
Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче республикӑри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Унта муниципалитет служащийӗсемпе муниципалитет пуҫлӑхӗсен кунӗ иртнӗ.
Республикӑри мероприяти хӑйсем патӗнче иртнишӗн Шупашкар тӑрӑхӗ хӑнасене хӑпартланса та савӑнса кӗтсе илнӗ.
Тӳре-шара тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Утӑ ҫулакансен конкурсӗнче вара Шупашкар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов ҫӗнтернӗ.

Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Ен хыпарӗсем» (выр. «Вести Чувашии») ушкӑн.
«Пирӗн информаци тӑрӑх, вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Владимир Анатольевич Доброхотовӑн вырӑнне йышӑнать» - ҫапла хыпарланӑ ушкӑн.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Ку тилхепене Андрей Макушев тытса пырӗ.
Вӑл министр ҫеҫ мар, Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.
Андрей Евгеньевич – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ иккен. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче 13 ҫул ытла ӗҫленӗ. Унччен вӑл «Приволжское» учхоз директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, кайран Чӑваш аграри университечӗн ректорӗ пулнӑ.

«Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ.
Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ.

«Т Плюсӑн» Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Сергей Ушаков ӗҫрен каять. Вӑл ҫурлан 1-мӗшӗнче коллективпа сывпуллашса отпуска кайнӑ, тек вӑл ӗҫе тухмӗ.
Ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен ҫав организацире тӗп инженер пулнӑ.
Хӑй вӑл – Пермь хулинчен, Пермь крайӗнче тата Ӗренпур облаҫӗнче «Т Плюс» Ушкӑнӑн тӗрлӗ структуринче ӗҫленӗ.

Темиҫе ҫул каялла республикӑра Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме тытӑннӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнченпе унпа Шупашкарта та кӗрешме пуҫлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов.
Ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче хулари территорисене пӑхса тухӗҫ, ӑҫта ҫак наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳснине тупса палӑртӗҫ. Кайран вӗсене механика тата хими мелӗсемпе тӗп тӑвӗҫ.
Кунсӑр пуҫне хулара ҫӗр участокӗпе усӑ куракансене те Сосновский пултӑранне тӗп тӑвас ҫӗре явӑҫтарӗҫ.

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Александр Героева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл «Строительство управленийӗ-29» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ.
48 ҫулти Александр Героев ЧР Строительство министерствине 2020 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗччен ертсе пынӑ. Унччен вӑл Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайона тӑвакан «Иско-Ч» компанин тӗп директорӗ пулнӑ. Министр должноҫӗнчен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ун хыҫҫӑн строительство министрӗ Павел Данилов, Михаил Коледа пулнӑ, халӗ — Владимир Максимов.

Канашри «Хуҫалӑхпа эксплуатаци служби» унитарлӑ пердприяти ертӳҫи шанӑҫран тухнӑ. Ҫавна пула ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Муниципалитетӑн хысна учрежденийӗн директорӗ 2023 тата 2024 ҫулсенче илнӗ тупӑш, пурлӑх пирки пӗлтермен.
Коррупцие хирӗҫ тӑрассипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнманшӑн прокуратура вырӑнти администрацие асӑннӑ пуҫлӑха ӗҫрен кӑларма ыйтса асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.

Чӑваш Ене РФ ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килнӗ. Вӑл пирӗн патра пӗрре мар пулна-ха, анчах министр пек – пӗрремӗш хут.
Оксана Николаевна паян Шупашкарти «Пехет» агромаркета уҫнӑ ҫӗре хутшӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл темиҫе агропромышленноҫ комплексне ҫитсе курӗ, инновацисене пурнӑҫа кӗртес ыйтусене сӳтсе явӗ.
Оксана Лут РФ ял хуҫалӑх министрӗнче 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тӑваттӑмӗш ҫум пулӗ. Ку пукана Татьяна Лукина йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫум ведомствӑн экономика тата финанс ӗҫӗсене тӗрӗслесе тӑрӗ. Татьяна Лукина унччен ҫак министерствӑрах патшалӑх учрежденийӗсемпе ӗҫлекен пая ертсе пынӑ.
Хальхи вӑхӑтра Эмир Бедертдиновӑн 4 ҫум: Елена Хомченко (пӗрремӗш ҫум), Елена Дымза, Николай Охотин и Татьяна Лукина.
