Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑнасем

Политика

ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, республикӑна Дмитрий Медведев премьер-министр килмелле. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи президиум канашӗн ларӑвне ирттерӗ, экономикӑна тата Раҫҫейри инноваци аталанӑвне ҫӗнетес ыйтусем тавра калаҫӗҫ.

Ҫавӑн пекех патшалӑх политики ыйтӑвӗсем пирки те калаҫӗҫ. Ларӑва Правительство председателӗн ҫумӗ Аркадий Дворкович, РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов, Михаил Абызов министр, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ӗҫ тӑвакан органсен элчисем хутшӑнӗҫ.

Дмитрий Медведев «Хӗвел» савутра та пулӗ. ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта сӑнавпа техника продукцин партине кӑлараҫҫӗ. Производствӑра Oerlikon Solar Швейцари компанийӗн технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Унта 300 ҫын вӑй хурать.

 

Ҫул-йӗр

Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ Владимир Якунин «Мускав-Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул хӑҫан тума палӑртнине каланӑ. Кун пирки ӗнер вӑл Шупашкара килнипе усӑ курса журналистсем кӑсӑкланнӑ.

Якунин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн правительстви проектпа шырав ӗҫӗ валли укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗ валли магистралӗн аталанӑвӗн проектне хатӗрлесе ҫитермелле. Унтан строительство ӗҫӗсене пуҫӑнмалла. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама 4 ҫул кирлӗ. «2018 ҫулччен Улатимӗр тата Улатимӗртен Чулхула таран пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ лаптӑк тума шантаратпӑр», — тенӗ Владимир Якунин.

Шупашкара Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ чукун ҫул техникине кӑларакансен регионти IX конференцине ирттерме килсе ҫитнӗ. Мероприяти ӗнер пуҫланнӑ, паян вӗҫленнӗ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май Якунин чукун ҫулӑн Шупашкарти станцийӗнче ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ, «Элара», «Экра» акционерсен обществисен ӗҫӗпе паллашнӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫулсерен иртекен «Студентсен десанчӗ» акци пуҫланнӑ. Унта республикӑри пилӗк аслӑ шкулти (И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ял хуҫалӑх академийӗ, Мускаври автоҫул институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗ) студентсен хутшӑнаҫҫӗ.

Студентсене кӗтсе илнӗ пӗрремӗш подразделени Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин экспертпа криминалистика уйрӑмӗ пулса тӑнӑ. Уйрӗм епле ӗҫленипе центрӑн ертӳҫи, полици полковникӗ Александр Шешнев каласа кӑтартнӑ. Вӑл экспертсем мӗн туни пирки те пытарман, туса ирттерекен тӗпчевсем пирки те ӑнлантарса панӑ. Кайран ачасене пӳлӗмсенче лабораторисене кӗртсе кӑтартнӑ. Алӑ пӳрнин йӗрри тӑрӑх ҫынна палӑртакан тытӑм пирки уҫӑмлатнӑ. Ҫыннӑн пуҫ шӑмми тӑрӑх ҫынна палӑртни, вилли тӑрӑх вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине, миҫерине уйӑрнинчен уйрӑмах тӗлӗннӗ-мӗн.

 

Экономика Нимӗҫ журналисчӗ Штефан Шолль
Нимӗҫ журналисчӗ Штефан Шолль

Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать.

Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.

Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ.

Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ.

Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх Александр Разумовский
Александр Разумовский

Ҫӗршывра ачасене сиплес ӗҫе аталантарассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Май килнӗ таран пульницӑсене ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ тухтӑрсенчен пӗри кӗҫех килмелле. Мускаври сывлӑх сыхлавӗн департаменчӗн ача-пӑча тӗп хирургӗ, ача-пӑча хирургӗсен Раҫҫей Ассоциацийӗн президенчӗ, профессор Александр Юрьевич Разумовский Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитмелле.

Ку пулӑм Чӑваш Республикинчи ача-пӑча хирурги службине тунӑранпа 45 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Тӗлпулура ача-пӑча хирургинчи юлашки вӑхӑтри ҫитӗнӳсем пирки лекци вулӗҫ, специалистсем валли ӑсталӑх класӗ ирттерӗҫ.

Ҫаван пекех профессор пульницӑри стационарта йывӑр чир-чӗртен сипленекен ачасем пирки канашлӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енӗн правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Турци Республикин элчисемпе тӗл пулнине «енсем килӗштерсе ҫӗлессинчи ҫӗнӗ тапхӑр» тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби. Элчесен йышне Эскишехир илӗн (провинцийӗн) кӗпӗрнаттӑрӗ Гюнгер Азим Туна ертсе пынӑ.

Чӑваш Ене Турци элчисем Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен эгидипе килсе ҫитнӗ. Ӗҫлӗ хӑнасемпе курнӑҫма премьер-министрсӑр пуҫне культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Тӗлпулура енсем суту-илӳпе экономика, культурӑпа вӗренӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Вадим Ефимов министр турккӑсене «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑнма чӗннӗ. Асӑннӑ ҫӗршыври художниксен куравне йӗркелеме хирӗҫ маррине те палӑртнӑ.

Суту-илӳпе экономика енчен пӗр чӗлхе тупассине илсен хӑнасем Чӑваш Енпе лайӑхрах паллашас шухӑшлине пӗлтернӗ иккен. Республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусенче паян пур кӑлтӑксене ҫывӑх ҫулсенче пӗтерме тӑрӑшассине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра 7-мӗш колоние тӑванӗсене курма пынисем
7-мӗш колоние тӑванӗсене курма пынисем

Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире (унта хӗрарӑмсем лараҫҫӗ) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун пек кунсене тӗрмесенче йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Ытти чухнехиллех вӑл айӑпланнисемпе вӗсен тӑванӗсене курнӑҫма май туса панӑ. Тӗлпулӑва пынисем тӗрмери условисем пирки ыйтса пӗлнӗ кӑна мар, вӗсене производство участокӗсене, столовӑя, айӑпланнӑ хӗрарӑмсем пурӑнакан общежитие илсе кайса кӑтартнӑ.

Тӗрмене лекнӗ ҫын унтан епле тухасси ҫавсен тӑванӗсенчен те нумай килет тесе шухӑшлаҫҫӗ айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем.

Сӑмах май каласан, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара ун пекрех курнӑҫӑва Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗнче ирттернӗччӗ. Унта та айӑпланнисен тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Вӗсем асӑннӑ Управленире ӗҫлекенсенчен хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Тав тӑвакансем те тупӑннӑччӗ. Пӗри, сӑмахран, хӑй ларнӑ вӑхӑтра тӗрмере услови урӑхла пулнине пӗлтерчӗ. Халӗ унта унӑн тӑванӗсен хӗрӗ тата ывӑлӗ лекнӗ-мӗн те, вӑл вӗсене курма кайса ҫӳренӗ май халӗ услови самай лайӑххине асӑнса хӑварчӗ. Сӑмах май каласан, вӑл: «Эпӗ айӑпшӑнах лартӑм-ха, манӑн тӑванӑн хӗрӗ айӑпсӑр ларать», — тесе хучӗ.

Малалла...

 

Культура Артистсем Шупашкара ҫитнӗ
Артистсем Шупашкара ҫитнӗ

Паян, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Мускаври «Останкино телекурав мэтрӗсем» пултарулӑх союзӗн пайташӗсем Шупашкарта «Чи лайӑххи — йӑлтах ачасене!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттереҫҫӗ. Республикӑна «Спокойной ночи, малыши» телекӑларӑм сӑнарӗсем килнӗ: паллӑ телеертӳҫӗ Татьяна Веденеева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ТЭФИ премине тивӗҫнӗ Андрей Удалов, Вячеслав Шаинский мусӑкҫӑ тата ытти артист килнӗ.

Акци икӗ пайран пулнӑ. Артистсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ. Унта вӗсем пӗчӗк пациентсене пукане сӑнарӗсемпе театрализациленӗ постановка кӑтартнӑ. Хрюша, Степашка, Филя, Каркуша ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ.

Унтан артистсем Пукане театрӗнче «Хрюшоу — пысӑк концерт!» концерт кӑтартнӑ. Унта социаллӑ пулӑшу кирлӗ 6-12 ҫулсенчи 870 ачана чӗннӗ. Вӗсем республикӑри мӗнпур хулапа районсенчен килнӗ.

 

Персона Анатолий Гущин актер
Анатолий Гущин актер

Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче ӳнер пирки калаҫу пынӑ. Кампа? Раҫҫей театрӗн тата киновӗн актерӗ Анатолий Гущин журналистсемпе тӗлпулнӑ.

Анатолий Гущин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Щепкин театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ ентеш Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Анатолий Гущин театрта тата кинора чылай роле калӑпланӑ. Вӑл «Гагарин», «Вий», «Первый в космосе», «Грозовые ворота» картинӑсенче ӳкерӗннӗ.

Анатолий Гущин Юрий Спиридонов режиссерӑн «Обочина» чӑваш фильмӗнче те ӳкерӗннӗ. Вӑл картинӑна ырланӑ. Актер ҫав фильмӑн ӳкерӳ вӑрттӑнлӑхӗсемпе журналистсене паллаштарнӑ.

— Эпир унпа паллашрӑмӑр, тепӗр кун ресторанра тӗлпулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Эпӗ сценари ыйтрӑм. Анчах вӗсем ӑна пӗр каҫра ҫырма шантарчӗҫ. Вӗсем 5 страница ҫырчӗҫ, сцена шухӑшласа кӑларчӗҫ. Ҫапла сӗтел хушшине ларса 5 страницӑллӑ сценӑна ӳкертӗмӗр, — аса илнӗ Анатолий Гущин.

Хула администрацийӗ актера тӑван тӑрӑхне татӑшрах килме ыйтнӑ. Леонид Черкесов ҫитес тӗлпулӑва ачасемпе йӗркелеме палӑртнине пӗлтернӗ.

 

Афиша

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳк уйӑхӗнче 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пысӑк уяв концерчӗ пулӗ. Анчах хамӑр патри артистсем мар, ҫӗршыври паллӑ ушкӑн кӑтартӗ. Ҫук-ха, тен, хамӑр патрисем те юрласа ташлӗҫ-и, анчах программӑн тӗп хӑни «Здравствуй, песня» ушкӑн иккенне пӗлтереҫҫӗ.

«Здравствуй, песня» ушкӑн вокалпа инструмент ансамблӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчи хитсемпе килсе ҫитмелле. Пултаруллӑ, пысӑк ӑстасем шупашкарсемпе Шупашкар хӑнисене чӑн-чӑн уяв кӳрӗҫ.

Уяв чӳкӗн 4-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=123284
 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 20

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
87
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
41
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та