Паян Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Евгений Зиничев сарӑмсӑр вилӗмпе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. 55 ҫулти тӳре-шара Норильскра арктика зонине инкеклӗ лару-тӑруран ҫӑлас енӗпе ирттернӗ ведомствӑсем хушшинчи вӗрентӳ вӑхӑтӗнче вилнӗ.
Федераци МИХӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта видеофильм ӳкернӗ оператор ту хысакӗнчен шыва персе аннӑ. Ӑна ҫӑлма тӑнӑ Евгений Зиничев та ту хысакне ҫапӑннӑ. Оператора та, Евгений Зиничева та пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварма май килмен. Евгений Зиничев 55 ҫулта пулнӑ.
Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хурланнине пӗлтернӗ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 11 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен 2074 ҫын чирлесе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку чирленисен 6,5 проценчӗпе танлашать.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 32139 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29159-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнӗ, 64 ҫын сывалнӑ.
Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 906 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна 19 дефибриллятор кӳрсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарата сывлӑх сыхлавӗн пирвайхи сыпӑкне юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн туяннӑ.
«Дефибриллятор чӗрепе ӳпке чирӗпе чирлесен реанимаци вӑхӑтӗнче, кардиоплегипе ҫыхӑннӑ операцисенче кирлӗ. Чӗре кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларасран пулӑшать», — ӑнлантарнӑ Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн аслӑ фельдшерӗ Алевтина Окликова.
Реанимаци оборудованине пульницӑн подразделенийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра валеҫсе парӗҫ. 9 дефибриллятора врач амбулаторийӗсене парӗҫ, пӗрне — 1 Ишлейри пульницӑна, пӗрне — Тутаркассинчи участок пульницине. 7 дефибриллятора халӑх йышлӑ вырӑнсенчи ФАПсене илсе кайӗҫ, пӗри район пульницинче юлӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 32064 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 29095-шӗ сывалнӑ. Ку 90,9 процентпа танлашать. Кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ кашни 16-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шел те, вилекенсем ҫаплах нумай. Юлашки талӑкра 9 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус 2063 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Юлашки талӑкра 74 ҫын ҫак вируспа чирленӗ. 67 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче 906 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ӗнер Чӑваш Ене вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. «Спутник V» вакцинӑн 10 пин ытла дозине илсе килнӗ.
Вакцинӑна хулари тата районсенчи пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Ӑна чи аякри ялсене илсе ҫитерӗҫ. Паянхи кун илес тӗк, республикӑна 320 пин ытла вакцина илсе килнӗ.
Сӑмах май, районсенче, хуласенче кӑшӑлвирусран прививка тӑвакан мобильлӗ пунктсен расписанийӗпе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Юлашки талӑкра каллех 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен 2043 ҫын ҫак вируса парӑнтарайман. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 31916 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28963-шӗ сывалнӑ. Ку 90,7 процентпа танлашать.
Юлашки талӑкра 76 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем кӑшт сахалрах пулнӑ: 69 ҫын. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килет амбулатори мелӗпе 910 пациент кӑшӑлвируса пула сипленет. Ӗнерхипе танлаштарсан, 5 ҫын сахалрах.
Республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Кашни кун ҫак чире пула ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 9 ҫын сывалайманнине палӑртнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енри 2031 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Эппин, чирленисен 6,4 проценчӗ сывалайман.
Паянхи кун тӗлне 31840 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28894-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ. 71 ҫын вара сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 915 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: чирлекенсем нумайланнӑран ковид-стационарсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 17 сехет тӗлӗнче пӗр арҫын КамАЗ автомобиль ҫумӗнче тӑнӑ. Ӑна «УАЗ-Патриот» автомобиль ҫапса кайнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсе министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «УАЗ» автомобиле районти шалти ӗҫсен пайӗн полицин участокри уполномоченнӑйӗ тытса пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пакунлӑ ҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
Инкек вырӑнне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ, полицин генерал-майорӗ Виктор Шметков пырса ҫитнӗ.
Инкек хыҫҫӑн служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Участковӑя ӗҫрен кӑларса яма, унӑн пуҫлӑхӗсене дисциплина енчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан Молоствов Анатолий Ефимович психиатр тухтӑр Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗнчен тав сӑмахӗ илнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Анатолий Ефимовичӑн Елчӗкри тӗп район пульницинчи ӗҫ стажӗ ҫур ӗмӗре яхӑн тӑсӑлать. Кунта вӑл 49 ҫул хушши вӑй хурать. Малтан невропатолог вырӑнӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн ӑна тӗп врач должноҫне шанса панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл 20 ҫул хушши психиатр пулса ҫынсене йышӑнать.
Психиатр тухтӑр тав сӑмахне 80 ҫулти юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ. Сывлӑх сыхлав министерстви палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кил-йышӗнче хӑйсен ӗҫ-хӗлне медицинӑпа ҫавӑн пекех арӑмӗ Любовь Сергеевна тата хӗрӗ Татьяна Анатольевна ҫыхӑнтарнӑ.
18 ҫулти каччӑна ток ҫапнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн тӗпчеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑсса пулӑшу кӳни ҫын вилнипе вӗҫленсен ҫав статьяпа ӗҫ пуҫараҫҫӗ.
Пӑтӑрмах 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчи «VILLAGE» хӑна комплексӗнче пулса иртнӗ. Шупашкар каччи бассейна епле ӑшӑтнине пӗлменрен шыва чӑмнӑ. Ҫамрӑка ток ҫапнӑ, вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Бассейнпа епле усӑ курнине, ытти ҫынна та вӑл шар кӑтартнипе кӑтартманнине палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем унта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен каннӑ ҫынсене сасӑ пама ыйтаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗн телефон номерӗ — (8352) 62-04-05.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |