Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чӑваш драматургӗ Николай Терентьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Николай Терентьевич 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценари ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ – пушкӑртла, украинла, эстонла. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул тӑрӑхӗнчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрне Мускаври МХАТра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ
Чӑваш театрӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ Николай Терентьевич! Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ «Арканнӑ юрату», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри-мала, хур кайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Ыйӑх ҫухатнисем» тата ытти спектакльсем паян кун та халӑх асӗнче!
Хӑй те сцена ҫинче Сентиер («Айтар»), Ахмар («Эндип»), Ваня Земнухов («Ҫамрӑк гварди») сӑнарӗсене калӑпланӑ!
Николай Терентьев пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Валентина Трифонован пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Валентина Ивановна — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1979), чӑваш халӑх артистки (1989), Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки (1998).
Пулас артистка 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвайӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ патшалӑхӑн театр, музыка, кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1972 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ.
Валентина Трифонова ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑменче вуласа пӗлме май пур.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, театр ӳнерӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, чӑваш сценин илемӗ пулнӑ Нина Григорьева артистка куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Наталия Володина хыпарларӗ.
Нина Ильинична К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 65 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл кирек мӗнле сӑнара та тӗлӗнмелле ӑста та ӗнентерӳллӗ калӑплама пултарнӑран ӑна халӑх юратнӑ. Театрта ӗҫлеме вӑл пӗлтӗр пӑрахнӑччӗ.
Нина Григорьева пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Чӑваш Енре ирттерекен чӑвашла пьесӑсен конкурсне ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче аса илтернӗ.
Конкурс икӗ номинаципе иртет: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ.
Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 56-50-48.
Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти Никита Михалкова Раҫҫейӗн театр атласне йӗркелеме хавхалантарнӑ.
Мускаври «Россия сегодня» (чӑв. Раҫҫей паян) пӗтӗм тӗнчери мультимеди центрӗнче Хальхи вӑхӑтри музыка карттине сӳтсе явнӑ. Унта РСФСР халӑх артисчӗ Никита Михалков режиссёр хӑйӗн ҫӗнӗ проекчӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл — «Атлас театральной России» (чӑв. Театр Раҫҫейӗн атласӗ) фестиваль. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври регионсенчи театрсем тата пултарулӑх коллективӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская «12» сцени ҫинче хӑйсен чи лайӑх ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ.
«Пӗтӗмпех Раҫҫӗйӗн тӗрленӗ карттинчен пуҫланчӗ, вал мана хавхалантарчӗ», — палӑртса хӑварнӑ Никита Михалков.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче «Мӗн-ши вӑл телей?» пьеса тӑрӑх лартнӑ спектакль кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ пьесӑна Николай Терентьев иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ. Унта вӑл колхозсем аталаннӑ тапхӑра ҫутатса панӑ.
Театр ҫӗнӗ ӗҫе ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Спектакльти сюжета паянхи кунпа ҫыхӑнтарнӑ.
Режиссёрӗ — Наталия Сергеева.
Ку хыпара эпир самай каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те унӑн пӗлтерӗшне кура хыпарласах килет. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш халӑх артисчӗпе Николай Охотниковпа тӗлпулу ирттернӗ.
Николай Охотников – палла чӑваш артисчӗ, вӑл асра юлмалли чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Пётр Осипован «Айтарӗнчи» Итупай, Николай Терентьевӑн «Юратнӑран» спектаклӗнчи Гаврил, Николай Сидоровӑн «Хӗр ҫураҫма кайсан» ӗҫӗнчи Хумкка тата ыттисем.
Тӗлпулӑва артистпа пӗрле унӑн ачисем Валентина тата Сергей та пынӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Семейный театр» (чӑв. Ҫемье театрӗ) республикӑри конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫӳралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурс тӗллевӗ — чӑваш литературин пуянлӑхӗпе паллаштарасси. Унта пӗр ҫемье лартнӑ постановкӑсемпе хутшӑнма пулать.
Конкурса утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ.
К.В. Иванв ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗ Александр Игнатьев – «Островский. Опыт постижения» актер лабораторине хутшӑнӗ.
Раҫҫейри Пӗчӗк театр 180 заявкӑран 17-шне суйласа илнӗ. Чӑваш артисчӗ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
«Островский. Опыт постижения» лаборатори Мускаври Пӗчӗк театрта ҫӗртме уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Лабораторие Раҫҫӗйӗн Культура министерстви пулӑшӗ.
Чӑваш Енре «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Телеграмри» Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире «Сашка» спектакле илемлетнӗ Булат Ибрагимова палӑртнӑ (Чӑваш патшалӑх драма эксперимент театрӗ).
«Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ӗҫченӗ Татьяна Алешина ҫӗнтернӗ.
Вырӑс драма театрӗнче тӑрӑшакан Вадим Валов «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире палӑрнӑ.
«Ачасем валли чи лайӑх спектакль» – «В поисках Большой Медведицы» (К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).
«Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи Николай Миронов. Вӑл «Мцыри» спектакльте тӗп роле вылянӑ.
Екатерина Апполонова (Вырӑс драма театрӗ) «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – «Мцыри» постановка. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.