхса пулӑшать.

Инженер шухӑшлавӗллӗ хӗрарӑм тӗрӗс наукӑсене аван пӗлсен те чунӗпе ҫемҫе, юрлама ӑста. Хӗрарӑм инженер пулса Трактор заводӗнче, ВНИИРта, Электроаппаратура заводӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ.

Урама уҫӑлма тухсан та (унта тухса кӗме ӑна социаллӑ ӗҫчен пулӑшать) вӑл юрлама хатӗр. Унӑн репертуарӗнче — халӑх юррисемпе хӑй ҫамрӑк пулнӑ ҫулсенчи шлягерсем.

Нина Ивановнӑна Ольга Валентиновна соцӗҫчен ӑшӑ сӑмахпа та хавхалантарса тӑрать.

 

Культура
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Альбина Юрату Мускавра пӗр харӑс ултӑ кӗнекине презентациленӗ. Кун пирки эпир Телеграмри «Пуринчен малтан» канала вуласа пӗлтӗмӗр.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пӗлтӗр ултӑ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Халӗ вӗсене Мускаври Р.И.Рождественский ячӗллӗ вулавӑшра пахаланӑ.

Кӗнеке хаклавне Валентина Черчен, Аида, Ирина Понамарева, Валентина Попова юрӑҫсем, «Ентеш», «Шевле» ансамбльсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16957
 

Культура
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем Николай Добронравов ячӗллӗ юрӑ поэзийӗн пӗтӗм ҫӗршыври конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Конкурс тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ поэтсене тупса палӑртса литература йӑли-йӗркипе юрӑ ӳнерне аталанма пулӑшасси тесе пӗлтернӗ.

Конкурса 8 номинаципе хутшӑнма пулать. Пултарулӑха тӗрӗслесе пӑхас кӑмӑллисен 14 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла.

Тӗп парне — Николай Добронравов ҫуралнӑ кунне халалланӑ концертра ҫӗршыври паллӑ юрӑҫсемпе пӗрле юрлани.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор коллективӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята Раҫҫейӗн культура министрӗн хушӑвӗпе ҫӗршыври 52 коллектива пама йышӑннӑ.

«Валинкке» халӑх фольклор коллективӗ 1970 ҫулта кружокран пуҫланса кайнӑ. Фольклор коллективӗ куракансене чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ йӑли-йӗркипе (улах, туй, ниме, кӗр сӑри, хӑнара тата ыттине те) паллаштарма ӗлкӗрнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Шупашкар тӑрахӗнчи Ишлейре пурӑнакан Ольга Рогова картишӗ юмаха ҫаврӑннӑ. Ку пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм ҫулсеренех юртан хитре кӳлепесем ӑсталать иккен. Кӑҫал унӑн картишӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илекен чӑваш пикине, вырӑс пӑхаттирӗсене курма пулать.

 

Ӳнер
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Кун пек заняти хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта иртет.

Учрежденин «Манӑн социаллӑ центрӗ» клубне ҫӳрекенсем валли «Рисование с нуля» (чӑв. Ӳкерме вӗренетпӗр) ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме тытӑннӑ. Занятие Елена Шапошникова педагог тата хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен художник, ӳкерекенсен онлайн-шкулӗн преподавателӗ ертсе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫи эрнере пӗрре, кӗҫнерникунсерен, ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcentr21/8266
 

Персона
Чӑваш наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Эп чӗртнӗ вучах» портрет-каҫ иртӗ. Ӑна Любовь Мартьянова поэт, писатель, журналист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Мероприятие чӑваш писателӗсем, журналистсем, поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем поэтӑн пултарулӑхне, хӑйне евӗр чӗлхине сӳтсе явӗҫ.

Сӑмах май каласан, композиторсем Любовь Мартьянова сӑввисемпе юрӑсем кӗвӗленӗ: «Ан ятла», «Аса ил», «Хура тутӑр хурлӑн ӳкрӗ урайне» (композиторӗ — В. Романов); «Кӗрхи юрӑ» (композиторӗ — Ю. Шепилова) тата ыттисене.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3016
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 70
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та