Шупашкарта урам чи лайӑх шӑлакана палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 21 ҫын хутшӑнать: вуннӑн — Ленин районӗнчен, улттӑн — Калинин районӗнчен, пиллӗккӗн — Мускав районӗнчен. Пӗрремӗш вырӑна тухакана хула мэрийӗ 15 пин тенкӗ преми, 2-мӗшшӗн 10 пин, 3-мӗшшӗн 5 пин парса хавхалантарма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче те чи лайӑх дворниксене хавхалантарма шут тытнӑ. Анчах хысна шучӗпе мар. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов ҫитсе тухнӑ. Вӗсем чи тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене хӑйсен шучӗпе хавхалантарасшӑн. Ҫакна хастарсем урам шӑлакансен тӑрӑшӑвне сума сунипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта правленин кӑҫалхи планне ҫирӗплетнӗ, пӗрлӗх уставне улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртессине сӳтсе явнӑ.
"Кӑҫал тумалли чи пысӑк ӗҫсен шутӗнче — "Трак тӑрӑхӗнчи композиторсен юррисем" кӗнекене (нотӑсемпе, юрӑсен сӑмахӗсемпе пӗрле) хатӗрлесе пичетлесе кӑларасси", - тесе хыпарланӑ кун пирки пӗрлӗх сайтӗнче. Кӗнеке кӑларас ӗҫе Кушкӑри И.Р. Степанов композитор пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫӑва тухиччен вӗҫлесе кӗнекене кӑларма палӑртаҫҫӗ. "Чылай авторпа материалсем хатӗр. Нумайӑшӗнпе хатӗрлесе ҫитермен. Ҫакӑнта авторсен ҫемйисен членӗсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Малтанхи ӗҫсене тума авторсенчен 500-шер тенкӗ пухма палӑртнӑ", - ӑнлантараҫҫӗ ку пуҫару пирки.
Тепӗр ӗҫ — Н. Янкас ячӗллӗ премине парасси. Преми памалли положенине хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри — преми илме тӑратакансен пӗрлӗх членӗ пуласси. Комисси ертӳҫи — Красноармейскинчи вӑтам шкул учителӗ В. Михайлов.
Нестер Янкас ячӗллӗ премие пама вӑхӑт ҫитни, унӑн ячӗллӗ пӗрлӗх кандидатсене тӑратма йыхравлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӳкеҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ӳкерӳ ӳнерӗн тата прикладной ӑсталӑх енӗпе ирттернӗ «Хӗллехи фантази» конкурса хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурине халалласа йӗркеленӗскере шкулсенче, ача-пӑча пултарулӑх студийӗсенче, ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче, ялсенчи клубсенче тата вулавӑшсенче ӑсталӑха туптакан арҫын ачасемпе хӗрачасем — пурӗ 800-е яхӑн — хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри маттур ачасем те унта хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Чӑн та, республика шайӗнчи конкурса хутшӑнни вӗсен сая кайман. Ҫӗнтернинчен ытла хутшӑнни паха теҫҫӗ те, ӳкерӳ ӳнерӗ енӗпе конкурса хутшӑннӑ Кӳкеҫ ачисем апла кӑна лӑпланман. Роза Иванова преподаватель пӗлтернӗ тӑрӑх, Карина Максимова тата Анна Рябинина ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ, дипломсене тивӗҫнӗ.
1956 ҫулта Канашра ҫуралнӑ Вячеслав Муханов физик ҫак кунсенче Испанири сумлӑ премисенчен пӗрне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейпе Германи физикӗ, космологӗ, Тӗнче аталанӑвӗн инфляци теорине ӗнентерекен авторсенчен пӗри фундаменталлӑ физикӑри ӗҫшӗн премине тивӗҫнӗ.
Вячеслав Муханов халӗ Мюнхенти Людвига-Максимилиан ячӗллӗ университет профессорӗ.
Стивеном Хокинг акӑлчан физик-теоретикӗпе Канаш ҫынни BBVA Foundation Frontiers of Knowledge Award in Basic Sciences премие фундаменталлӑ физика енӗпе тунӑ открытишӗн тивӗҫнӗ. Вӗсене 400 пин евро преми панӑ.
Премие тивӗҫнӗ ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, галактикӑсем тӗнче пуҫланнӑ вӑхӑтра квантлӑ флуктуацие пула йӗркеленнӗ пулать. Раҫҫейӗн тата Британин ҫак физикӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех ҫак шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Раҫҫей тата чӑваш пичечӗсен кунне халалланӑ уяв иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта ЧР Журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗсене те чысланӑ.
Тӑлӑх ачасене пӑхса ҫитӗнтерессине профилактикӑлассипе, ача усрава илекен ҫемьесен пӗлтерӗшне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн редакторне Ирина Ивановӑна, экономикӑна аталантарассипе, социаллӑ пурнӑҫа лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатра пичетленӗ материалсемпе «Чӑваш Ен» ПТРК эфирӗнчи телекӑларӑмсемшӗн «Советская Чувашия» корреспондентне Леонид Никитина Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми пама йышӑннӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗнче кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн ҫак кӑларӑм редакторӗ Владимир Степанов Н. Никольский ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ.
Экологи хӑрушсӑрлӑхне, тавралӑха хӳтӗлессине халалланӑ, «Хыпар» тата ытти хаҫатра пичетленнӗ статьясемшӗн Россельхознадзор управленийӗн пресс-ҫыруҫине Надежда Васильевӑна Леонид Ильин ячӗллӗ преми пама йышӑннӑ.
Республикӑн Ҫар комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ (ку пукана ӑна шанса панӑранпа вӑхӑт нумаях иртмен) Владимир Казаков ӗнер Муркаш тата Элӗк район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Ростислав Тимофеевпа тата Александр Куликовпа тӗл пулнӑ. Вӗсене вӑл ҫар комиссариачӗн пайӗн пурлӑхпа техника базипе тата коллективпа паллаштарнӑ.
Ӗнерех комиссар Муркаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчи ҫарпа учет сӗтелӗсен пуҫлӑхӗсемпе те канашланӑ. Ярапайкассинчи ял тӑрӑхӗн ҫарпа учет сӗтелӗн специалистне Маргарита Башмаковӑна тата Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнче ҫарпа учет сӗтелӗн специалистӗнче тӑрӑшса нумаях пулмасть тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Нина Германована Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спорт хатӗрӗсене кӑларакан «ЗИСО» савут пуҫлӑхне Григорий Васильева Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин наградипе парса чысланӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра спорт вӑййисен хатӗрӗсене кӑларакан савут тикӗс те лайӑх аталанса пырать. «ЗИСО» таварӗпе республикӑра кӑна мар, Раҫҫейри мӗнпур регионта, тӗнчери 18 ҫӗршывра анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Савут пуҫлӑхне чысланӑ май Михаил Игнатьев спорта аталантарассипе республикӑра мӗн тери ҫине тӑни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вара савут кӑларакан продукци аслисем валли те, ачасене валли те ҫирӗппине палӑртнӑ. Савут пуҫлӑхӗ малашне те тӑрӑшса ӗҫлес шухӑшлине ӗнентернӗ.
Паян прокуратура ӗҫченӗсем ҫак органа йӗркеленӗренпе 294 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе паллӑ тунӑ.
Республикӑри ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене Сергей Легостаев прокурорсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов саламланӑ.
Кирек епле уяври пекех унта чыславсем те пулнӑ. Юрий Попов спикер республика прокуратурин пай пуҫлӑхне Дмитрий Теллина тата Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫине Рузалия Шафрутдинова Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен ҫынсен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет тесе палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене М.А. Алексеевпа У.Н. Ильинана раштавӑн 29-мӗшӗнче «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ветерансене Упи ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Надежда Ивановна Дмитриева тата унтах ӗҫлекен специалист-эксперт Алина Александровна Алексеева тав сӑмахӗ каланӑ, вӗсене чысласа медальсене ҫакса янӑ.
Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ.
Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.