Шупашкарта тепӗр троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн.
Сӑмах 14-мӗш троллейбус пирки пырать. Аса илтерер: унччен вӑл Университет патӗнчен вокзала ҫити ҫеҫ ҫитетчӗ. Кайран ӑна Ленин Комсомолӗн урамӗпе ячӗҫ.
Тунтикун 14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ бульвара ҫити ярассине сӳтсе явӗҫ. Троллейбуссен шучӗ малтанхи пекех юлӗ – 14 транспорт. Ҫын нумай ҫӳрекен вӑхӑтра интервал 9-10 минутран 8-9 минута ҫитмелле.
Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ.
Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ.
Шупашкарта 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулне улӑштарасшӑн. Ку шыхӑша хулари чылай ҫын ырланӑ, сасӑлава хутшӑннисен 60,99 проценчӗ килӗшнӗ.
22-мӗш троллейбус ҫулне тӑсмалли пирки ыйтӑва Миттов бульварӗнче пурӑнакансем ҫӗкленӗ. Транспорта вӗсем хӑйсем патне ҫитересшӗн пулнӑ. Кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернӗ, унта 1428 ҫын хутшӑннӑ.
22-мӗш троллейбус маршрутне виҫҫӗмӗш квартал вӗҫӗччен улӑштарма палӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл Миттов бульварне ҫитме тытӑнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи суд троллейбус водительне айӑплама йышӑннӑ.
Арҫын пӑтӑрмаха 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫакланнӑ. «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑну патӗнче ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Светофор тӗлӗнче е ятарлӑ вырӑнта мар. Водитель хӗрарӑма ҫапса кайнӑ, лешӗ вилнӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 62-ри ҫулти водитель тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Арҫын хӑй айӑпне йышӑннине, чунтан ӳкӗннине, шар кураканни хӑй те ҫул-йӗр правилине пӑснине шута илсе троллейбус водительне тӗрмене хупса усрамасӑр 1 ҫулталӑклӑха айӑплама йышӑннӑ. Унӑн правине икӗ ҫуллӑха туртса илнӗ.
Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ.
Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
Шупашкарта нимеҫӗсем троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кунашкал ҫӑмӑллӑх вӗсен пандеми пӗтиччен пулӗ.
Шупашкарта нимеҫӗсене 20 ытла центрӗ ӗҫлет. 50-а яхӑн нимеҫӗ пандеми вӑхӑтӗнче ваттисене пулӑшать. Вӗсем 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем патне апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ. Аса илтерер: 60-тан аслӑраххисем халӗ килте лараҫҫӗ, вӗсен урама тухма юрамасть.
Нимеҫӗсен центрӗсенче тӑрӑшакансем пандеми пӗтиччен троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кондукторсем вӗсене бейджик пулӑшнипе пӗлӗҫ. Унта вӗсен ятне-шывне, штаб номерне ҫырнӑ.
Тӗнчере коронавирус сарӑлнӑ май унран хӳтӗленмелли мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарта троллейбуссене дезинфекцилеме пуҫланӑ.
Роспотребнадзор транспортсене хлор извеҫӗн виҫӗ процентлӑ ирӗлчӗкӗпе кунне икӗ хутран кая мар дезинфекцилемелле.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ те ҫакна пурнӑҫлать. Вӑл кунне 198 троллейбуса маршрута кӑларать. Вӗсем 190 пин ытла пассажира илсе ҫӳреҫҫӗ. Транспорта хлор ирӗлчӗкӗнче йӗпетнӗ татӑкпа сӑтӑрса тухаҫҫӗ, сирпӗтеҫҫӗ. Пӗр троллейбуса тасатма 3 литр ирӗлчӗк кирлӗ.
Троллейбуссене пандеми пуҫланиччен те дезинфекциленӗ-мӗн, анчах халӗ ӑна ҫынсем маска тӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ырантан, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, 20 маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулӗ вӑрӑмланӗ. Вӑл Маштехникум таран мар, «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫитӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инсаграмри страницинче пӗлтернӗ.
20-мӗш троллейбус кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫыхӑнтарасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакна акан 1-мӗшӗччен пурнӑҫлама сӗннӗ. Ку ӗҫе ав маларах туса ӗлкӗрнӗ.
20-мӗш троллейбус микрорайонта Прокопьев урамӗ патне ҫитӗ. Троллейбуссен шутне ӳстернӗ, интервал ҫавӑн пекех юлӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара, унтан каялла каякан 100-мӗш троллейбуспа ҫӳреме пӗрлехи карточка пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Карточкӑна «Пӗрлехи транспорт картти» офисӗсенче туянма пулать. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Офиссем Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 52\2-мӗш ҫуртра, Октябрь: 50 урамӗнчи 17-мӗш «А» ҫуртра, Гузовский урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Проездной 900 тенкӗ тӑрать, унпа уйӑхне 60 хутран ытла мар билетшӑн тӳлеме пулать. Аса илтерер: унпа 100-мӗш троллейбуса ҫеҫ ларма пулать. Карточка ҫине Перекет банкӗнче тата Раҫҫей почтинче укҫа хума май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |