Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗ Гладков урамӗнче шкул хӑпартмалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Гладков урамӗнче вӑтам пӗлӳ паракан ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗнче 1,1 пин ача валли вырӑн пулӗ. Шкулта бассейн, 350 вырӑнлӑ акт залӗ, икӗ спортзал тӑвӗҫ.
Пӗтӗмпе 5,9 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Шкула 2015 ҫулта ҫӗклеме палӑртнӑ.
Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата!
Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина.
«Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ.
Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн чылай ялӗнче ял уявӗсем иртнӗ. Канмалли кунпа тата Ҫимӗкпе пӗр килни вӗсен сумне, паллах, самаях хӑпартрӗ.
Шулюра кӑҫал ял уявӗ шкул ҫумӗнчи стадионта иртрӗ. Сарлака та тӳрем вырӑн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллӗ. Ҫавӑнпах кунта юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем, куракансем, сутӑҫсем валли вырӑн ҫителӗклӗ пулчӗ. Шулю, Пӗрремӗш Липовка халӑхӗ Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенчен активлӑрах. Ку уявра кӑна мар, пуху, лару ирттернӗ чухне те палӑрать. Хальхинче те уявран ватти те, вӗтти те юлман.
Йышлӑ халӑх хушшинче тӗп хуламӑртан килнӗ, ҫак ялсенчен тухнӑ ентешсене — «Чавал» ентешлӗх ертӳҫин ҫумне, «Буревестник» комбинатӑн ертӳҫине Юрий Кудряшова, Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлӑ хӑнасене — курма пулчӗ. Ҫимӗкпе тата ял кунӗ ячӗпе пухӑннисене Ачкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов, хӗрлӗчутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн председателӗ Александр Самылкин, унӑн ҫумӗ Юрий Кудряшов саламларӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова.
Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ.
Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ.
Сӑнсем (20)
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ.
«Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова.
Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ…
Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова.
Пирӗн сайта ҫыру килчӗ (ӑна «Кун кӗнеки» пая вырнаҫтартӑмӑр) — Валентина ятлӑскер тӑван Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи шкулта тухтӑр вырӑнне пӗтернишӗн куллянать.
Пӑшӑрханмалли сӑлтавӗ те пур пек — Валентинӑн ачисем ҫав шкулта пӗлӳ илеҫҫӗ. Ялта хвелшӗр пур-ха та ӗнтӗ, анчах ҫыру шӑрҫалаканӑн шухӑшӗпе вӑл пур ҫӗре те ӗлкӗрсе ҫитеймӗ. «Ачапа тӑрук мӗн те пулин пулса иртрӗ пулсан, тен хвелшер ялти пӗр карчӑк патӗнче пулӗ?» — шикленет Валентина.
Йӑнтӑрччӑ ялӗ Тӑвайран 7 ҫухрӑмра ларать. Ялта шкул, ача пахчи, хвелшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ, 3 лавкка пур. 2010 ҫулта кунта 212 кил шутланнӑ, 676 ҫын пурӑннӑ. Йӑнтӑрччӑ шкулне 100 ытла ача вӗренме ҫӳрет.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ.
Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ.
Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Сӑнсем (24)
Вӑрмар районӗн ачисене пӗр иккӗленмесӗрех маттур теме пулать. Ҫак уйӑхра Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем — Оксана Христофорова, Евгения Петрова, Эльвира Трифонова, Даниил Михайлов, Максим Романов — Пӗтӗм тӗнчери «Bookworms» конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Релод вӗренӳ компанийӗ ирттернӗ.
Финал Мускавра Вӗрентекенсен ҫуртӗнче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрмар районӗн ачисем финала тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртени пирки пӗлтерет район сайчӗ!
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ачасем акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Л.П.Петровапа Мускава ҫула тухнӑ. Финал турнирне Раҫҫейри пилӗк команда тухнӑ. Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем «Чи лайӑх дебютшӑн» номинацире ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ене Дипломпа, Oxford издательство кӗнекисемпе таврӑннӑ. Самантпа усӑ курса ачасем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пулса курнӑ.
Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем наркотиксемпе усӑ курнипе курманнине тестпа тӗрӗсленӗ.
«Тест ирттернин тӗллевӗ — вӗренекен ҫамрӑксем наркотикпа усӑ курнине тупса палӑртасси», — тесе пӗлтерет «Каҫал Ен» хаҫат.
Теста наркотикпа усӑ курнин сиенӗ ҫинчен вӗренекенсене шухӑшласа пӑхма сӗнес тӗллевпе те ирттернӗ-мӗн. Тест 5 тӗрлӗ наркотика тупса палӑртаять иккен.
Тӗрӗслев вӗренекенсем наркотикпа усӑ курманнине кӑтартса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 15 ҫултан аслӑраххисен тест витӗр тухма ҫырса ирӗк памалла, 14 ҫултисем валли ашшӗ-амӑшӗ килӗшни кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |