Хамӑр ҫӗршывра канакан туристсене кӑҫал укҫан хавхалантарӗҫ. Программа ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен тытӑнса ҫулталӑк тӑршшӗпех пырӗ. Тӗрӗсрех каласан, канма кайса тӑкакланнин пӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарӗҫ. Кешбэк (бонус программине ҫавӑн пек калаҫҫӗ) лектӗр тесен туристсен 5 каҫран кая мар канмалла, турпутевка е ҫынсем хӑйсем тӗллӗн кайса тӑкакланнин хакӗ 25 пин тенкӗрен йӳнӗ пулмалла мар. Укҫана тавӑрас тесен «Мир» карттӑпа тӳлемелле.
Хыснаран 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран тавӑрса парӗҫ. Путевка хакӗ 25 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран ларсан 5 пин лекӗ, 50 пинрен пуҫласа 75 пин тенкӗ таран тӑкакласан — 10 пин тенкӗ, 75 пинрен ытларах пулсан — 15 пин тенкӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думи Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Хальхи ҫӗнӗлӗх 40 ҫултан иртнӗ ҫынсене диспансеризаци тухма канмалли кун парассипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ун пек куна кашни ҫулах, ҫулталӑкра пӗр хутчен, памалла. Саккуна улшӑну кӗртес сӗнӳпе Патшалӑх Думине РФ Правительстви тухнӑ. Ҫакна ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Унсӑр пуҫне тата тепӗр ҫӗрте пуҫлӑхсем ҫынсене пульницӑна ярасшӑнах мар.
Диспансеризаци тухма илнӗ куншӑн тӳлемелле. Ҫын чӑннипех те пульницӑра пулнине ӗненмен хуҫасем валли сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче справка илмелле.
Саккуна улшӑну кӗртиччен диспансеризаци тухма виҫӗ ҫулта пӗр хутчен канмалли кун пама пӑхса хӑварнӑччӗ.
Ӗҫ вырӑнӗнче (офисра) лармасӑр ӗҫлекенсемпе ҫыхӑннӑ саккун йышӑнасшӑн. Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа паян, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин Ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗн комитечӗн ларӑвӗнче тишкерме палӑртнӑ.
Ӗҫ вырӑнӗнче лармасӑр тимлекенсемпе ҫыхӑннӑ йӗркене Ӗҫ кодексӗнче пӑхса хӑварас сӗнӗве сенаторсемпе депутатсем тата Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин хатӗрленӗ.
Саккун проектне ырласан ҫынсен килте епле ӗҫлемеллине, пуҫлӑхӑн вӗсем патне хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравласа кансӗрлеме юранине, ҫыннӑн хӑҫан канмаллине, ҫавӑн йышши ытти саманта пӑхса хӑвармалла.
Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Улшӑнусем ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ.
Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӗсем? Аслӑ пӗлӳ илекен студентсене педагогика ӗҫӗпе, тӗп тата хушма вӗренӳ программипе, тӑрӑшма ирӗк парӗҫ. Тӗп программӑсемпе вӗрентме 3-мӗш курс ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ студентсен ирӗк пур.
Хушма пӗтӗмӗшле вӗренӳ программипе ачасене вӗрентме 2-мӗш курс студенчӗсем пултарӗҫ. Ҫапла ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ министерстви саккуна кӗртнӗ улшӑнусене.
Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май.
Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ.
Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать.
Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ.
Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет. Малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Ку саккун ҫӗрле эрех сутакан усламҫӑсене тек иртӗхме памӗ. Лавкка нумайх хваттерлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ 20 тӑваткал метртан пысӑк мар пулсан унта эрех-сӑра сутма юрамасть. Кунашкал «наливайкӑсенче» пачах «ҫуттине» сутма чарас тесен регионсенче кун пек тума май пур.
Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ.
Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ.
Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ.
Чӑваш Енре пирус туртмалли вырӑнсене чакарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пирус туртма юраман вырӑнсен списокне анлӑлатма сӗннӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви хатӗрленӗ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫыран хӗрринче, парковкӑсенсе, муниципалитет тата патшалӑх влаҫӗн ҫурчӗсене кӗмелли алӑксенчен, суту-илӳ, пасар, общество апатланӑвӗн, суту-илӳ вырӑнӗсенчен 15 метртан ҫывӑхра туртма чармалла.
Сӑмах май каласан, пирус туртакансен шучӗ пирӗн тӑрӑхра чакнӑ-ха. Ҫапах та халӑхӑн 20 проценчӗ туртни паллӑ. Пирус туртманнисем асӑннӑ 20 процент ҫывӑхра мӑкӑрлантарнине те чӑтма пултарайманнине ӑнланма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |