Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Израильти Эйлат хулинче йывӑр атлетика енӗпе Европа ӑмартӑвӗ иртнӗ. Унта Ирина Баймулкина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ирина 53 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Ку пухмачра пӗрремӗш медаль пулнӑ.

Ирина икӗ хӑнӑхтару туса 188 килограмм пухнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе 84 килограмм пухнӑ. Тепӗр хӑнӑхтарура – 104 килограмм.

 

Спорт

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Словенири Поклюка хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ старт илет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.

Раҫҫейри биатлонистсен союзӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Светлана Слепцова, Анастасия Загоруйко та кӗнӗ. Вӗсем малтан спринтра тупӑшӗҫ.

Палӑртмалла: Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн пӗтӗмӗшле зачечӗпе килӗшӳллӗн, Татьяна Акимова Раҫҫейри спортсменсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 49 очко пухса 23-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Екатерина Глазырина — 26-мӗш, Ольга Подчуфарова — 34-мӗш, Екатерина Шумилова — 38-мӗш, Анастасия Загоруйко — 46-мӗш, Светлана Слепцова 54-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт

Допинг харкашӑвне пула Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе тӗнче чемпионатне ирттермӗҫ. Ку тивӗҫе Китайри Тайцан хулине шаннӑ.

Тӗнче чемпионачӗ 2018 ҫулта иртӗ. Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ чемпионата Тайцан хулинче йӗркелеме йышӑннӑ. Ку хула — пӗртен-пӗр кандидат.

Малтан чемпионата Шупашкарта ирттерме палӑртнӑ. Анчах ҫурла уйӑхӗнче йышӑнӑва улӑштарнӑ. Йӑлтах — допинг харкашӑвне пула. Сӑмах май, хӑвӑрт утас енӗпе командӑсен чемпионачӗ Шупашкарта кӑҫал иртмеллеччӗ. Анчах ӑмӑртӑва Рима ирттерме шаннӑ.

 

Спорт
Татьяна Акимова
Татьяна Акимова

Ҫак самантра Швецинче биатлон енӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен хутӑш эстафети вӗҫленчӗ. Шел те, Раҫҫей ушкӑнӗ унта тӑваттӑмӗш вырӑн кӑна йышӑнайрӗ. Антон Шипулин выртса та, тӑрса та тӗл пенине кура самай вӑхӑт виҫҫӗмӗш вырӑнта (ӑна вӑл юлашкинчен пенӗ хыҫҫӑн йышӑнчӗ) пычӗ, анчах финиша темиҫе утӑм юлсан Итали спортсменӗ иртсе кайрӗ.

Хутӑш эстафетӑра пирӗн ҫӗршыв биатлонисчӗсенчен маларах асӑннӑ Антон Шипулинсӑр пуҫне Максим Цветков тата Ольга Подчуфаровапа Татьяна Акимова чупрӗҫ. Трансляци каярах юлса пуҫланнине кура хӗрарӑмсене пӑхма май килмерӗ те, анчах каярах тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Акимова эстафетӑна кая юлса ҫитнӗ, ҫавна пула вӑл вӑхӑт ҫухатнӑ. Татьяна Акимова — пирӗн ентеш. Sports.ru сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, ентешӗмӗр йӗлтӗр ҫаклатайманнипе Раҫҫей ушкӑнӗ темиҫе ҫеккунт ҫухатнӑ.

 

Спорт

Ку эрнере, чӳк уйӑхӗн 20-13-мӗшӗсенче, Пензӑра спорт гимнастики енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Ен команди те хутшӑннӑ. Пирӗннисем Мускавсене парӑнтараймасӑр иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Ӑмӑртура 39 команда тупӑшнӑ. Анастасия Унжакова, Дарья Белоусова, Анастасия Яковлева, Елена Герасимова, Каролина Шелленберг Олимп резервӗсен ятарлӑ 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Маттурскерсем ӑмӑртуран кӗмӗл медальпе таврӑннӑ.

Елена Герасимова вара нумай енлӗ кӗрешӳре ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса – пӗрремӗш, ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче – виҫҫӗмӗш пулнӑ. Дарья Белоусова вара ӑмӑртуран кӗмӗл тата пӑхӑр медальсемпе таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38177
 

Спорт
Республикӑри турнирта ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗсене чыслама пынисем
Республикӑри турнирта ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗсене чыслама пынисем

Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта армрестлинг енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Вырӑнти пӗлӳ учрежденийӗнче ӑс пухакансем хӑйсем хушшинче ӑмӑртма пӗрле вӗренекен тус-тантӑшӗсем республикӑри турнирта мала тухнӑ хыҫҫӑн шут тытнӑ.

Эрне каяллахи ҫав тупӑшу маларах асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер шкулӗнче иртнӗ. Чӑрӑшкассинчи Л.В. Пучков ячӗллӗ шкулта пӗлӳ илекенсен ушкӑнӗ Евгения Николаеваран (хӑйӗн ушкӑнӗнче вӗл 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ), Никита Карповран ( 1-мӗш), Эльвира Григорьеваран (1-мӗш), Виктор Ильинран (1-мӗш), Мария Егороваран (1-мӗш), Елена Беловаран (2-мӗш), Артем Афанасьевран (2-мӗш), Дмитрий Сандомировран (3-мӗш) тӑнӑ. Республика турнирӗнче ҫӗнтерсе шкул команди куҫса ҫӳрекен кубока тата вымпела тивӗҫнӗ.

Сергей Гаврилов физкультура учителӗ ертсе пынипе ыран вӗренӳ учрежденийӗ шайӗнчи турнир ирттерӗ.

 

Спорт

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен Швецири Эстерсунд хулинче биатлон енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ҫавӑн пекех Светлана Сплепцова, Виктория Сливко, Ольга Подчуфарова кӗнӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Акимовӑпа Светлана Слепцова хутӑш эстафетӑра старта тухӗҫ. Ӑмӑрту шӑпах ҫак тупӑшуран пуҫланӗ. Спортсменсем старта 17 сехет ҫурӑра тухӗҫ.

 

Спорт

Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.

Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла.

Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ.

 

Спорт

Шупрашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче парабадминтон енӗпе Чӑваш Ен чемпионачӗ иртнӗ. Чемпион титулӗшӗн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Муркаш районӗнчи 22 спортсмен тупӑшнӑ.

Чемпион ятне тивӗҫӗссишӗн Юрий Степановпа Павел Попов хушшинче уйрӑмах ҫивӗч кӗрешӳ пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Европа шайӗнчи бронза чемпионӗсем. Парабадминтонистсен унчченхи ӑмӑртӑвӗ Голландинче юпа уйӑхӗнче иртнӗ. Ҫапах та Юрий Степанов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Муркаш районӗнчи Илья Паргеевпа Алексей Ефимов тупӑшнӑ. Илья вӑйлӑрах пулнӑ.

Мӑшӑрлӑн та тупӑшнӑ. Юрий Степановпа Павел Попов Илья Паргеевпа Алексей Ефимовпа ӑмӑртса Муркаш район арҫыннисене ҫӗнтернӗ. Вӗсене кашнинех парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Спорт

Раҫҫейри биатлонистсен пӗрлӗхӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнакан спортсменсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Ку чыса камсем тивӗҫнӗ-ха?

Йыша Мускаври политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Татьяна Акимова та кӗнӗ. Тӗменри тренировкӑра вӑл спринт чупса финиша иккӗмӗш ҫитнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗ Татьяа Акимова сезонра чи лайӑх ҫын тесе йышӑннӑ. Пӗрлӗхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн чӳкӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Тӗнче кубокӗ Швецире ҫав тапхӑртах иртӗ, анчах пӗр кун маларах вӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, [78], 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, ... 151
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 03

1863
162
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
46
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем