Улатӑр районӗнчи пушарта икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушар нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле тухнӑ. Атрать посёлокӗнчи йывӑҫ пӳртре инкек вӑхӑтӗнче 2 тата 2 ҫулти ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Ҫунакан пӳртрен аслисем тухма пултарнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑр районӗн тӗп пульницин хирургӗсем ватӑ хӗрарӑма операци туса пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл хӑйне аванах туять.
Галина Парфеновнӑн ӳт температури хӑпарнӑ, хырӑмӗ ыратнӑ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. УЗИ тунӑ хыҫҫӑн унӑн ват хӑмпинчен чулсем пулни палӑрнӑ. Пациентӑн ӳсӗмне кура тухтӑрсем малтан ӑна сиплеме йышӑннӑ. Анчах ку пулӑшман, чул ват хӑмпинчех юлнӑ.
Теветкеллӗ пулсан та кинемее операци тума тивнӗ. Телее, вӑл ӑна чиперех чӑтса ирттернӗ, майӗпен утса ҫӳреме пуҫланӑ. Тухтӑрсем ӑна кӑшт сӑнанӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кӑҫал Канаш округӗнче икӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ пулӗ: Ҫӗнӗ Мамире тата Кӑшаруйра.
Ҫак икӗ ялта 500 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАПсенче халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама пӗтӗм услови пулӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарӗҫҫ, эмелсене упрамалли ятарлӑ вырӑн пулӗ. Унта вакцинаци тума, диспансеризацин малтанхи тапхӑрӗ витӗр тухма та условисем тӑвӗҫ.
ФАП сусӑрсене кӗрсе ҫӳремешкӗн те меллӗ пулӗ.
Мари Элте пурӑнакан арҫынна Республикӑри кардиологи диспансерне илсе килнӗ. Вӑл хӑйне питӗ япӑх туйнӑ: йывӑррӑн сывланӑ.
Диагностика унӑн чӗрин клапанӗпе япӑх пулнине кӑтартнӑ. Операци тумасан арҫын темиҫе эрне ҫеҫ пурӑнма пултарнине каланӑ.
Кӳршӗ республика ҫыннине часрах операци тунӑ. Опытлӑ кардиохирургсен командине Николай Трофимов ертсе пынӑ. Операци 4 сехет пынӑ.
«Клапана юсаса мана пурнӑҫа каялла тавӑрчӗҫ», - пӗлтернӗ Иван ятлӑ пациент. Вӑл халӗ хӑйне аванах туять.
Мӑнукне пӑвса вӗлернӗ хӗрарӑма сиплеме ярасшӑн. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче Шупашкарта 61-ри хӗрарӑм 9-ти мӑнукне пӑвса вӗлернӗ.
Херарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм психика чирне пула хӑй мӗн тунине ӑнланман тесе палӑртнӑ. Специалистсем ӑна медицина учрежденийӗнче сиплеме сӗннӗ. Ҫитес вӑхӑтра унӑн шӑпине суд татса парӗ», — хыпарлана эпир маларах асӑнна ҫӑлкуҫра.
Кӑҫалхи иккӗмӗш эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 12 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пур. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри те грипран прививка туман.
Гриппа чирленӗ ҫынран 6-шӗ – ачасем: 5-шӗ 14 ҫул тултарманнисем, пӗри 15-17 ҫулти.
Иртнӗ эрнере ОРВИпе чирленӗ 3266 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку, унчченхи ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 24,8 процент пӗчӗкрех.
Сӑмах май, 2024 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ тӗлне республикӑра 518580 ҫын грипран прививка тутарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.
«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи 57-ри арҫын кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче иккӗмӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна кайнӑ чухне унӑн чӗри 4 хутчен чарӑнса ларнӑ. Фельдшерсем кашнинчех ӑна пурнӑҫа тавӑрнӑ.
Медпулӑшу машинин водителӗ Канашри пульницӑна вӗҫтернӗ чухне фельдшерсем пациент пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Вӗсен пысӑк ӑсталӑхне пула арҫын чӗрӗ юлнӑ. Кайран ӑна пульницӑра операци тунӑ. Халӗ вӑл вӑй пухать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |