Кӑҫалхи ҫертме уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ачисем аслисемсӗрех шывра чӑмпӑлтатнӑ. Кӑкшӑм шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Павел Федотов шыв хӗрринче пулӑ тытса ларнӑ. Сасартӑк арҫын ачасем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пуҫланӑ, Владимиров Максим инкеке лекнӗ-мӗн. Павел путма пуҫланӑ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ, малтанхи пулӑшу парса ачана ҫӑлнӑ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче администраци залӗнче «Чӑваш Республикин пушартан хӳтӗлекен служба» учрежденийӗн ертӳҫи Валерий Филимонович Игнатьев Павел Федотова Чӑваш Республикин халӑх хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Шкул ачине район ертӳҫи Владимир Иванов, администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Кӑкшӑм шкул директорӗ Андрей Иванов саламларӗҫ, малашне те маттур пулма чӗнсе ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, унӑн амӑшне хастар ывӑл ӳстернӗшӗн тав турӗҫ.
Сӑнсем (7)
Ку мероприяти раштавӑн 18–19-мӗшӗсенчех иртнӗ-ха. Ӑна репрессиленӗ чӑваш поэтне Митта Ваҫлейне халалланӑ. Хӑйне евӗр шухӑшланӑ ҫав ҫынна кӗске ӗмӗрӗнче виҫӗ хутчен сӑлтавсӑрах айӑпланӑ. 18 ҫулта чухне ӑна комсомолтан тата Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен кӑларса янӑ. Кайран лагерьсенче 17 ҫул ирттернӗ. Сталин вилсен кӑна ирӗке кӑларнӑ ӑна. Анчах сывлӑхӗ самай хавшанӑран 49 ҫулта вилнӗ.
Поэта асӑнса 1983 ҫултанпа ун ячӗпе преми параҫҫӗ. Ун пек награда Раҫҫей шайӗнче те чи аслисенчен пӗри шутланать. Митта Ваҫлейӗн премине Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пурӑнакансене кӑна мар, чӑваш культурине сарнишӗн Великобританире, Францире, Италире, Венгрире, Швецире, Турцинче, Казахстанра, Украинӑра параҫҫӗ.
Кӑҫалтанпа ку премипе чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн та чыслама тытӑннӑ. Кун пек чыса «Шанчӑклӑх» (Надежность) ваккатсен Шупашкарти коллегийӗн
Николай Столбов ваккачӗ тивӗҫнӗ. Ӑна Илле Иванова хӳтӗлессишӗн ҫине тӑнине кура ҫак премие панӑ. Н. Столбов тӑрӑшулӑхне чӑваш халӑхӗн сӑмах тата пичет ирӗклӗхӗшӗн ҫине тӑнӑшӑн хисеп тунӑ.
Асӑну кунӗ ирттернӗ май Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ.
Ку паттӑр арҫын ача пирки унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Ун ҫинчен пӗлтерме татах салтавӗ тупӑнчӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра чысланӑ.
Мускавра ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене чыс тунӑ. Вӗсен йышӗнче 4-ри Кирилл Яковлев та пулнӑ. Чыслав раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ.
Кирилл 4 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулин те паттӑр ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫемйине пушартан ҫӑлнӑ.
Аса илтерер: ҫав кун Кирилӑн ҫемйи Канашран Шаккӑл яшне канма кайнӑ. Арҫын ача пуринчен те маларах вӑраннӑ та урама тухнӑ. Вӑл сарай тӑрринче явӑнакан ҫулӑма асӑрханӑ. Аптӑраса ӳкмен вӑл — тӳрех пурне те вӑратнӑ. Ҫакна пула никам та пушарта вилмен.
Кирила Мускавра «Герой ачасем» номинацире дипломпа чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫченне Тутарстанри чӑвашсем Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫак хисепе Елена Федотова тивӗҫнӗ. Тутар Республикинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн чыславӗ Елена Владимировнӑна кӳршӗллӗ ҫав регионти Нурлат районӗнче чӑваш фольклорне упраса хӑварассипе ҫине тӑнишӗн лекнӗ.
Елена Федотова — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Нурлат районӗнче пурӑнакан чӑвашсен фольклорне пухассипе тата ӑна упраса хӑварассипе вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутчӗ хӑйӗн ӗҫченне Тутар Республикинче пурӑнакансен чӑвашсен автономийӗн чыславне тивӗҫнӗ ятпа саламланине, малашне те ӑнӑҫу суннине пӗлтерет.
Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ.
Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать.
Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать.
Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ.
Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ.
Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ.
Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ.
Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
«Шан мана, тӗнче» литӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Ӑна эпир «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттертӗмӗр, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалларӑмӑр. Конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗпе кунта паллашма пулать.
Гуманитари институчӗ Шупашкар хулинче Мускав проспектӗнчи 29 ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Унта 3, 4, 7, 12, 21 троллейбуссемпе, 15, 18, 22, 23, 101с, 101э автобуссемпе, 35, 37, 41, 42, 44, 48, 50, 51, 52, 53, 54, 59, 60, 63 маршруткӑсемпе тата Ҫӗнӗ Шупашкарпа ҫыхӑнтаракан 331, 332, 334 маршруткӑсемпе ҫитме пулать. «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрне Сергей Семенова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Челепи облаҫӗнчен Чӑваша министр пулса куҫса килнӗ йӗрке хуралҫи «саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградине парасси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑларнӑ Хушура шӑпах ҫав самантсене палӑртнӑ та.
Сергей Семенов пирӗн тӑрӑхра министр пулса тӑватӑ ҫул ҫурӑна яхӑн тӑрӑшать. Кунта киличчен вӑл Челепи тӑрӑхӗнче шалти ӗҫсен хулари управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, сӑмах май, Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ Владимир Метелин (2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче) тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов (2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче) тивӗҫнӗччӗ.
Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Волковсем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсен хӑнасене кӗтмелли сӑлтавӗ те пулнӑ. Любовь Филипповнӑпа Александр Егорович пӗрле 61 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Волковсене ялта хисеплеҫҫӗ. Любовь Филипповна шкулта ӗҫленӗ. Александр Егорович вара пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл ыттисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн награда нумай.
Александр Егоровичӑн амӑшӗ Анна Кирилловна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Эппин, Любовь Филипповна каярахпа Украинӑна поэтӑн вилтӑпри ҫине кайнинчен тӗлӗнмелли ҫук.
Волковсем виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук, вӗсен 4 ачи пур. Волковсен ҫемйи туслӑ, хисепе тивӗҫ вӗсем. Ҫавна кура мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшн» орден панӑ.
Сӑнсем (40)
Иван Поликарпов аслӑ лейтенант награди 72 ҫултан ҫеҫ тӑванӗсен аллине лекнӗ. Ҫак кунсенче унӑн ывӑлне Ҫар комиссариачӗ ҫак наградӑна панӑ.
Иван Поликарпович 1943 ҫулта паттӑрла вилнӗ. Вӑл Александр Невский орденне тивӗҫнӗ. Ӑна унӑн ывӑлӗ ҫак кунсенче илме пултарнӑ. Анчах ӑна удостоверение ҫеҫ панӑ, мӗншӗн тесен ордена ҫынна хӑйне ҫеҫ тыттараҫҫӗ. Анчах Владимир Поликрповшӑн ку пӗлтерӗшлӗ мар.
Иван Поликрапов опытлӑ командир пулнӑ. Вӑл совет-финн вӑрҫине те хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Анчах 1943 ҫулта ӑна тӑшмансем вӗлернӗ. Паттӑра ун хыҫҫӑн II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне пама йышӑннӑ. Ӑна унӑн арӑмӗ илнӗ. Александр Невский орденӗ пирки вара ҫемьере никам та пӗлмен.
II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне парсан ҫемьере ашшӗ Беларуҫра вилнине пӗлнӗ. Хӑҫан? Никам та пӗлмен. Фронтовикӑн мӑнукӗ кун пирки тӗнче тетелӗнче шыраса тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.