
Паянтан пирӗн республикӑра тепӗр министерство туса хунӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Паянах ҫӗнӗ ведомствӑн министрне ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ терӗмӗр те, министерстви, чӑн та, ҫӗнӗ. Анчах ун пек тытӑм унччен те пулнӑ. Сӑмахӑмӑр Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пирки пырать. Малашне вӑл комитет пулмӗ, министерство шутланӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер паянах министра ҫирӗплетнӗ. Ку пукана халиччен Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Вениамин Петрова шаннӑ.
«Министр, Правительство пайташӗ пулнӑ май эсир Чӑваш Ен территторийӗнчи хӑрушсӑрлӑхшӑн хӑвӑртан мӗн килнине пурнӑҫласса шанатпӑр», – тенӗ Михаил Васильевич Вениамин Петрова.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн лайӑх хыпар пӗлтерме васкатпӑр. РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн укҫан хавхалантарасси пирки калакан саккуна алӑ пуснӑ. Тӳлев 10 пин тенкӗпе танлашать.
Ку Раҫҫейре, Латвире, Эстонире пурӑнакан ветерансене пырса тивет. Сӑмах май, пӗлтӗр те Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ. Кӑҫал вара ку тӳлеве ҫулсеренех пама йышӑннӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 377 ҫын тата 154 сусӑр пурӑнать.

Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушу официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине каланӑ. Ӑна, сӑмах май, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паянах пичетленӗ.
Хушура кӗскен калани тӑрӑх хакласан, ҫулсерен пама палӑртнӑ тӳлев Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене социаллӑ пулӑшу кӳрессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ. Хушӑва Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса ҫитнине те халалланӑ.
Ҫапла вара Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене кашнине 120-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа-тенке уйӑрассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗ яваплӑ тесе палӑртнӑ.

Чӑваш Енри ҫемьесене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» парӗҫ. Кун пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Сывлӑх тӗрӗслеттермелли хута ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене тыттарӗҫ. Унпа вӗсем ҫулталӑк хушшинче усӑ курма пултарӗҫ. Ҫак сертификат ача ҫуратаслӑха ӳстерме, ҫемьесене тӗреклетме май парасса шанаҫҫӗ.
«Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ» репродуктивлӑ тытӑм епле ӗҫленине тӗрӗс палӑртма пулӑшмалла. Унпа усӑ курса мӑшӑрсем пепкелӗх центрӗсенчи пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче сывлӑха тӗрӗслеттерейӗҫ. Чир-чӗр пуррине палӑртсан ӑна вӑхӑтра сиплеме май килӗ.
Сӑмах май, паян пирӗн республикӑри мӑшӑрсенчен 17-18 проценчӗ хӗсӗрлӗхпе нушаланать. Ҫав шутран 60 процентӗнче хӗрарӑмсене пула ҫемьесем ачасӑр. Юлашки ҫулсенче арҫынсем те ача ҫураттарайми пулса пынине палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ.
Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ.
Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова.

ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ.

2002 ҫулччен Шупашкарта Хула прокуратури пулнӑ, кайран ӑна пӗтернӗ. Кӑҫал ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫлесе кайӗ. Хушӑва Раҫҫей тӗп прокурорӗ Юрий Чайка пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский Наци телекуравне каласа панӑ.
Хулари район прокуратурисем пӗтессине пӗлтермест ку. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫлӗҫ. Хула прокуратурине хулари патшалӑх учрежденийӗсене тӗрӗслесе тӑма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ.
Прокуратура Правосуди ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнче пулӗ. Унта халӗ статистика пайӗ вырнаҫнӑ. Ку ҫуртрах Мускав тата Ленин районӗсен прокуратурисем ӗҫлеҫҫӗ.

Спортра – ырӑ хыпар. Чӑваш Енри икӗ автоспортсмен «Спорт мастерӗн кандидачӗ» разряда илнӗ. Хушӑва ЧР спорт министрӗ Михаил Богаратов алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку ята Андрей Леонидович Васильев тата Даниил Вадимович Слепов тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енри ҫак икӗ спортсмен питӗ маттур. Вӗсем республикӑри ӑмӑртусене те, ытти тӑрӑхра иртекен тупӑшусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра пӑр ҫинчи чупу енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче 1400 класра Андрей Васильев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Даниил Слепов вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ.

2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уяв медальне ҫирӗплетнӗ, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Медальсене туса кӑларма, Элтепер каланӑ тӑрӑх, хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Михаил Игнатьев Иван Моторин премьера тата Юрий Васильев премьер-министра нухрата хыснара пӑхса хума хушу панӑ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть депутатсем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ медале йышӑннӑ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьсене удостоверени пама тытӑнасси пирки хушу алӑ пусни пирки хыпарланӑччӗ. Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче пирвайхи 10 ҫемье ҫак удостоверение илнӗ.
Документа Элтепер хӑй панӑ. Ӑна виҫӗ тата ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ӗнер удостоверение илнисен йышӗнче чӑваш этрада юрӑҫин, «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх ертӳҫин Андрей Кузнецовӑн ҫемйи те пулнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе тӑватӑ ачана кун ҫути панӑ.
Каласа хӑвармалла: ҫак удостоверенипе ҫемьесем Шупашкарти культура тата спорт учрежденийӗсене (пӗтӗмпе 16) тӳлевсӗр е кӑштах укҫа тӳлесе кӗме пултараҫҫӗ.
