
Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран ун пек ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫав ӗҫе чарса лартнӑ иккен, мӗншӗн тесен явап тыттармалли вӑхӑт иртнӗ-мӗн.
Шпилеваяна пуҫиле майпа унччен пӗрре пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл икӗ тӑлӑха пурӑнма юрӑхсӑр хваттер уйӑрса панӑран пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Шпилевая 3,2 миллион тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ, пуҫиле ӗҫе вӑхӑт иртнӗ тесе чарса лартнӑ.
Хальхинче ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарнӑ, судра пӗрремӗш лару ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне судья суда хутшӑнакансенчен пӗрин тӑванӗ пулнӑран судьяна ылмаштарма йышӑннӑ. Хальхинче, иккӗмӗш ларура, ӗҫе урӑх судья ӗҫе пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ.

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов юр ирӗлтермелли станци строительстви мӗнле пынипе паллашнӑ. Ӗҫсен 79 процентне пурнӑҫланӑ.
Станцие «Промтрактор» савута хирӗҫ, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, хута яраҫҫӗ. Вӑл хулари ҫивӗч ыйтӑва – юр илсе тухассине – татса памалла.
Станцире пысӑк производствӑллӑ икӗ «Вулкан» горелка лартӗҫ. Вӗсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та юра пӗр чарӑнмасӑр ирӗлтерӗҫ.
Палӑртса хӑварар: станцие 7,5 гектар ҫӗр ҫинче хута яраҫҫӗ. Малтанах контракт 565 миллион тенкӗлӗх пулнӑ, кайран кӑштах тӳрлетӳсем кӗртнӗ: халӗ – 592,5 миллион тенкӗлӗх. Планпа пӑхса хунӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станцие каҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

«Чӑвашэнергӑн» ҫӗнӗ директорӗ кам пулни паллӑ. «Россети Волга» тӗп директорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ку должноҫе Константин Полуэктова шанса панӑ. Вӑл унччен ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ ӗнтӗ.
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе «Чӑвашэнергӑна» ЧР строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ертсе пынӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ку должноҫрен кайнӑ.
Константин Полуэтков Ӗренпур патшалӑх аграри унивеситетӗнче «Финанссем тата кредит» специальноҫпе вӗреннӗ. Электроэнергетикӑри стажӗ – 27 ҫул, вӗсенчен 18 ҫулне «Россети Волга» Ӗренпурти филиалӗн директорӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

Чӑвашстата кам ертсе пырасси паллӑ. Ку пукана ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗнче Эльвира Максимова ертӳҫӗрен кайнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха тилхепене Ольга Егорова тытнӑ. Эльвира Максимова ку должноҫре 16,5 ҫул ӗҫленӗ. 65 ҫул тултарсан вара вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вара Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин хушӑвӗпе Ольга Егоровӑна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива Раҫҫей Росстачӗн ертӳҫин ҫумӗ Сергей Окладников паллаштарнӑ.
Ольга Егорова ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 19 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, специалистран пуҫласа пай пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ, Чӑвашстата ӗҫлеме килнӗ.

Ӗнер кӑна Шупашкарта ҫӗнӗ маршурт, 23-мӗш автобус ҫӳреме пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку чӑнлӑхпа пӗр килмен иккен – республика влаҫӗ хыпара васкавлӑрах пӗлтернӗ.
Хальлӗхе 23-мӗш автобус маршрут ҫине тухман. Хӑҫан тухассине те пӗлтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, перевозчика палӑртма аукцион иртӗ. Хӑҫанне хыпарламан.
Аса илтерер: 23-мӗш автобус Шупашкарти «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗ. Унӑн маршручӗ ҫапла: Богдан Хмельницкий урамӗ — Айхи проспекчӗ — Дементьев урамӗ — Богдан Хмельницкий урамӗ — Суворов урамӗ — Коммуналллӑ слобода урамӗ — Граждан урамӗ — Зоя Космодемьянская урамӗ — Никольский проспекчӗ —Мускав проспекчӗ — Воробьев композиторсен урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Дзержинский урамӗ — Ярославль урамӗ — Сергий Радонежский урамӗ —Калинин урамӗ — Текстильщиксен урамӗ — Энергетиксен урамӗ.
Маршрут ҫинче пӗчӗк класлӑ ултӑ автобус пулмалла.

Шупашкар хулинче хӑрушсӑрлӑх системисене ҫирӗплетес ӗҫ малалла пырать: ҫӗнӗ сирена комплексӗсем, бетон хӳтлӗхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку эрнере Николаев тата Афанасьев урамӗсенче сирена комплексне вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ эрнере хулара ултӑ бетон хӳтлӗх лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: вӗсем Хӗрлӗ тӳремре, «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Таможня», «Хула ҫум автовокзалӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата кӳлмекре Анне хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Станислав Трофимов хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара пӗтӗмпе 21 бетон хӳтлӗх лартнӑ. Ҫитес эрне вӗҫӗччен тепӗр икӗ бетон хӳтлӗх вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Республикӑра патшалӑх тата парти ӗҫченӗ Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗҫ.
Илья Павлович Чӑваш Ене 15 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. 1974-1988 ҫулсенче Илья Павлович КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Унӑн ячӗпе Шупашкар ГЭСӗн, трактор савучӗн, «Куҫ микрохирургийӗн» строительствисем ҫыхӑннӑ. Илья Прокопьев 2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче Илья Прокопьевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Ҫавӑнтах курав уҫӑлӗ. Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче Илья Прокопьевӑн палӑкӗ патне чечексем хурӗҫ. Ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ун ячӗпе хисепленекен урамра мероприятисем иртӗҫ.

РФ Перекет банкӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ асӑннӑ кредит учрежденийӗ электрон ҫырупа хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ.
«Перекет банкӗнче — пӗлтерӗшлӗ кадр улшӑнӑвӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗнче Наталья Сахарова ӗҫлеме тытӑнчӗ», — тесе кӗскен хыпарланӑ унта.
Кунсӑр пуҫне тата Наталья Сахарова унччен Перекет банкӗн Мари Элти уйрӑмӗнче управляющи ҫумӗ пулса тӑрашнине пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ управляющи 2011 ҫулта Ивановӑри патшалӑхӑн химипе технологи университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Менеджмент» тата «Йывӑрлӑх вӑхӑтӗнче ертсе пырасси» специальноҫсене алла илнӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл Перекет банкӗн Ивановӑри уйрӑмӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Сакӑр ҫулта хӗрарӑм кредит инспекторӗнчен кредит управленийӗн пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. 2023 ҫулта Мари Элта ӗҫлеме пуҫланӑ.

Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин председательне Светлана Аристовӑна «Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ экономисчӗ» ят панӑ.
Светлана Аристова 1969-мӗш ҫулхи. 1998 ҫулта вӑл Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2009 ҫулта — Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнчен.
Ӗҫ карьерине 1987 ҫулта Улатӑрти хула канашӗнче финанс пайӗнчен пуҫӑннӑ. 1990 ҫултанпа налук органӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗнче тӑрӑшать.
Унӑн чылай награда пур. Ҫав шутра — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ят та, ведомство медалӗ те.

Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри шкулсенче арап чӗлхине вӗренмелли ҫирӗплетнӗ вӗренӳ программи вӑя кӗрӗ. Ҫапла Чӑваш Енри шкул ачисем те тӗнчере сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗрне ӑса хывма пултарӗҫ.
Кун пирки Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре арап чӗлхине вӗрентмелли системӑна темиҫе ҫул ӗнтӗ аталантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шкул ачисем арап чӗлхипе иртекен олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене виҫӗ ҫул йӗркелеҫҫӗ ӗнтӗ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета кӗртни вӗренӳ учрежденийӗсене вӗренӳри ют чӗлхесен переченьне анлӑлатма май парать. Арап чӗлхине вӗренӳ ӗҫне кӗртессине шкулсем хӑйсем йышӑнӗҫ: ачасен кӑсӑкланӑвне, квалицикациллӗ педагог пуррипе ҫуккине шута илӗҫ.
