Чӑваш Енре тай боксӗ енӗпе Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ халиччен пулман. Спортри ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Денис Павлов тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри Тай боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин Денис норматива пӗлтӗрех пурнӑҫланине пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ Чулхула облаҫӗнче иртнӗ «Кубок содружества» (чӑв. Туслӑх кубокӗ) ӑмӑртура палӑрнӑ.
Денис Павлова Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне парасси ҫинчен калакан хушӑва РФ спорт министрӗ Павел Колобков ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Спортӑн ытти енӗпе палӑрнӑ Чӑваш Енри тепӗр ҫичӗ спортсмен та виҫӗм кунтанпа Раҫҫейӗ спорт маҫтӑрӗсем. Ку списокра — Роман Георгиев тата Надежда Мокеева ҫӑмӑл атлетсем, Анастасия Гришина йӗлтӗрҫӗ, Александр Ширшов теннисист, Кристина Новрузова тата Мария Шабалина ишевҫӗсем, Леонид Мащенко ухӑҫӑ.
Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ.
Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта.
Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре Раҫҫей спорт мастерӗсен йышӗ ҫак кунсенче тата йышланнӑ. Кӑҫал кӑна ку ята 34 спортсмена панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Павел Колобков темиҫе кун каялла Чӑваш Республикинчи тӑватӑ спортсмена вӑл ята пама хушу кӑларнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла. Спорт мастерӗн ятне тивӗҫес тесен хушу кӑларса унта ал пуснипех май килмест. Малтан спортсменсен хӑйсем суйланӑ спорт енӗпе Раҫҫейре е ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче норматива тултармалла.
Ҫак кунсенче Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнисем ҫаксем: Полина Петухова кикбоксёр, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.
Чӑваш Енри кикбоксинг ассоциацийӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина Петухова Тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернине ҫу уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полина Петухова К-1 пайра вӑй виҫнӗ. Полина ҫавӑнта тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унччен кикбоксинг енӗпе ку норматива Чӑваш Енри икӗ спортсмен: Алексей Соловьев тата Александр Федоров — ҫеҫ пурнӑҫланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова П.А. Столыпин медалӗпе наградӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен саккунсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн чысланӑ. Анатолий Акасакова медальпе хисеп тума РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев йышӑну кӑларнӑ.
2017 ҫулхи ҫурхи сессие илсен Анатолий Аксаков саккун проекчӗсем хатӗрлессипе пуринчен ирттернӗ иккен. Ҫиччӗмӗш созыври Дума Аксаковӑн 13 саккун проектне ырланӑ. Чӑваш Енрен депутата суйланнӑскер хӑйӗн ку сессири ӗҫне маларах хӑй те тухӑҫлӑ тесе хакланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине нумаях пулмасть Николай Малов лекнӗччӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫӗсен министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри вӑй-хал ведомствисен ертӳҫисем ҫеҫ мар, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе тухса калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗнчен тытӑмра ӗҫ-пуҫ лайӑхланнӑ пек курӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Василий Пословский прокурор коррупципе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртасси сахалланнӑ тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов ырӑ сунӑмпа ҫитнӗ. Вӑл Сергей Неяскина республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвне тыттарнӑ тата алла ҫыхмалли сехет парнеленине Александр Белов журналист пӗлтерет. Мана наградӑлама иртерех мар-ши тесе аптӑранӑ министра спикер мана хушнӑ тесе хуравланӑ.
Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ.
Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Дроздова, «Чӗрӗ планета» общество организацийӗн правленийӗн председательне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра Николай Дроздов Чӑваш Енре икӗ хутчен пулнӑ: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче. Ку наградӑна ӑслӑлӑх, экономика, социаллӑ культура, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемшӗн параҫҫӗ.
Николай Дроздова ытларах «В мире животных» каларӑм ертӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ӑна 1975 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ку сӗнӳ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этикин комитетне килнӗ. Ку пуҫару — Елчӗк районӗн депутачӗн.
Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра РФ Президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева Хисеп орденӗпе чысланӑ. Ӑна вӑл ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекен уйрӑмах пултаруллӑ ҫынсене патшалӑх премийӗпе чысланӑ. «Сирӗн кун-ҫулӑр хисепе тивӗҫ. Суйланӑ ҫула чунтан парӑнни сӗре пӗрлештерет», — тенӗ республика ертӳҫи унта пуҫтарӑннисене. Ҫавсен шутӗнче Хӗветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова (Романова) та пулнӑ. Ӑна чылай литератор пысӑка хурса хаклать. «Ун пек вӑйлӑ куҫаруҫӑсем хальхи вӑхӑтра ҫук та», — теҫҫӗ ӑна-кӑна чухлакансем.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — тенӗ юратса пирӗн халӑх. Вырӑс ҫыннисем пирӗн чӗлхен ҫепӗҫҫине илтчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлет Зоя Васильевна», — ырланӑ 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ тӑлмача Михаил Игнатьев.
Аса илтерер, Зоя Романова кандидатурине преми илме Чӑваш Республикинчи профессилле писательсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |