Шупашкарти риэлтор ҫынсене 3 ҫул улталаса пурӑннӑ. Клиентсене шӑнман пӑр ҫине лартса вӑл 50 миллион тенкӗллӗ пулнӑ.
Арҫын вӗсен шанӑҫне кӗрес тесе тӗрлӗ схемӑпа усӑ курнӑ: бизнеса инвестици хывма сӗннӗ, пурӑнмалли кӗтес тупса пама шантарнӑ. Ҫынсем ӑна ӗненнӗ, 50 пин тенкӗрен пуҫласа 8 миллион тенкӗ таран панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Хӑйсене улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.
42 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ – вӑл часах суд сакки ҫине ларӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 60 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫавӑн чухне ун патне домофонсене пӑхса тӑракан организаци ҫынни текен этем шӑнкӑравланӑ. Ҫӗнӗ уҫӑ илме смс-ҫырури кода ыйтнӑ. Арҫын кода каланӑ.
Унтан хайхипе Росфинансмониторингпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем ҫыхӑннӑ. Унпа форма тӑхӑннӑ улитавҫӑсем те видеооҫыхӑнупа калаҫнӑ, вӗсем арҫын укҫа ҫухатасран пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Ятарлӑ службӑсемпе калаҫма урӑх телефон та туянма сӗннӗ.
Арҫын темиҫе кунта 60 миллион тенкӗ ытла такамсене куҫарса пана, лешсем укҫа Тӗп банкри ятарлӑ счет ҫинче упранать тесе суя справка та ярса панӑ.
Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫыннӑн ҫул ҫитмен хӗрне алимент тӳлес килмен. Унӑн парӑмӗ 1,2 миллион тенкӗрен каҫса кайнӑ.
Вырӑнти район сучӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Унччен ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Халӗ арҫыннӑн 5 уйах ӗҫлесе юсанма тивӗ, унӑн тупӑшӗн 5 процентне патшалӑх тытса юлса пырӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм лайк лартнипе укҫа ӗҫлесе илес тенӗ.
Кулинари маркечӗсенчен пӗринче тӑрӑшакан кассира пӗр кунхине мессенджерсенчен пӗринче кӑсӑклӑ ӗҫ сӗннӗ. Маркетплейссенче таварсемшӗн лайк лартмалла, уншӑн укҫа тӳлӗҫ тесе ӗнентернӗ. Хавхаланса кайнӑ хӗрарӑм ятарлӑ ушкӑна кӗнӗ, унта кӑтартнӑ таварсемшӗн лайк лартма пуҫланӑ. Кӗҫех ӑна 300 тенкӗ тӳленӗ те.
Кӑштахран менеджер ӑна тавар туянса укҫаллӑ пулма сӗннӗ. Ултавҫӑ каланӑ сайтра регистрациленсе кассир малтанхи икӗ кунта 17 пин тенкӗ ытлалӑх тавар туяннӑ. Виҫҫӗмӗш кунхине ӑна 80 пин тенкӗлӗх тавар туянма хушнӑ. Кассир ӑна та туянасшӑн пулнӑ та, банк операцие чарса лартнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарам ултавҫӑсемпе ҫыхланнине ӑнланса илнӗ.
Етӗрне округӗнче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтакӑн картти ҫинчи 6 млн ытла тенке илсе катер, ҫуртне юсама стройматериалсем туяннӑ, кредичӗсене татнӑ. Халӗ унӑн куншӑн явап тытма тивӗ.
Амӑшӗ ывӑлӗн картти ҫинче укҫа ҫуккине еткерлӗхе йышӑннӑ чухне асӑрханӑ. Вӑл прокуратурӑна каса пулӑшу ыйтнӑ. Кайран ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: салтак отпуска килсен карттӑна аякри тӑванне упрама панӑ иккен. Ку вара салтак вилнине пӗлсен амӑшне картта пирки нимӗн те шарламан, унти укҫана пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн илсе пынӑ.
Елчӗкри Ирина Еремеева патшалӑх пулӑшӑвӗпе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ.
Хӗрарам социалла контраткпа килӗшӳллӗн паракан укҫана илнӗ, унпа вӑл маникюр пӳлӗмӗ уҫнӑ.
Малтанласа Ирина хӑйӗн чӗрнине сӑрланӑ, унтан ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхтаракан видеосем пӑхнӑ, ятарлӑ курсра вӗреннӗ. Унтан ал ҫак ӗҫе хӑнӑхса ҫитсен хӑйӗн ӗҫне пуҫарас тӗллев тытнӑ.
Патшалӑх контракчӗн укҫипе хӗрарӑм сӗтел-пукан, лампа, инстурментсемпе кирлӗ ытти япала туяннӑ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен преподаватель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Университетри преподаватель 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче стуеднтарн 20 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Студентӑн академи парӑмӗ пулнӑ. Укҫа илсен вӑл парӑма каҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн студента зачетпа экзаменсем тытма ирӗк панӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хӑш предприятисем субсиди тивӗҫнине палӑртнӑ. Ку укҫапа вӗсем студент-практикантсене вӗрентме пултараҫҫӗ. Ку йыша «Мега ЮРМА», «Комминтерн» ЯХПК, «Ленинская искра» ОПХ» колхоз тивӗҫнӗ. Предприятисем килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ, студентсене практика вӑхӑтӗнче ӗҫшӗн тата пурӑннӑшӑн тӳлеме укҫа илнӗ.
Палӑртмалла: ку п роект «АПК кадрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксене ялта культура сферинче ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Республикӑн Культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксем ҫав тӗллевпе ятарласа тӗлпулу ирттернӗ.
«Земствӑри культура ӗҫченӗ» федераци программине кӑҫал пирӗн республикӑра 8 ҫын хутшӑнаять. Вӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрер миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене республикӑн Культура министерствинче утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ.
Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |