
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панӑ.
«Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, Сергей Неяскина Владимир Путин хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Усал чӗлхесем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, министр ҫемье пукансӑр юлни унӑн ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнипе (унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юраман) ҫыхӑннӑ. Министр ывӑлӗ, сӑмах май, — Чӑваш Енӗн юстици министрӗн ҫумӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Сергей Неяскин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Хисеп грамотипе чысланӑччӗ.

Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Медведев ҫӗршыври мӗнпур ҫынна диспансеризаци кӑларасси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем патне 21 ҫултан аслӑраххисен тата ҫул виҫҫе пайланакансен каймалла.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра тепӗр йышӑну турӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсен кашни виҫӗ ҫулта пӗрре диспансеризаци тухмашкӑн пӗр кану кунӗ илме ирӗк пур. Ҫав куншӑн вӗсене шалу тӳлемелле. Пенси умӗнхи ҫулӗнчисене ҫак тӗллевпе ҫулсерен икшер кун кантармалла.
Пӗтӗм Раҫҫейри диспансеризацие 2019 тата 2020 ҫулсенче ирттермелле.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Татьяна Голикова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 40 ҫултан аслӑраххисене диспансеризаци тӗрӗслевӗ витӗр ҫулсерен кӑларӗҫ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.

Чӑваш Енри 17 ҫамрӑк патшалӑхӑн премине тивӗҫнӗ. Вӗсене 2018 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшулӑхӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Премие экономикӑн тӗрлӗ отраслӗпе сферинче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ.
Йышра — ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе; литературӑра, культурӑпа тата ӳнерте; журналистикӑра; сывлӑх сыхлавӗнче; ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессинче; физкультурӑпа спортра; нимеҫӗре; патриот пӗлӗвӗ парассипе тата ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе тимлекенсем.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Лауреатсен йышӗнче, сӑмахран, — «Чӑвашкино» киностудин режиссер-сценарисчӗ Алексей Енейкин. Ӑна «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильм сценарине хатӗрленӗшӗн премипе чыслас тенӗ.
Конкурса пурӗ 41 ҫын хутшӑннӑ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Евграфова юстицин патшалӑх канашҫин 3-мӗш класне парасси пирки хушу кӑларнӑ. Ку звани – прокуратура органӗсенче тӑваттӑмӗш шутланать, генерал-майорпа танлашать. Ҫак звание илнӗ ҫынсен пакунӗ ҫине ылтӑн тӗслӗ пӗр ҫӑлтӑр ҫӗлесе хураҫҫӗ.
Палӑртмалла: Александр Евграфов ку должноҫра 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен вӑл Тутарстанри (вӑл хӑй унта ҫуралнӑ) прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ. Чӑваш Ене киличчен Ҫырчаллӑ хулинчи прокуратурӑна ертсе пынӑ.

Чӑваш Енре аслӑ шкул вӗрентекенне министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 460-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кунта сӑмах Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Ҫак должноҫе Елена Быковӑна шаннӑ. Министерствӑри пукана йышӑниччен Елена Михайловна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Наталия Яхатинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Наталия Тимофеева министр Игорь Михайлов, Роза Лебедева тата Дмитрий Неяскин ҫумсемпе юлнӑччӗ.

Республика Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Андрей Данилова шаннӑ.
Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи саккунсен ярӑмне вырнаҫтарнӑ.
Андрей Юрьевичӑн биографийӗпе паллашас тесе министерствӑн тытӑмне тишкертӗмӗр. Анчах унта министр ҫумӗн должность регламентне ҫеҫ пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне сӑнӳкерчӗке лартнӑччӗ.
ЧР Стройминӗнче халӗ виҫӗ ҫум: Владимир Максимов (вӑл — пӗрремӗш ҫум), Александр Шевлягин (вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ) тата Андрей Данилов.

Чӑваш Енри профсоюзсем малашне професси кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута, (ӑна «О Дне профсоюзов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинчи профсоюзсен кунӗ) тенӗ) Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗне вырнаҫтарнӑ. Хушу йышӑннине саккунсен ярӑмӗнче ҫеҫ мар, хыпарсен колонкинче те курӑнмалла вырӑнта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ датӑна палӑртни профсоюзсем ҫынсен ӗҫри правине хӳтӗлессине ӳстерессе, социаллӑ ыйтусемпе килӗштерсе ӗҫлессине лайӑхлатасса, Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑха витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Элтеперӗн хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, профсоюзсен професси кунне ҫулсерен авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ.

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе канашлу ирттернӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Васильевич наставниклӑх институтне аталантарасси пирки, хушӑва алӑ пусни ҫинчен пӗлтернӗ.
Влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла: наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав ирттерме ҫеҫ тунӑ. Малашне вара ку енпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекенсем наградӑсем те илейӗҫ.

ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине малашне Александр Николаев ертсе пырӗ. Чӑваш Ен Правительствин председателӗн ҫумне ку пукана парассине ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: унччен ведомствӑна Владимир Иванов ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫре 2 ҫул пулнӑ, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Александр Николаев Чӑваш Ен правительствинче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вара вӑл ШӖМре вӑй хунӑ, полковник ятне илнӗ. Транспорт министрӗ пуличчен Александр Николаев полицин оперативлӗ ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ.
