
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Максим Семёнов хӑйне отставкӑна янипе килӗшесшӗн мар. Вӑл вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне хирӗҫлесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, суд ун пек ӗҫсене хӑвӑрт, заявлени пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн 10 кунта, пӑхса тухать. Юристсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ответчика хӳтӗленме ҫӑмӑл пулас ҫук, мӗншӗн тесен муниципалитет органӗ ун пек йышӑнӑва хӑйӗн полномочийӗпе килӗшӳллӗн туман имӗш.

Тӑвай округӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнчи пӑтӑрмах пирки Чӑваш халах сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унти юлашки шӑнкӑрав вӑхӑтӗнче 10-мӗш класра вӗренекен пӗр хӗрача тухса калаҫнӑ чухне ӑна директор тата хӑш-пӗр учитель кӳрентернине пӗлтернӗ. Видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн шкулта прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев пӑтӑрмах хыҫҫӑн республикӑн Вӗренӳ министерствине ҫыру ҫырнӑ. Унтисем ӑна хуравланӑ тӑрӑх, шкул директорӗ Раиса Иллариронова ӗҫрен пӑрахма ыйтса заявлени ҫырнӑ иккен, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен вӑл директор пуканне пушатнӑ.
10-мӗш класс хӗрачипе тата унпа пӗр класра вӗренекенсемпе калаҫу ирттернӗ-мӗн. Шкулта вӗренме ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те тӗрлӗ ӗҫ туса ирттересшӗн-мӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-службин управленийӗн пуҫлӑхне Юлия Стройковӑна пысӑкрах должность шанса панӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ — пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Юлия Стройкова пресс-служба управленине виҫӗ ҫула яхӑн ертсе пынӑ, ҫав шутра Элтеперӗн пресс-секретарӗ пулса та тӑрӑшать.
Юлия Викторовна 1968 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ. «Канале 5 плюс» каналта журналист тата ведущи пулнӑ, унтан «Чебоксары-ТВ» телеканалта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанине уҫнӑ хыҫҫӑн директорӑн заместителӗ пулса тӑнӑ, 2013-2014 ҫулсенче унта ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл республикӑн информаци политикин министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ.

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Антонина Буданцова Шупашкарти 4-мӗш гимназие ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл министр ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен ӗҫленӗ.
Гимназире вара унччен унта физкультура учителӗнче ӗҫленӗ ҫын директор пулнӑ. Вӑл должноҫрен кайнӑ. Ун умӗн вара чылай вӑхӑт, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе, директор тупайман.

Ӗнер, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова Кремльте III степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Иртнӗ эрнере те наградӑна тивӗҫнӗ вӑл. Ун чухне Анатолий Аксакова Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм медалӗпе чысланӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ӑна Крым Патшалӑх Канашӗн медалӗпе наградӑланӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех РФ Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейлӑ медале тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре «Туризм тата хӑнасене кетсе илесси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн глэмпингсем тӑвассине эпир унчечн темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Тӗллевле укҫана тивӗснисенчен пурте унпа йӗркелле тата вӑхатра усӑ курайманнисенчен кӗмӗле каялла илнине те хыпарланӑчче.
Глэмпингсене Йӑлӑмра, Улатӑр, Шупашкар, Куславкка тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче тунӑ. Вӗсем хӑнасене йышӑнма та пуҫланӑ. Инвесторсен укҫипе хута янӑ глэмпингсем те пур.
Республикӑн экономика министре
«Эпӗ республикӑри мӗнпур глэмпинга ҫитсе куртӑм, вӗсен пахалӑхӗ тата сервисӗ аван. Паллах, ӗҫлемелли, лайӑхлатмалли татах пур, анчах юлашки ҫулсенче пурнӑҫ ыйтнипе тан пыни питӗ лайӑх», — тенӗ Дмитрий Краснов вице-премьер.

Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫине Евгений Теллина ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтӗрнӗччӗ. Халӗ ӑна ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумне лартасси пирки хушу тухнӑ.
Аса илтерер: вӑл Промышленноҫ аталанӑвӗн фондне 3 ҫул ертсе пынӑ. Евгений Теллин Елчӗк районӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Тӗнче экономики» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.
Хале ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗн Сергей Лекаревӑн икӗ ҫум: Дмитрий Гринев и Евгений Теллин.

Чӑваш Енри промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫине Евгений Теллина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑннӑ ӗнер Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ.
Вӑл ку должноҫре 3 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ку пукана 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Евгений Теллин унччен, 2004-2020 ҫулсенче, банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Промышленноҫ аталанӑвӗн фондне 2020 ҫулта килнӗ, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ертӳҫӗ ҫумӗ пулса тӑнӑ. «Чеб.ру» информацийӗ тӑрӑх, ӑна ЧР промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне лартма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурӗсен тата экологи министрӗн тӑватӑ ҫум пулӗ.
Республикӑн Правительствинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «ҫӗнӗ должность ведомствӑн экономика тата финанс ӗҫ-хӗлне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатӗ». Хайхи ҫӗнӗ заместитель экономика тата финанс пайӗсемшӗн, тупӑшсене администрацилессишӗн тата ревизи ӗҫӗшӗн яваплӑ пулӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурӗсен тата экологи министрӗ пулса Эмир Бедертдинов тӑрӑшать. Паянхи куна унӑн виҫӗ ҫум: Елена Хомченко (пӗрремӗш заместитель), Елена Дымза тата Николай Охотин.

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Алевтина Буданцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамнов премьер-министр паян алӑ пуснӑ.
Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. 55 ҫулти Светлана Буданцова шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата хушма професси пӗлӗвӗ енӗпе вӑй хунӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти професси колледжне ертсе пынӑ, тата маларах 39-мӗш шкул директорӗ пулнӑ.
Халӗ вӗренӳ министрӗн икӗ ҫум юлнӑ: Марина Лежнина тата Светлана Скочилова.
