
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче Чӑваш Ен Енри тӳре-шара ҫул ҫинчи инкеке лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑччӗ. Аварире водитель тата Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ вырӑнтах вилнӗ. «Аудин» 31-ри водительне, унӑн 7-ри ывӑлне тата 55-ри хӗрарӑм-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
нкек хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе тӗрӗслев, право тата кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николаева паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫапла вара ҫул синчи инкеке пула администрацире ӗҫленӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Маларах юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Денисова тата Алексей Артемьев водитель вилнӗ.

Чӑваш Енри тӳре-шара аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16:20 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче, Чӑваш Ен чиккинчен инҫех мар, пулнӑ.
Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑ.
Аварире водитель тата 45-ри пассажирка (малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ) вырӑнта вилнӗ. «Аудири» 31-ри водителе, 7-ри ывӑлне тата 55-ри пассажиркӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Министр должноҫне Лариса Тарасовӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл ку тытӑмра 38 ҫул вӑй хурать, вӗсенчен 27-шне – ертӳҫӗ должноҫӗнче.
Лариса Владимировна Хусанта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ку таранччен Республикӑри клиника пульницинче гастроэнтерологи уйрӑмӗн заведующийӗ, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп терапевчӗ тата гастроэнтерологӗ пулнӑ, ЧПУн факультет тата госпиталь терапин кафедрине ертсе пынӑ.
Аса илтерер: унчченхи министра Владимир Степанова портфельсӗр вице-премьера лартнӑ. Министр пуканӗ 2 уйӑх пушӑ пулнӑ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николаев Фёдорова республика Элтеперӗ Олег Николаев сенатор должноҫне шантарнӑ.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем тӗлпулнӑ. Николай Фёдоров сенатор пулнӑ май туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне регионӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн комплекслӑ программине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика ертӳҫине суйлансан Николай Фёдоровах Чӑваш Енен ӗҫ тӑвакан влаҫӗн сенаторен должноҫӗнче хӑварма шантарнӑ.
Маларах ку должноҫе республикӑн культура министрне Светлана Каликовӑна шанса парӗҫ текен сӑмах тухнӑ.

Чӑваш Енри мӗнпур МИХа пер медиахолдинга пӗрлештерӗҫ. Кун пирки паян республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви влаҫ органӗсен официалла порталӗнче хыпарланӑ.
Республикӑри тата округри МИХсен тӗп редакторӗсене цифра аталанӑвӗн министрӗпе Михаил Степановпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — Пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗпе Юляи Стрйоковӑпа тӗл пулӑва чӗннӗ.
Унта сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри — медиахолдинг туса хурасси. Округри хаҫатсем «Хыпар» издательство ҫурчӗн йышне кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ. 2025 ҫулта ку ӗҫ малалла тӑсӑлӗ.
Тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, «бизнес-процессене тата вёртскӑна централизацилени вырӑнсенче паха контент хатӗрлессипе ҫине тӑма» май парӗ. Штата чакармӗҫ.

ЧР Элтеперӗҫн пресс-секретарӗ Борис Краснов кӑҫал нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ тинех, ҫур ҫултан, Элтепер валли пресс-секретарь тупӑннӑ.
Ку пукана Григорий Буйлов йышӑннӑ. Вӑл Удмурт Республикинче Ижевск хулинче ҫуралнӑ. 1998 ҫултанпа медиара ӗҫленӗ, PR тата информаци сферинче тӗрлӗ должноҫ йышӑннӑ. Унӑн биографийӗ Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ Дмитрий Овсянниковпа тачӑ ҫыхӑннӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саппасри подполковникӑн, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗн Руслан Валиуллинӑн наставникӗ пулӗ. Ку – «Время СВОих» регионти проектпа килӗшӳллӗн.
Ҫавӑн пекех Элтепер ӑна хӑйӗн пулӑшуҫи пулма сӗннӗ. Валиуллин ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ общество организацийӗсемпе тата ҫар ӗҫӗн ветеранӗсемпе ҫыхӑну тытӗ.
Палӑртмалла: Руслан Валиуллин 1986 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи чӳкре ӑна сывлӑхне кура саппаса янӑ. 2022 ҫулта вӑл тулли мар мобилизаципе ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ. 2023 ҫулта йывӑр аманнӑ, вӑл службӑна юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерне Дмитрий Краснова чикӗ леш енне кайма чармӗҫ. Унччен унӑн ҫавӑн пек чару пулнӑ-мӗн. Халӗ вӑл ҫав йышӑнӑва суд урлӑ пӑрахӑҫлаттарнӑ.
Дмитрий Краснова чике леш енне кайма чарни «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ ыйтнипе ҫыхӑннӑ. Ӑна тата тепӗр сакӑр ҫынна «Розничное и корпоративное страхование» компани ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Мускаври ҫав предприятире Дмитрий Краснов 2016-2020 ҫулсенче гендиректор пулса ӗҫленӗ, 2021 ҫулта предприяти панкурта тухнӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мускаври Арбитраж сучӗ бенефициарсене тата топ-менеджер пулнӑ ҫынсене чикӗ леш енне кайма чарнӑ. Дмитрий Краснов кунпа килӗшмесӗр суда панӑ, суд ӑна майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен паянхи кун тӗлне илсен Красновран тӑкаксене шыраса илесси ҫинчен калакан хут ҫук.

Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ.
Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Чӑваш Ене ыран, ута уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи элчи килӗ.
Вӑл «Навигационная безопасность – 2025» (чӑв. Навигаци хӑрушсӑрлӑхӗ - 2025) наци форумне уҫма хутшӑнӗ. Унта навигаци тытӑмӗпе инфраструктура хӳтӗлевӗн нацин хӑрушсӑрлӑхне тата ҫӗршывӑн технологи суверенитетне сӳтсе явӗҫ.
Игорь Комаров республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене те ҫитсе курӗ, унта канашлусемпе тӗлпулусем ирттерӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ача-пӑчапа ҫамрӑксен театр коллективӗсен «Театр Атӑлҫийӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫӗ.
