
Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе ӗҫлесе илес тесе ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те пулман, кредит илнӗскер.
Вӑл пӗлтерӗвӗ халӑх тетелӗнче курнӑ та «аналитик» патне ҫырса янӑ. Лешӗ тупӑш тума май пурри пирки нумай ӑнлантарнӑ, телефон ҫине сарӑм лартма, экран демонстрацине ҫутма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм вӑл кӑтартнипе тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Сарӑмра инвестици счечӗ ҫинчи тупӑш ӳснӗ пек курӑннӑ. Ҫакна кура хӗрарӑм чӑннипех те ӗненнӗ. Тата ытларах ӗҫлесе илес тесе темиҫе кредит илнӗ, пӗтӗм укҫана куҫарнӑ. Ҫапла 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл.
Кун пирки ӑнсӑртран аппӑшӗ пӗлнӗ. Вӑл тӳрех полицие пӗлтернӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче смарт-куҫлӑх туянас тенӗ. Анчах кирлӗ тавар вырӑнне сутуҫӑ ӑна сӗлӗ хӑрпӑкӗ ярса панӑ.
Кун хыҫҫӑн каччӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл смарт-куҫлӑх илес тесе сутуҫа 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тавара постамата илсе ҫитерессе кӗтнӗ. Унта вара ӑслӑ куҫлӑх вырӑнне селӗ хӑрпӑкӗ пулнӑ.
ШӖМ тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне питӗ асӑрханма ыйтать. Шел те, ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем нумайлансах пыраҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын ют ҫыннӑн банк картти ҫинчен укҫа вӑрлама тӑнӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче арҫын «Мускав – Шупашкар» пуйӑспа пынӑ, ҫавӑнта манса хӑварнӑ енчӗке тупнӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта икӗ банк картти тата паспорт.
Киле ҫитсен арҫын хӑйӗн телефонӗ ҫине банк сарӑмне лартнӑ та ют ҫын счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн патне куҫарма хӑтланнӑ. Анчах унта укҫи пулман.
Кун хыҫҫӑн та чарӑнман-ха вӑл. Лавккана кайса таваршӑн тӳлеме тӑнӑ – каллех ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ ку. Кун хыҫҫӑн икӗ карттӑна та ҫӳп-ҫап витрине вӑркӑнтарнӑ.
Полицейскисем килсен вӑл йӑлтах каласа кӑтарнӑ, карттӑсене ӑҫта пӑрахнине пӗлтернӗ. Айӑпне йышӑннине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ хӑйӗн аллипех тыттарса янӑ.
Ку укҫа унӑн ҫурт хӑпартма пухнӑскер пулнӑ. Пӗррехинче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа шлагбаум илме сӗннӗ. Килте шӑпах стройка пынипе арҫын килӗшнӗ, пӗр иккӗленмесӗрех смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.
Анчах кун хыҫҫӑн ӑна палламан ҫынсем шӑнкӑравласа ултавҫӑсен аллине лекнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ, ыйтӑва татса пама хӑйсем панӑ номерпе шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл «Роскомнадзор», «банк», «ФСБ» ӗҫченӗсемпе калаҫнӑ. Ӑна Украина ҫынни валли ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленӗ, ун урлӑ террористсен организацийӗсене укҫа куҫараҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын пухнӑ пӗтӗм укҫине «деклараци тума» курьер урлӑ парса янӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша ятарлӑ компани турттарма тытӑннӑранпа ку пулӑшушӑн килсерен укҫа тӳлемелле. Анчах пурте тӳлемеҫҫӗ иккен. «Ситиматик Чувашия» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑмлисен йышӗ 82 пин ҫынна ҫитсе кайнӑ. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан регионти оператор парӑма шыраса илессипе калӑпӑшлӑ акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ун вӑхӑтӗнче парӑм 500 тенкӗрен пысӑкрах пулсан та ӑна шыраса илесшӗн.
Компанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем маларах парӑм пысӑк пулмасан ӑна тӳлемесен те тесе шухӑшлама пултарнӑ. Ятарлӑ асӑрхаттару хучӗ ярса панӑ хыҫҫӑн ҫынсене малтан кӑмӑлпа тӳлеме вӑхӑт парӗҫ, кайран ирӗксӗр шыраса илӗҫ. Ку ӗҫе суд тата суд приставӗсем урлӑ тӑвӗҫ. Суд е суд приставӗсем урлӑ шыраса илнӗ чух патшалӑх пошлинине тата ытти тӑкака та тӳлеме тивӗ.

Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫемьене пушар пирки систерекен хатӗрсем тӳлевсӗр лартса парӗҫ. Вӑл хатӗрсене нумай ачаллӑ ҫемьесенче, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче, социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесенче вырнаҫтарӗҫ.
Пушар пирки систерекен хатӗре (вӑл тӗтӗм тухсан сасӑ кӑларса асӑрхаттарать) вырнаҫтарма республика хыснинчен 1,4 миллион тенке укҫа уйӑрнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ыйтнипе укҫана Улатӑр, Красноармейски тата Тӑвай районӗсене валеҫсе панӑ. Унччен вӑл тӗллевпе кӗмӗле ытти муниципалитета та уйӑрса панӑ.
Патшалӑх хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа ятарлӑ ҫав хатӗрсене туянӗҫ тата вырнаҫтарса парӗҫ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын чикӗ леш енчен «Тойота» маркӑллӑ минивэн туянма ӗмӗтленнӗ. Халӑх тетелӗнче хӑйне кирлӗ машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ те тупнӑ.
Сутуҫӑ ӑна машинӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата докуменчӗсене кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар арҫыннин иккӗленӳ юлман – вӑл килӗшӳ тума тата машинӑна Чӑваш Ене илсе ҫитерме тесе лешӗ каланӑ счет ҫине 2 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑнах сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Паллах, Чӑваш Ене нимӗнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ӑнлансан арҫын полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

Вӑрмар округӗнчи 22 ҫулти каччӑ хӗрпе пулас тесе 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хайхи каччӑ Шупашкар хулинче темиҫе сехетлӗхе хваттер тара илнӗ те «каҫхи лӗпӗше» чӗнме шухӑшланӑ. Вӑл сайта кӗрсе хӗр суйланӑ, ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ телефон ҫыхӑнӑвӗшӗн тӳлеме 2900 тенкӗ ыйтнӑ. Унтан килнӗшӗн страховка тума 29500 тенкӗ куҫарма хушнӑ. Хайхи «хӗр» юлашки тӳлев ун патне ҫитмен тесе ӗнентернӗ, каччӑна икӗ хут ытларах куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Кайран каллех тӗрӗс мар куҫарнӑ-мӗн, 59 пин тенкӗ ыйтнӑ. «Хӗр» каччӑна хӑрата-хӑрата татах та татах укҫа куҫарттарнӑ.
Ҫапла каччӑ 300 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ, анчах нимӗнле «хӗре» те кӗтсе илеймен. Улталаннине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.

Шашлӑк ҫиме юратакан ҫамрӑксен 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Ку вӑл шашлӑкран пистерес тесе тунӑ япала мар-ха. Ку вӑл вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнманшӑн явап тыттарассине пӗлтерет.
Изъяр кӳлли патӗнче ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ шашлӑк пӗҫерсе ҫинӗ. Пӑтӑрмах иртнӗ канмалли кунсенче пулса иртнӗ. Йӗркене пӑсакан ҫамрӑксене «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Шашлӑк мангал ҫинче пӗҫерекеннисем тӑватӑ ҫамрӑк пулнӑ.
Республикӑра халӗ пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тӑрать, ҫавна май ҫамрӑксен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑхӑнмаран вӗсен пысӑк штраф тӳлеме тивӗ. Унӑн виҫи 40 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.

Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 29 ҫулти хӗр ултавҫӑсен капкӑнне хӑй ҫакланни ҫитмен, ашшӗ-амӑшне те ҫав авӑра илсе кӗрсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каласа кӑтартна тӑрӑх, мессенджерсенчен пӗринче ӑна инвестици лапамӗнче укҫа туса илме пулать тесе сӗннӗ. Телефонпа улталакансем каланӑ счет ҫине хӗр 879 пин тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутран 21 пинӗ ҫеҫ хӑйӗн укҫи пулнӑ. Ыттине вӑл кредит илнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн 50-56 ҫулсенчи ашшӗ-амӑшне те ҫавӑн пек тума ӳкӗте кӗртнӗ. «Малашлӑхлӑ проекта» хайхисем 1 миллион та 700 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 300 пинӗ ҫеҫ хӑйсем пухса пынӑ укҫа, ыттине кредит илнӗ.
Пӗтӗмпе ҫемье 2 миллион та 610 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
