Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫачӗ Анатолий Емельянов ячӗллӗ преми лауреатне пӗлтернӗ. Редколлеги ҫӗнтерӳҫӗ тесе хальхинче Роза Волковӑна палӑртнӑ. Вӑл редакципе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн калавӗсене, сӑввисене тата юррисене район хаҫатӗнче тӑтӑшах пичетлеҫҫӗ. Роза Волкова — паллӑ ҫӗр ытла юрӑ авторӗ. Унӑн сӑввисене ытларах Юрий Кудаков юрра хывнӑ. Вӗсене Людмила Семенова, Василий Раймов, Надежда Заводскова тата ытти юрӑҫ шӑрантарать. Кӑҫал Роза Волкова 80 ҫул тултарать.
2005 ҫулта ҫирӗплетнӗ премие редакци Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ентеше, Чӑваш халӑх ҫыравҫине Анатолий Емельянова хисеплесе йышӑннӑ. Ҫыравҫӑ Вӑрнар райкомӗнче те, 1972—1973 ҫулсенче Чӑваш АССР культура министрӗнче те тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ милици лейтенантне Ксения Редькована юбилейпа саламланӑ. 100 ҫулхи кинемей — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ те. Ҫуралнӑ кунпа салам хутне ӑна РФ Президенчӗ те ярса панӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Путин саламне ватӑ патне ҫитернӗ май Ксения Редькова ӑрӑвӗ ҫӗнтерӳҫӗсен легендарлӑ тапхӑрӗ тесе палӑртнӑ.
Унтан Элтепер Ксения Редькована ӗҫшӗн тав тунӑ, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ырӑпа палӑртнине асӑнса хӑварнӑ.
Ксения Редькова вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фельдшер пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те чысланӑ.
Юбиляра Элтеперсӗр пуҫне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, Валерий Филимонов спикер тата ыттисем саламланӑ.
Ӗҫре палӑрнисене чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче чысланисен хушшинче 40 ытла специалист пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра республикӑри паллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооперативра, тӑрӑшакан ҫын та пулнӑ. Унти тӗп ветеринар Зоя Миронова юратнӑ ӗҫе кӳлӗнни виҫӗ теҫетке ҫултан та иртнӗ.
Зоя Николаевнӑна тӑван районӗнче «ял хуҫалӑхӗнчи тивӗҫлӗ специалистсенчен пӗри» тесе хаклаҫҫӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят та панӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе вӑл 1986 ҫулта Вӑрнарти совхоз-техникумран ветеринари фельдшерне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Кайран вӑл Хусанти Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалӑхӑн ветеринари медицинин академийӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян Сурхури уявӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ тата ирттерекенӗ — чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ. Пирӗн сайт вара информаци тӗлӗшӗпе пулӑшрӗ.
Уява Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ уҫрӗ. «Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар! Чӑваш халӑхӗн нимӗнле халӑх умӗнче та парӑмӗ ҫук», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Пурте пӗрле «Алран кайми аки-сухи» юрра тарса юрланӑ хыҫҫӑн Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Владимир Болгарский, Виталий Станьял, Николай Адёр тата ыттисем сӑмах илчӗҫ.
Тимӗр Тяпкин ҫавӑн пекех Сурхурине уявне ҫитеймен ҫынсен саламӗсене ҫитерчӗ: Юрий Зоринран, Атнер Хусанкайран, Олег Мустаевран, Николай Лукиановран.
Чӑваш халӑх сайчӗ уявра пире иртнӗ ҫулталӑкра пире самай пулӑшнӑ ҫынсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Чи малтанах Аҫтахар Плотников «Сӑвар» фонд ертӳҫине Тимӗр Тяпкина чыс турӗ. Ҫавӑн пекех сайта пулӑшса пынӑшӑн Владимир Болгарские тата хыпарсемпе пире пулӑшса пыракан Тимӗр Акташ журналиста Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Сурхури уявӗ мӗнле иртни пирки тӗплӗнрех ятарлӑ статьяра паллашма май пулӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа.
Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем.
Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн тӗп редакторне Николай Алексеева «Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пичет ӗҫӗнче тӑрӑшма ҫак ҫын 1981 ҫулта пуҫланӑ. Малтан корреспондент пулнӑ, унтан — яваплӑ секретарь. 2004 ҫултанпа ӑна ертсе пыракан должноҫсене шаннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна район хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ.
Пичетре 35 ҫул ӗҫлекенскере вӑл тӑрӑхрисем паллӑ историк тата этнограф евӗр те пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Николай Алексеев пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Пултаруллӑ ҫак ҫын кӑҫал хӑйӗн иккӗмӗш кӗнекине — «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятлине — кӑларнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн ваттисен канашӗн пайташне Петр Ивантаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри 75 ҫул тултарнине халалласа ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Юбиляра Михаил Игнатьев Элтепер, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх канашӗн ытти депутачӗсем, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева саламланӑ.
«Мана сирӗн юбилейра пулма пысӑк чыс», — тенӗ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева сума суса. Унтан вӑл юбиляр республика аталанӑвӗшӗн хӑй вӑхӑтӗнче нумай ырӑ ӗҫ тунине, ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче профсоюзра ӗҫленӗ чух та халӑхшӑн нумай тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Красноармейски районӗнче ӗнер чи пултаруллӑ, хӑвӑрт тата таса чунпа ӗҫлекен уй-хир ӗҫченӗсене палӑртнӑ. Районти Культура ҫурчӗн сцени ҫине чӗнсе кӑларсах вӗсене Хисеп хучӗпе тата чемпион лентипе чысланӑ.
«Жатва – 2016» (чӑв. Вырма — 2016) вырмари ӑмӑртура комбайнерсенчен «Таябинка» агрофирмӑри Олег Васильев палӑрнӑ. Ӳркенмен ҫӗр ӑсти «Полесье» комбайнпа 35,7 пин центнер тӗштырӑ вырса илнӗ. Ӑна «Чемпион Жатвы – 2016» (чӑв. Вырма — 2016 чемпионӗ) ят панӑ.
Вырмара хастар ӗҫленисенчен уй-хир ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне те хакланӑ. Маларах асӑннӑ агрофирмӑри Елена Николаева тӗп агронома «Уй-хир ӗҫченӗ-чемпион — 2016» номинацире палӑртнӑ. Ҫак агроном кашни гектартан вӑтамран 27,6 центнер тырӑ туса илнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен районти уявне республикӑри тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 13-ри Евгения Тимофеевӑна ИӖМ ӗҫченӗсем чысланӑ. Хӗрача кӳршине ҫунакан ҫуртран илсе тухнӑ. Ӑна чечек ҫыххипе тата хисеп грамотипе чысланӑ.
Чыслав паян Шупашкарти 7-мӗш шкулта иртнӗ. Евгения Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, 92 ҫулти хӗрарӑма пушарта ҫӑлнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Унта виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ҫулӑм хӑлха илтмен кӳршин ҫурчӗ тӑррине каҫнӑ. Евгения ҫухалса кайман — пӳрте чупса кӗнӗ те ватӑскере илсе тухнӑ. Ҫулӑм кинемейӗн ҫуртне тӗп тунӑ. Унӑн ҫуртне йӗркене кӗртиччен вӑл Тимофеевсем патӗнче пурӑннӑ.
Евгения кӳршине ҫӑлмалли пирки ун чухне пӗрре те иккӗленмен, ҫунакан ҫурта хӑрамасӑр кӗрсе кайнӑ.
Сосновка поселокӗнче пурӑнакан Надежда Будковӑна ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хӗрарӑма хӑюлӑхӗшӗн тав тунӑ.
Йӑлтах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫуртра газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ.
Надежда шава илтсе чӳречерен пӑхнӑ, хирӗҫ вырнаҫнӑ пӳртре ҫулӑм ялкӑшнине асӑрханӑ. Ҫурт патне чупса пынӑ ҫӗре чӳрече кантӑкӗсем тухса ӳкнӗ, пӑлтӑрта кил хуҫин ывӑлӗ ҫуннӑ тумтирпе тӑнӑ.
Хӑюллӑ хӗрарӑм ҫунакан ҫурта кӗме хӑраман — пушартан 23 ҫулти каччӑна илсе тухнӑ. Лешӗн ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкскере пульница ӑсатнӑ. Ҫулӑма сӳнтермешкӗн 1,5 сехет кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.