Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 56-мӗш концерт сезонне «Ретро хум» программӑпа хупӗ.
Концерт вӑхӑтӗнче В. Высоцкин «Баллада о потерянном счастье», В. Луговойӑн «Проснись и пой», Ж. Ипсилантин «Я тоскую по Родине» хайлавӗсем янӑрӗҫ. Оркестрпа солистсем Евгений Мартыновӑн, Консуэло Веласкесӑн, Джеймс Ластӑн, Джо Дассенӑн тата Генри Манчинин тӗлӗнмелле илемлӗ хайлавсемпе те сцена ҫине тухӗҫ.
Симфони капеллин илемлӗ ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ – Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, дирижерӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Ҫемье ушкӑнӗнче» республикӑри фестиваль-конкурс пуҫланӗ. Унта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ тата профессилле авторсемпе авторсен ушкӑнӗсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — ҫемье хаклӑхне, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси, ҫамрӑк ӑстасене аталанма пулӑшасси.
Ӗҫсене 4 номинаципе йышӑнаҫҫӗ: «Ачасем валли хайлавсем», «Ҫамрӑксем валли хайлавсем», «Хутӑш аудитори валли хайлавсем», «Куракансем юратнӑ хайлавсем».
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артистки Элионора Кларин ҫуралнӑ. Вӑл 20 ҫул тултарнӑ.
Хӗр ташӑ ӑсталӑхне Воронежри хореографи училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ҫулне коллективра нумаях пулмасть пуҫланӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл репертуара алла илнӗ. Ушкӑн ҫӗршыври хуласем тӑрӑх нумаях пулмасть ирттернӗ турнене хутшӑннӑ. Коллектив черетлӗ сезона хупнӑ майпа ирттернӗ концертра та сцена ҫине тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫумӗнчи ача-пӑчан вокалпа хореографи студийӗн концерчӗ иртнӗ. Отчёт концертне Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна хатӗрленӗ.
«Студие ҫӳрекенсем ҫулталӑк тӑршшӗпе тӑрӑшса ӑсталӑха алла илнӗ. Ку енӗпе вӗсене чӑн-чӑн проффессионалсем – Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем — пулӑшнӑ», – каласа кӑтартнӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Игорь Осипов.
Ҫулталӑк хушшинче 8 номер хатӗрленӗ, 2 сюита лартнӑ. 150 ытла костюм ҫӗленӗ. Ача-пӑча студине ҫӳрекенсем Питӗрте, Хусанта, Чулулара иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ. Студие ансамбль ҫумӗнче 2021 ҫулта йӗркеленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗн солистки Ольга Прокопьева 55 ҫул тултарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи (халӗ муниципаллӑ округ) Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑскер тӳрех артист пулман. Малтан вӑл васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче медсестрара тӑрӑшнӑ.
Артист пулас ӗмӗт ӑна Ф.П. Павлов музыка училищине илсе ҫитернӗ.
1993-1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче, 1998-2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. 2005 ҫултанпа «Ҫеспӗл» ансамбльте юрлать.
«Юрлама эпӗ ачаранах юратнӑ», — тет паян артистка. Ӗҫе вӑл халӗ хавхаланса ҫӳрет. Унта утса мар, чупса ҫитнине пӗлтерет.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Вӑл укҫана ӑслӑлӑхри, литературӑри тата ӳнерти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ.
Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче – юрӑпа ташӑ ансамблӗн икӗ артистки: Наталия Алимова тата Юлия Константинова.
Вӗсем — балет артисчӗсем. Маттурскерсем ача-пӑчан вокалпа хореографи студине те ертсе пыраҫҫӗ. Ҫав студие Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫумӗнче 2021 ҫулта уҫнӑ. Унӑн воспитанникӗсем – Пӗтӗм Раҫҫейри, регионсем хушшинчи тата республикӑри конкурссен лауреачӗсем.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцалливӗҫтерекен комплекслӑ центрӑ стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан ватӑсем кашни тунтикун ал ӑсталӑхӗпе аппаланаҫҫӗ. Занятие Валентина Никитина инструктор ирттерет.
«Ватӑ ҫынсем ӗҫе пуҫӑниччен хумханаҫҫӗ. Мантан пулмасть, эпӗ ӳкерсе курман текелесе именеҫҫӗ. Анчах эпӗ вӗсене туса пӑхма сӗнетӗп. Хам вара кирлӗ таран пулӑшса-кӑтартса пыратӑп, — тет Валентина Михайловна. — Пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланни ҫынна хавхалантарать, ватӑ ҫын та кун пек чухне маттур туять, хӑй пултарнине кура хавасланать».
Ватӑсем тӗрлӗ сӑрӑпа ӳкереҫҫӗ, чустаран тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ.
Чӑвашсене Мускаври Театр институчӗ тӳлевсӗр вӗрентессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫитес ҫул Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсене тӳлевсӗр вӗрентме илӗ.
Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артист пулас ӗмӗтлисене ӑсталӑха туптама пулӑшӗ.
«Ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттерме театр кашни муниципалитет округӗнчех палӑртнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳ те пур. Ак, тӗслӗхрен, Тӑвайпа Йӗпреҫ округӗсенчен юрӑпа сӑвӑ енчен пултаруллӑ хӗрпӗрчийӗсене суйласа илчӗҫ Наталия Сергеевӑпа Геннадий Медведев», – хыпарланӑ театрта.
Суйлавсемпе итлевсем, тӗлпулусем малалла та иртӗҫ. Мускавра вӗренме, артист пулма кӑмӑл пур пулсан, пӗлтерӗр пире ҫак телефонпа +7 835 262 02 21.
Кӑҫалхи нарӑс-ҫу уйӑхӗсенче ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VI фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса 8 номинаципе ирттернӗ: вокал, фольклор пултарулӑхӗ, хореографи, театр пултарулӑхӗ, илемлӗ сӑмах, кино, инструмент пултарулӑхӗ, декораципе прикладной ӳнер. Унта мӗнпур муниципалитетри 800 ача хутшӑннӑ.
Гала-концерт ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта 240 ача хушӑнӗ.
2019 ҫулта йӗркеленнӗ DIVA чӑваш ушкӑнӗ авалхи чӑваш юррисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелет. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйне евӗр илемлӗ янӑравне упраса хӑвараҫҫӗ.
DIVA – аббревиатурӑна чӑваш руна элемӗсенчен йӗркеленӗ. «Чӑнлӑх, юрату, пӗрлӗх тата шанчӑклӑх патне ҫул тытни, аталану тата пӗрне-пӗри пулӑшни». Ҫапларах куҫарма пулать ӑна.
DIVA репертуарӗнче – XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчи – ХX пуҫламӑшӗнчи юрӑсем.
Ушкӑн Russian World Music Awards премие тивӗҫнӗ, 2019 ҫулта Ӗпхӳре иртнӗ «Musafir» фестивале, ҫав ҫулах Питӗте пулнӑ «Добровидение», 2021 ҫулта Улан-Удэре йӗркеленӗ «Золотой голос Байкала», 2022 ҫулта Екатеринбургра пулса иртнӗ «Ural Music Night» фестивальсене хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ушкӑн Мускаври Хӗрлӗ лапамри Пӗчӗк сцена ҫине тухӗ. Унта Раҫҫейри халӑхсен наци литературин фестивальне хутшӑнса ирттерекен концерт 12 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.