Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи 28 шкулти 80 класа каратина хупнӑ. Вӗсене халӗ инҫет сыхӑну мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Хулари 3-мӗш лицей пӗтӗмпех дистанци мелӗпе вӗренет.

Сӑмах май каласан, ОРВИпе тата гриппа чирлекен нумай. Юлашки икӗ эрнере грипа тата ОРВИне пула пульницӑна лекнисен йышӗ Чӑваш Енре 1,8 хут ӳснӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул ҫинче пӗр кунта икӗ инкек пулса иртнӗ.

Каҫхи 18 сехет тӗлӗнче хулари Винокуров урамӗнчи 35-мӗш сурт патӗнче «Лада Гранта» машина ҫул урлӑ симӗс ҫутӑпа каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм суранланса пӗтнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. 42 ҫулти водитель урах пулнӑ.

Ҫав кунах ҫав урамри 105-мӗш ҫурт патӗнче «Чери Тигго» машина пӗрремӗш класс ачи ҫине пырса кӗнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.

 

Сывлӑх
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр тӑрӑхӗнче тата тепӗр фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Вӑл Миренки ятлӑ ялта пулӗ. Халӗ ӑна тӗплӗн юсаҫҫӗ. Ҫурта ҫывӑх вӑхӑтра газ кӗртӗҫ.

«Пирӗн ялти фельдшер питӗ лайӑхскер. Юсаса ҫӗнетнӗ фельдшерпа акушер пунктӗнче ӑна ӗҫлеме та лайӑхрах пулӗ, пире кӗрсе тухма та», – ФАП уҫасса хавхаланса кӗтеҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Ураскилтри пӗр кушак урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑ Республикӑн ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Кушак чирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн вырӑнта карантин тесе республика Элтеперӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Хушу ӑна пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине пирӗн республикӑна каллех беспилотниксем тапӑннӑ. Ҫавна пула хулари пурӑнмалли ҫуртсем те сиенленнӗ. Шар курнисем те пур.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ мӗнпур служба инкек вырӑнӗнче ӗҫлет.

Ирхине хулари тӗп урамсемпе машинӑсене ҫӳреме чарнине ҫынсем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ.

Хусанкай урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри шкулта ҫынсене пулӑшмалли пункт уҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/10265
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче 15-ри пике хӑлхинчен кӑпшанкӑ туртса кӑларнӑ. Унти йышӑнупа диагностика уйрӑмне пынӑ пике хӑлхара тем канӑҫсӑрлантарнине пӗлтернӗ.

Вӑл шурӑ халатлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑлха ыратать, унта тем кӗрсе ларнӑ пек сасӑ пур.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те хӑлхара чӗрӗ кӑпшанкӑ пуррине асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ятарлӑ оборудовани пулӑшнипе кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри крадиологсем EKOS текен ҫӗнӗ меслетпе пуҫласа операци тунӑ.

Операци сӗтелӗ ҫине выртнӑ хӗрарӑм Шупашкартан. 79 ҫулти Галина чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула сывлама йывӑррипе нушаланнӑ. Ӑна пӗрре сывлӑш ҫавӑрса илме тем тӑнӑ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем ватӑ ҫыннӑн юн ҫывӑрса ларнине ультросасӑпа катетер лартса уҫса янӑ. Ку операцие вӗсем Чӑваш Енре унччен усӑ курман ҫӗнӗ технологие тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.

«Пурӑнма, сывлама май пурри чӑн телей», — чунтан тав тунӑ тухтӑрсене кинемей.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкара Мускавран вӗҫсе килекен «Победа» авиакомпани самолёчӗ ҫур сехет каярах юлса ҫула тухнӑ. Ҫакӑ республикӑн тӗп хулине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем йышлӑ тапӑннипе ҫыхӑннӑ.

Аса илтерер: паян ирхи 2-3 сехет тӗлӗнче беспилотниксем тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ. Икӗ ҫурт сиенленнӗ, икӗ ҫын суранланнӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пирӗн республикӑра тухтӑрсене искусство интеллекчӗ диагноз лартма пулашма тытӑнӗ.

Унӑн тӗп тӗллевӗ — рентген, МРТ, КТ ӳкерчӗкӗсене тишкересси. Искусство интеллекчӗ врач вырӑнне ӗҫлемӗ, анчах ӑна пулӑшӗ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме хӑватлӑ серверсемпе видеокартӑсем туянӗҫ.

Искусство интеллекчӗ тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатасса тата ҫын епле чирпе чирлине тӗрӗс палӑртасса шанаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 250
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 01

1924
102
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
36
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ