
Нумаях пулмасть Сербин тӗп хулинче, Белградра, «Алма» издательствӑра, Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» (Каҫ кӗвви) ятлӑ пуххи кун ҫут курнӑ. Унта чӑваш поэчӗ тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем — «Ҫичӗ кӗлӗ», «Илемпи», «Телейлӗ лӗпӗш», «Салтак арӑмӗ», «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» т.ыт.те — кӗнӗ. Вӗсене пурне те сербсен ку чухнехи питех те пултаруллӑ поэтесси тата куҫуруҫи Даяна Лазаревич куҫарнӑ.
«Каҫ кӗвви» кӗнекен умсӑмахне чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Беларуҫ Республикин Информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫырнӑ.
Асӑннӑ кӗнекен хыҫсӑмахе ҫыраканӗ вара — серб халӑхӗн тӗнчипе паллӑ прозаикӗ тата публицисчӗ Милутин Джуричкович доктор. Вӑл чӑваш поэчӗн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисене пысӑка хурса хакланӑ.
«Каҫ кӗввисем» кӗнекене вулакансем В. Туркай биографийӗпе те паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗнеке тиражӗ – 200 экземпляр.

Мускавра Пӗтӗм тӗнчери офис ӗҫченӗсен хушшинче иртнӗ «Офис мисӗ» илем конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта Раҫҫейри 30 пике тата ытти ҫӗршыври чиперккесем хутшӑннӑ. Шупашкарти «Ӗҫ тата укҫа» компанире клиентсемпе ӗҫлекен Валерия Любимова менеджер финала тухнӑ пикесенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Конкурсҫӑсене жюри хакланӑ, председателӗ Валентин Юдашкин модельер пулнӑ. «Офис мисӗ» ята Новосибирскри Елизавета Знагован ҫӗнсе илнӗ. Ӑна тӗп парне – корона тата 2 миллион тенкӗ панӑ.
Пирӗн ентеш Валерия Любимова «Мисс очарование» номинацире ҫӗнтернӗ.

Педагогика университетӗнче иртнӗ вырсарникун 24-мӗш хут чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Паллах, пӗр лекцисенче халӑх йышлӑ пулчӗ, теприсенче вара 5-10 ҫын кӑна итлекен тупӑнчӗ. Ҫавах та тӗнчере кӑсӑк чӗлхесем питӗ нумай. Инҫе кайма та кирлӗ мар — ирҫе чӗлхинче, калӑпӑр, кушак «псака» пулать, йытӑ вара «киска» (вырӑсла пӗлекенсемшӗн ҫак питӗ кӑсӑк пулса тухать). Вӑт, чӗлхесенчи ҫавнашкал кӑсӑк самансем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр та. Тӳрех калӑпӑр: хамӑр тупман, унтан-кунтан илнӗ фактсене ҫеҫ пӗлтерӗпӗр.
Инҫе-инҫе, Бразили ҫӗрӗнче, пирахан ятлӑ халӑх пурӑнать. Пирахан чӗлхипе калаҫать. Чӗлхеҫӗсемшӗн вӑл питӗ кӑсӑклӑ иккен — ку чӗлхере хисепсем ҫук, тӗссене те вӗсем палӑртмаҫҫӗ. Хисепе чӗлхере пирӗн пек «пӗрре, «иккӗ», «виҫҫӗ» тесе мар, «нумай», «сахал» тесе ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ, тӗсӗсем те вӗсен «ҫутӑ» тата «тӗттӗм» кӑна пулаҫҫӗ. Ни сарри ҫук, ни симӗсси, ни ыттисем. Шӑп ҫак енчен чӗлхеҫӗсемшӗн вӗсем кӑсӑклӑ та.
Ку чӗлхепе 15 миллион ҫын калаҫать пулин те стандартланӑ литература чӗлхи ҫук. Кашни районта хӑйсен вырӑнти калаҫӑвӗ.

Белоруҫри Минск хулинче хурсене ҫырӑнтарман. Хулара пурӑнакан пӗр арҫын, Андрей, хӑйӗн икӗ хурне пӗрлештерес тенӗ. Харвистер аҫапа Кришна амана ҫырӑнтарасшӑн пулнӑ вӑл. Харвистер хваттерте пурӑннӑ. Кришна — дачӑра. Хур аҫи хур ами патне хӑнана час-часах ҫӳрет тенӗ арҫын. Пӗрле чухне вӗсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ тенӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи подписчиксем икӗ хура кайӑк туйӗ туса пама сӗннӗ.
Андрей хурсене паркра ҫырӑнтарма ыйтса ҫырнӑ. Анчах хула влаҫӗсем ҫырӑнтарма килӗшмен. Хӗрпе каччӑн хӑйсен заявлени ҫырмалла тенӗ хула влаҫӗсем. Белоруҫӑн Ҫемье кодексӗ хурсене ҫырӑнтарма ирӗк памасть тесе те ӑнлантарнӑ вӗсем.
Хурсен хуҫи вӗсене хӑй тӗллӗн ҫавах пӗрлештересшӗн. Хулари пӗр паркра. Утӑн 28-мӗшӗнче.

Германири Висбаденра нумай пулмасть Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» (чӑв. Чӑваш историлле фонетики) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл пурӗ 334 страницӑран тӑрать, унта 19 ӳкерчӗк тата 4 таблица кӗнӗ. Кӗнеке акӑлчанла тухнӑ. Лавккасенче ӑна 78 европа (~6000 тенкӗ) сутаҫҫӗ.
Чӑваш фонетикинчи историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе Клара Адягаши тӗрлӗ чӗлхесенче упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ. Венгрире пурӑнакан тӗпчевҫӗ хӑйӗн ӗҫне огур сӑмахӗсене, венгр чӗлхине пӑлхар чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене тата авалхи пермь, вырӑс, ҫармӑс чӗлхисенчи сӑмахсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех арап, ҫӗнӗ перс, протопермь, авалхипе вӑтам вырӑс, китай, вӑтам монгол, авалхи ҫармӑс чӗлхисем чӑваш чӗлхипе мӗнле хутшӑнура пулнине кӑтартнӑ.
Клара Адягаши — Венгрире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Вӑл Андраш Рона-Таш академикӑн вӗренекенӗ шутланать. Кандидат тата доктор диссертацине вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе хӳтӗленӗ. Венгрири Дебрецен университетӗнче профессор пулса ӗҫлет.

Германире «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Виктор Чугаров режиссер хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Эпир Виктор Чугаровпа ҫыхӑнса фильм тӗллевӗпе кӑсӑклантӑмӑр. Акӑ епле хуравларӗ вӑл пире: «Фильм ӳкересси — маншӑн ӗҫ мар. Вӑл — манӑн чун киленӗҫӗ. Ӑна ӳкернӗ май эпӗ чунтан киленетӗп, пултарулӑха аталантаратӑп».
Виктор Чугаров фильмӗнчи сӑнарсем — чӑвашла пӗлекен ҫынсем. Нимӗҫсем-и вӗсем е урӑх наци ҫыннисем-и — пӗрех.
Кайран ҫав фильма пӑхни пӗр ачан чунӗнче те пулин чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑл ҫуратасса тем пекех шанать Виктор Чугаров.
Ҫитес уйӑхра Виктор Парижра пурӑнакан, чӑвашла калаҫакан ҫынсене шырама пуҫласшӑн. Вӗсене те вӑл фильмра сӑнарласшӑн. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ӳкерме ӗмӗтленет.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Берлинта чӑвашсен тӗлпулӑвӗ иртӗ.

Таиландри Паттайа хулинче Шупашкарти арҫыннӑн паспортне тупнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак хулара кун кунлакан Сабир Сафиуллин «Про город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ: тен, паспорт хуҫи тупӑнӗ?
Арҫын каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем курортра Чӑваш Енри ҫыннӑн паспортне тупнӑ. Унта ҫырнӑ ят – Васильев Андрей Робертович. Паспорта тупнӑ ҫынсем Сабир Сафиуллина ҫав ҫынна шыраса тупма ыйтнӑ.
Андрей Васильевӑн прописки – Шупашкарта. Документ халӗ Pattaya Park отель ҫывӑхӗнчи каҫхи пасарта информаци будкинче выртать.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби вара ҫапла палӑртнӑ: ҫынсен тупнӑ паспорта Раҫҫей посольствине памалла пулнӑ.

Япунири Токио хулинче паян кӑҫалхи пӗрремӗш пулӑ аукционӗ иртнӗ. Унта пӗр тем пысӑкӑш тунец пуллине — скумбри йӑхӗнчи пысӑк тинӗс пуллине — 336,6 миллион йенӑпа сутса янӑ. Доллара куҫарсан ку вӑл 3,1 миллион пулать, тенкӗне куҫарсан — 206,5 миллион тенкӗ. Чи пысӑк хак парса туянаканӗ Kiyomura Corporation компани хуҫи Киёси Кимура пулнӑ. Вӑл «Суси Дзаммай» ресторансене тытса тӑраканни шутланать.
Пулӑ 278 килограмм тайнӑ, тытма вара ӑна Аомори префектурӑри Ома порт патӗнче сӗтӗрсе кӑларнӑ. Киёси Кимура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тунец ӑна ҫакӑн пек пысӑк хака ларасса шутламан та. Пулӑ, паллах, ахаль выртмӗ — паянах ӑна кашни ҫын тутанса пӑхма пултарӗ. «Суси Дзаммай» ресторансене ҫитсен кашни пӗр татӑк пулӑ та пулин тутанса пӑхаятех.
Сӑмах май, унччен те чи хаклӑ пулӑ тунец пулнӑ. 2013 ҫулта 200 килоллине 155 миллион иенӑлла сутнӑ (96 миллион тенкӗ). Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр 405 килограмлӑ тунеца пурӗ те 323 пин долларпа ҫеҫ сутма май тивнӗ (21,7 млн тенкӗ).

Нумаях пулмасть Латвири «Latvijas būvinženieris» ятлӑ журналта Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнӗ проекчӗ пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк архитектор Виктория Яковлева хатӗрленӗ.
Виктория Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, гимнази пӗтерсен Ригӑри техника университетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл диплом ӗҫне Шупашкарти аэропортпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра вӗренекен пикене мӗншӗн шӑпах ҫак тема пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Виктория пӗррехинче Шупашкара самолетпа вӗҫсе килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл аэропортри ҫитменлӗхсене асӑрханӑ: харӑсах икӗ рейс йышӑнаймасть, ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, багажа парас йӗрке ҫук, дизайн кивӗ… Ҫакна кура хӗр аэропортӑн федераци статусӗпе килӗшсе тӑракан вариантне шухӑшласа кӑларма тӗллев лартнӑ.
Виктория журналта ҫамрӑк специалистсем валли конкурс иртнине пӗлсен хӑйӗн проектне ярса панӑ. Ӑна вара унта пысӑк хак панӑ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорта реконструкцилеме эскиз проектне хатӗрленӗ, ҫапах ҫынсем хӑйсен шухӑшне сӗнме кая юлман-ха. Виктория хӑйӗн проектне ярса парсан вӗсем ӑна экспертсемпе пӑхса тухма шантарнӑ.

Сингапурта пурӑнакансене ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн 511 миллион доллар валеҫесшӗн. Пӗр хутчен памалли тӳлеве ҫӗршыв хыснинче пӑхса хунӑ. Вӑл мӗнле пуласси ҫынсен тупӑш виҫинчен килӗ.
Калӑпӑр, ҫын 2017 ҫулта 28 пин доллартан ытларах ӗҫлесе илмен. Вӑл 300 доллар тӳлев илӗ. Енчен те тупӑш 100 пин доллартан иртмен-тӗк 200 доллар парӗҫ. Кунран ытларах ӗҫлесе илнисене вара 100 доллар тӳлӗҫ.
Ку тӳлеве ҫул ҫитнӗ пур ҫын та тивӗҫӗ. Пӗтӗмпе — 2,8 миллион ҫын. Сингапурта вара 5,97 миллион ҫын пурӑнать.
Палӑртмалла: ҫӑк ҫӗршывра пӗлтӗр экономика палӑртнинчен 3,6 процент ытларах ӳснӗ. Ҫынсен вӑтам ӗҫ укҫи те 5,3 процент хӑпарнӑ. 2010 ҫултанпа кусем — чи пысӑк кӑтартусем.
