
Пирӗн республикӑра малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеттерме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ.
Влаҫ органӗсенче ҫамрӑксем сахаллине кура вӗсем валли Карьера кунӗсем ирттересшӗнччӗ. Кӑҫалхине ака уйӑхӗнче йӗркелессине хыпарланӑччӗ.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара Карьера кунӗсене ирттермӗҫ. Кун пирки Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. ЧР Элтеперӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Карьера кунӗсене каярах йӗркелӗҫ.

Кӑшӑлвирус Раҫҫее те ҫитнине кура Чӑваш Енре кашни кун усӑ курма кирлӗ мар япаласем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ. Анчах Шупашкарта «Инком», «Юрат», «Мегастрой» малаллах ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑмӑлсӑрланса комментарисем хӑварнӑ – «Мегастройра» халӑх хӗвӗшет-мӗн.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ Хушӑвӗпе кунашкал гипермаркетсене ӗҫлеме чарнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 500 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ лавккасене (апат-ҫимӗҫ сутакансене пырса тивмест) хупмалла. Олег Алексеевич гипермаркет ертӳлӗхне кун пирки пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн лавкка вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх сутакан лавккасене ӗҫлеме ирӗк панӑ.

Ӗнертенпе пирӗн республикӑра общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ чару йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Хулапа хула хушшинче ҫӳрекен транспорта ятарлӑ хушу кӑлариччен ӗҫлеме чарнӑ. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутпа хутлакан транспорт 5 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен ӗҫлӗ.
«Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутӑн расписанийӗ улшӑнӗ. 5 сехетрен 9 сехетчен транспорт кашни 10 минутра пӗрре ҫӳрӗ, 9 сехетрен 17 сехетчен – 20 минутсерен, 17 сехетрен 21 сехетчен – 15 минутсерен.
Чӑваш Ен территорийӗнче, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те, пассажирсемпе багажа саккаспа турттаракансен ӗҫне те чарнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Кӳкеҫ пирки уйрӑммӑн асӑнман. Апла пулсан, унти транспорт муниципалитетсем хушшинчи маршрут расписанийӗпе ҫӳрет пулӗ.

Ҫитес эрнене пирӗн ҫӗршывра канмалли эрне тесе пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна май ҫӗнӗ мера йышӑнчӗ. Ӗнерхи хушура вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен театрсемпе кинотеатрсен, спортзалсемпе стадионсене ҫеҫ мар, кафе-столовӑйсене те хупмалли пирки каланӑ.
Коронавирус чирӗнчен сыхланас енӗпе йӗркеленӗ Шупашкарти оперативлӑ штаб ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара общество апатланӑвӗн 240 предприятийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен 51 кафе ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хупӑннӑ. 18 предприяти апата киле ҫитерсе паиӗ. Ҫав шутра — «Парус», «Евразия», «Вилкобар», «Хочу пельмени».
Эрех сутакан13 организаци (халӑхра вӗсене «разливайка» теҫҫӗ) ҫӳлтен сӗннине итлемен. Ҫав йышра — «Хамӑр ял» общество тытса тӑракан 7 кафе, «Русский характер» обществӑн — 2 кафе; «Два вкуса» обществӑн — 4 кафе.

Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗ «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ревель Федоров 1929 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи Мӑн Чак ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсем хушшинче Википедире ҫаксене кӑтартнӑ: «40-мӗш ҫулӗсен фотографийӗ» триптих, «Аҫтӑрхан ҫӗрӗ» сери, «Чукотка ҫыннисем», «Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк», «Франци тӑрӑхӗ», «Инди тӑрӑхӗ».
Художник «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степень орден медальне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑ.
Опытлӑ та хӑйсен ӗҫӗнчи профессионалсемпе пӗрлех ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑксем кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен граждан службине ӗҫе вырнаҫакансен йышӗ 2015 ҫултанпа 30 процентран 23 процент таран чакнӑ. Патшалӑх органӗсенче ҫамрӑксене практика тухма майсем йӗркеллӗ туса паманнине, практикӑна ячӗшӗн ирттернине асӑрханӑ.
Малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал вӑл ака уйӑхӗнче иртӗ.

Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ӗҫрен каяс сӑмах унчченех тухнӑччӗ-ха. Аса илтерер: республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма рапорт ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ нарӑсӑн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокуратурине РФ прокуратуринчен тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ.
Паян вара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат прокурор ӗҫрен кайнине, ӑна Владимир Путин ӗсрен хӑтарнине хыпарланӑ. Ҫапах та ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫӗршыв Президенчӗн указне тупаймарӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, республика прокуратуринче прокурор ятне ҫырса хунине илнӗ. Прокуратура сайтӗнче, сӑмах май, прокурор тивӗҫне Александр Евграфов пурнӑҫлать тесе кӑтартнӑ. Анчах кун пирки хыпар ҫукчӗ, прокуратура тытӑмӗнче ҫавӑн пекчӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьев вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫынна пуҫлӑхран кӑларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче влаҫ органӗсен порталӗнче Олег Алексеевич Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадиловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Марина Кадилова ведомствӑна 2016 ҫулхи кӗркуннеренпе ертсе пынӑ.
Олег Алексеевич Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑнсан пур министра та тенӗ пекех улӑштарнӑ. Темиҫе министерствӑна Николай Федоров президент пулнӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑннӑ.

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Александр Доманина тыттарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паянах Олег Николаев тепӗр хушу та кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Игорь Воропаева тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, Игорь Воропаев урӑх ӗҫе куҫнӑ.
Александр Доманин — 57 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл лавкка пуҫлӑхӗнче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче финанс тата экономика енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ, «Чувашкредитпромбанкӑн» президенчӗ пулнӑ.
