Раҫҫейри хальхи президент тепӗр икӗ суйлава хутшӑнаять. Паян Патшалӑх Думи ҫакна тума ирӗк паракан саккуна йышӑннӑ. Кун пирки «Российская газета» пӗлтерет.
Сӑмах – ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ пирки. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, срок чиккисем хальхи Раҫҫей президентне те пырса тивеҫҫӗ, унччен вӑл ку должноҫре мӗн чухлӗ ӗҫленине шута илмеҫҫӗ. Саккунра вара пӗр ҫын икӗ срок президента ларма пултарнине каланӑ. Эппин, хальхи президентӑн тепӗр икӗ суйлава хутшӑнма ирӗк пур.
Саккунра кандидатсем патне условисем пур: Раҫҫей гражданинӗ пулмалла, 35 ҫултан кӗҫӗнрех мар, Раҫҫейре 25 ҫултан кая мар пурӑнмалла, унӑн унччен тата халӗ ют ҫӗршыв гражданстви пулмалла мар.
Ӗҫсӗррисене регистрацилемелли вӑхӑтлӑх правилӑсене тӑсасшӑн. Кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫсӗр ҫынсене онлайн-мелпе регистрацилерӗҫ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ҫӗнӗ йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, онлайн-регистрацие регионсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсма пултарӗҫ.
Ӗҫсӗррисене ӗҫсӗрлӗх центрӗсене пымасӑрах регистрацилес йӗркене пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑнчӗҫ. Кирлӗ мӗнпур документа ӗҫсӗрлӗх служби патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсенчен хӑй тӗллӗн пухма пултарнӑ.
Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.
Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ.
Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ.
Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ.
Пӗлтӗр Шупашкар хулинче ҫӗрсене инвентаризациленӗ чухне ҫӗр саккунне пӑсакансене самай тупса палӑртнӑ.
Цифрӑсен чӗлхипе каласан, ҫӗре ҫынсем е организацисем хӑйсем тӗллӗн ярса илнӗ тӗслӗхе 747 хутчен асӑрханӑ, 9 пин объектӑн право хуҫине палӑртман, 20 пин ытла участока кадастр учетӗнче шута илмен.
Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка палӑртма хальхи вӑхӑтри инноваци технологийӗсем те самай пулӑшнӑ. Кунта пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене (дрон) асӑнса хӑвармалла.
Ҫӗр саккунне пӑсакансене явап тыттарнӑ май хула хыснине пӗлтӗр 70 ытла миллион тенкӗ шыраса илме май килнӗ. Кӑҫал ҫав виҫе 20 пин тенкӗрен кая мар пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗрпе усӑ курнине тӗрӗслес ыйтӑва ӗнер хула администрацийӗн ирхи планеркинче сӳтсе явнӑ. «Бюджета кӗнӗ укҫапа хула хуҫалӑхне аталантарма усӑ курӑпӑр», – тенӗ Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков.
Раҫҫейри влаҫ ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Патшалӑх Думинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне транспортра билет туянман ачасене кӑларса яма юрамасть. Ку 16 ҫул тултарманнисене, ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫула тухнисене пырса тивет.
Патшалӑх Думи ку саккуна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Автомобиль транспорчӗн Уставне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла майпа билет туянман 16 ҫула ҫитмен ачасене общество транспортӗнчен кӑларса яма юрамасть.
Водителӗн е кондукторӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫук пулсан, вӑл билетшӑн тӳлемен пулсан ӑна кӑларса яма юрамасть. Аслисем ачашӑн тӳлеме хирӗҫ тӗк вӗсен пӗрле ҫитес чарӑнура тухмалла.
Чӑваш Енри икӗ хулапа виҫӗ район Шупашкарти аэродром ҫумӗнчи территорие кӗрӗ. Ку проекта хатӗрлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Аэродром ҫумӗнчи территорире 7 ҫум зона пулӗ. Вӗсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене хӑпартассипе хӑш-пӗр чару хуҫаланӗ.
Раҫҫейӗн Сывлӑш кодексне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн аэропорт зонинче строительство ӗҫӗсене пуҫӑниччен строительсен хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет. Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, аэродром ҫумӗнчи территорие палӑртсан документсене хатӗрлесси тата строительство ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ.
Аэродром ҫумӗнчи территорие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Сӗнтрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсем кӗрӗҫ.
Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем кӑҫал 247 кун ӗҫлесе 118 кун канӗҫ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кантарӗҫ, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи вырсарникуншӑн — раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн — нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи тунтикун. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, 22-мӗшӗшӗн ӗҫлеттерӗҫ. Унтан нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлемӗпӗр.
Ҫу уйӑхӗнче 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Раҫҫей кунӗ шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тепӗр кун ӗҫлеттермӗҫ.
Унсӑр пуҫне Республика кунӗ те — канмалли кун.
Чӳк уйӑхӗнче 4-7-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑхӑн хваттерпе тивӗҫтермелле. Чылай яшпа хӗр ӑна чылай ҫул кӗтет.
Тӑлӑхсене хваттерпе вӑхӑтра тивӗҫтерме йывӑррин сӑлтавӗ пӗр тӑваткал метршӑн патшалӑх 36 пин тенкӗ ҫеҫ панипе те ҫыхӑннӑ. Шупашкарта, сӑмахран, хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 46 пин тенкӗ тӑрать. Маларах асӑннӑ виҫене пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗнче ӳстерме йышӑннӑ. Ҫавна май Шупашкарта тӑлӑхсем валли 48 хваттер илес шанчӑк тупӑннӑ.
Саккунпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха пирӗн ҫӗршывра ҫитес пилӗк ҫулта татса парас шанчӑк пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлесси ҫинчен калакан федераци саккунӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ. Халӗ ку виҫене РФ Ӗҫ кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ.
«Дистанци мелӗпе ӗҫлесси» тата «аякран ӗҫлесси» тенисем малашне синонимсем пулса тӑрӗҫ. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, дистанци мелӗпе ӗҫлени виҫӗ категорирен тӑрӗ. Пӗрремӗшӗ — дистанци мелӗпе ялан ӗҫлени. Иккӗмӗшӗ — вӑхӑтлӑха дистанци мелӗпе ӗҫлени. Виҫҫӗмӗшӗ — дистанци мелӗпе тапхӑрпа ӗҫлени.
Ялан инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлекене ытти ҫынна евӗрех 28 кунран кая мар отпуск памалла, вӑхӑтлӑх инҫет мел ҫине куҫарасан та кану графикӗ предприятире ҫирӗплетнӗ евӗр пулмалла.
Ҫын инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе ялан е вӑхӑтлӑх ӗҫлесен те ӑна кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсемпе (ноутбукпа, планшетпа, телефонпа, телефон ҫыхӑнӑвӗпе т.ыт.те) организацин хӑйӗн тивӗҫтермелле.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫамрӑксен ҫулне ӳстерессине Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл РФ Патшалӑх Думин тепӗр депутачӗпе, Анатолий Аксаковпа, вӗренекенсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ. Парламентари пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксемпе пурнӑҫри вырӑна тупма пулӑшас, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Николай Малов ҫамрӑксене «Раҫҫей Федерацийӗнчи ҫамрӑксен политики ҫинчен» саккун проектне пӗрремӗш вулавпа пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Унта ҫамрӑксен политикине аталантарас ыйтӑва пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксене йывӑрлӑхра пулӑшасси, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те пур. Ҫамрӑк усламҫӑсене, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ӗҫе вырнаҫма пулӑшас пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен ӳсӗмне 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксене кӗртме палӑртнӑ. Халӗ 30 ҫула ҫитичченхисем ҫамрӑк шутланаҫҫӗ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене: Артем Дютина, Ирина Коптевӑна, Татьяна Ляпустинӑна, Юлия Петровӑна, Алексей Сизова — депутат тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |