
Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн транспорт министрне Владимир Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫрен ямашкӑн вӑл хӑй ыйтса ҫырнӑ-мӗн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Владимир Иванова министртан кӑларма темиҫе сӑлтав та пухӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн ӑна ӗҫрен кӑларассипе ҫыхӑннӑ хушӑвне официаллӑ порталта вырнаҫтарнӑ. Унта асӑннӑ тӑрӑх, Владимир Иванова министр пуканӗсӗр хӑварни вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Владимир Иванов ку должноҫе икӗ ҫул каялла, тӗрӗсрех каласан, 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Унччен малтан вӑл Чӑваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗнче вӑй хунӑ.

Нумаях пулмасть ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Алексей Вязов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушӑ пукан хуҫи тупӑннӑ. Ку должноҫа Дмитрий Неяскин йышӑннӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Дмитрий Неяскин Алексей Вязов пекех ЗАГС пайӗсемпе ӗҫлӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Юстици министерствине кадр резервне кӗртмелли кандидатурӑсене пӑхса тухакан конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ун чухне Дмитрий Сергеевич Неяскина кадр резеврне кӗртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Неяскин хушамат сайра хутра тӗл пулать. Унашкал хушаматлӑ тепӗр тӳре-шара пур: ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Сергей Неяскин. 2016 ҫулта панӑ интервьюра вӑл унӑн виҫӗ ывӑл пуррине пӗлтернӗ, вӗсенчен пӗри – Дмитрий Сергеевич Неяскин.

Ҫӗршывӑн Федераци Пухӑвӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров Раҫҫейӗн халӑхӗсен чӗлхине упрас тата тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен фончӗн попечительство канашне Николай Федоров ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫапла, шӑпах ҫавӑ — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Николай Федоров попечительство канашне ертсе пырасси ҫинчен калакан хушӑва РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ фонда йӗркелеме РФ Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каланӑ.
Фондӑн учредителӗсем — РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви. Йыша тӗрлӗ министерствӑра, аслӑ шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем кӗнӗ.

Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антнова тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки эпир республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хушусем тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Ӗҫлӗ хута регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хушусем тӑрӑх хакласан, тӗрӗслеве ЧР вице-премьерӗ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе те пуҫарнӑ. Ун тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Ӑна, экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрне, вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумне Инна Антоновӑна та ӗҫрен вӑхӑтлӑха сирме йышӑннӑ. Михаил Игнатьев Элтеперӗн ӗнерхи хушӑвӗнче ҫавна тӗрӗслев пынипе сӑлтавланӑ.

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тӗпчев пынӑ вӑхӑтра должноҫрен хӑтармалла тунӑ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Ҫапла йышӑнӑва Чӑваш Ен ертӳҫи «О противодействии коррупции» (чӑв. Коррупцие хирӗс тӑрасси ҫинчен) саккуна пӑханса тунине ӑнлантарнӑ.
Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче экономика министрне Владимир Аврелькина Федерацин Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Вице-премьера ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ.
2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ.
Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант.
2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

Паян, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрне палӑртни пирки хушу алӑ пуснӑ. Элтепер адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫа Михаил Богаратов йышӑннӑ.
Аса илтерер: Михаил Богаратов чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Паянтан вӑл – спорт министрӗ.
Михаил Игнатьев ҫӗнӗ ертӳҫе тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, ун умне тӗллевсем лартнӑ. «Чӑваш Республики – спортпа туслӑ регион. Малашлӑхра спортпа туслӑ ҫынсем тата ытларах пуласса шанатӑр», - тенӗ Михаил Васильевич Михаил Богаратова.

Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко.
Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ.
Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн.
Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫак пукана Юрий Акиньшин йышӑннӑччӗ. Тилхепене ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тыттарнӑччӗ.
Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тулли праваллӑ элчӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама полпредӑн ҫумӗ Александр Граблюк пурнӑҫлӗ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫум пулма Иван Моторин премьер-министр ҫирӗплетнӗччӗ.
