Пуш уйӑхӗнче республикӑри районсенче «Чӑваш пики — 2014» конкурса хутшӑнмашкӑн чи илемлӗ пикесене суйларӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗр шкулӗнче те хӑйне евӗр «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ.
Унта 5–9-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасем хутшӑннӑ. Илемлӗ тумланнӑскерсем конкурссем витӗр тухнӑ: юрланӑ, наци апатне хатӗрленӗ, тӑван ен историне мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Сӗнтӗрти «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анита Павлова ҫӗнтернӗ. Вӑл 8-мӗш класра вӗренет. Анита ҫӗнтерӳҫӗ ятне чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл вулавӑша кӗнеке илме тӑташах ҫӳрет.
Сӑнсем (40)
Йӑлана кӗнӗ «Кайӑк ҫитеркӗчӗ» экологи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑтра Шупашкар шкулӗсенче вӗренекен ачасем 400 ытла сырӑш ӑсталанӑ.
Кӑҫал конкурса 1–5-мӗш классем хутшӑннӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 10-мӗшӗнче тытӑннӑ та кӑҫалхи пушӑн 10-мӗшӗнче ӗҫленӗ. Сырӑшсене парксенче, скверсенче, аллейӑсенче ҫакнӑ. Пурте йӗркелӳ комитетне заявкӑсем, хӑтлавсем ярса панӑ. Унта вӗсем хӗлле кайӑксене тӑрантарсси пирки каласа кӑтартнӑ.
Конкурс йӗркелӳҫисем «Шупашкарти экологи управленийӗ» тата регионти «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ пелтернӗ тӑрӑх, 1-мӗш вырӑна Шупашкарти 47-мӗш шкулти 1«м»-мӗш класс тивӗҫнӗ. Харпӑр ӗҫем хушшинче 40-мӗш шкулти 3«к»-мӗш класра вӗренекен Ева Игнатьева пӗрремӗш пулнӑ.
Ача-пӑча кӗнекин эрни Трак шкулӗнчен пӑрӑнман. Унта Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне те паллӑ тунӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Шкула Любовь Петрова та ҫитнӗ. Вӑл — Чӑваш писателӗсен тата Писательсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн союзӗсен членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ.
Трак шкулӗнчи акт залӗ иртенпех савӑнӑҫпа тулнӑ. Вӗренекенсем сӗтелсем ҫинче выртакан кӗнекесене тимлӗн пӑхнӑ, тишкернӗ. Хӑйне евӗр куравра Любовь Алексеевна Петрова сӑвӑҫӑн, прозаикӑн кӗнекисем те пулнӑ.
Тӗлпулура Любовь Петрова хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене вуланӑ. Вӑл вӗсене 6-мӗш класрах ҫырнӑ. Вӗсем — анне, вӗрентекен, ачасем, юрату ҫинчен. Поэтесса ачасене тимлӗ итленӗшӗн тав тунӑ. 3-мӗш класра ӑс пухакан Александрӑпа Игорь ӑна сӑвӑсем парнеленӗ. Вӗренекенсем Любовь Петрована пултарулӑх каҫалӑкӗнче ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу суннӑ.
Ӗпхӳре пурӑнакансем унти Чӑвашсен вырсарни шкулӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа кӑмӑлсӑр-мӗн. Пӗлтӗрхи кӗркунне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ йышӑнакан 19-ӗмӗрти ҫурта сутлӑха кӑларнӑччӗ. Ҫак йышӑнӑва хула администрацийӗ ҫурт ишӗлме пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑсра иртнӗ аукционта ҫурта Нефтекамск хулинчи Марат Хафизов усламҫӑ тара илнӗ.
Тара илесси ҫинчен калакан килӗшӳре арендатор ҫурта хӑй ҫурчӗпе юсаса ҫӗнетессине каласа хӑварнӑ. 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне валли памалла, ыттине хӑй пӗлнӗ пек усӑ кураять.
Халӗ Ӗпхӳри чӑвашсем ҫурта юсанӑ вӑхӑтра шкулӑн унтан тухса кайма тивесрен шикленеҫҫӗ иккен. Ӑна ыран иртекен пухура сӳтсе явмалла.
«Чӑваш ачисемпе аслисем 22 ҫул ӗнтӗ ку шкула ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл тӗлӗнмелле сывлӑшпа тулнӑ тӑван ҫурт пулса тӑнӑ, — тенӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова. — Кунта Ӗпхӳри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Ку стенасем аслӑ ҫутта кӑларакана Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Енчен пирӗн шкула урӑх ҫӗре куҫарсан хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе ҫӳреме пӑрахӗҫ, ҫакӑ вара чӑваш ачисем тӑван халӑхӑн культурипе йӑли-йӗркине вӗренессине япӑх витӗм кӳме пултарать».
Пӑрачкав районӗнче Севастопольти чӑваш наци культурин обществин обществӑпа ҫыхӑну тытакан председателӗн ҫумӗ Владимир Мочалов пулнӑ. Вӑл Пӑрачкав администрацийӗн пуҫлахӗпе Евгений Лебедевпа тӗл пулнӑ, Пӑрачкав шкулӗнче пулнӑ.
Калаҫура Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Парачкав районӗ — нумай паллӑ ҫыннӑн тӑван кӗтесӗ. Пӑрачкавсем карап тунӑ академикпа, ӑсчахпа А.Н.Крыловпа мухтанаҫҫӗ. Пӗлтӗр районта вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Пӑрачкав шкулӗнчи кадет класӗ ун ячӗпе хисепленет. Класс ертӳҫи М.Архипова тата аслӑ воспитатель В.Голева Крыловӑн пысӑках мар музейне йӗркелесшӗн, шкул ҫывӑхӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ҫар морякӗсен йышӗнче М.П.Бочкарев пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Халӗ вӑл Севастопольте пурӑнать. Владимир Мочалов ӑна хӑй те паллать. Кадет класӗнче вӗренекен Анастасия Пиняева ун пирки тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлет. Хӗрача М.Бочкарева Владимр Мочалов урлӑ ҫыру панӑ.
Владимир Мочалов Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Севастопольте пурӑнать. Вӑл кадетсене ҫав хула пирки, ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче вырӑс салтакӗсем, морякӗсем хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен.
Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ.
Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене электрон кӗнекесемпе вӗрентме пуҫласшӑн. Халӗ унта enTourage eDGe 2.0. икӗ экранлӑ электронлӑ панель хатӗрсенчен тӑракан мобильлӗ класа сӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа унпа биологи, истори, георграфи тата обществознани предмечӗсене ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш классем вӗренеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра улттӑмӗшсемпе ҫиччӗмӗшсем валли математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе программа килессе шанаҫҫӗ.
«Ку вӑл пӗр предмета вӗренмелли учебник мар. Кашни комплекс Wi-Fi мелӗпе мӗнпур предмет вырнаҫнӑ портпа ҫыхӑнать. Экран ҫине текстсем, таблицӑсем, урокӑн видеовӗ тухать-мӗн. Иккӗмӗш экран тӑрӑх вара вӗрентекенпе вӗренекен ҫыхӑнать иккен.
Электрон комплексӗ ачасене йывӑр шкул сумкинчен хӑтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкула вӗренӳ кӗнекисене кӑна мар, дневникпа тетрадь те исле кайма тивмӗ — портал ҫинче ача миҫе илни те, вӑл задачӑна епле пурнӑҫлани те упранса юлать теҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 1–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне хутшӑнчӗҫ. Вӑл ялти информаципе культура центрӗнче иртрӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ — ачасене халӑх йӑли-йӗркине упрама, тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарасси.
Чӑваш халӑхӗ авалтанпах хӑйӗн тӗлӗнмелле пуян культурине, йӑли-йӗркине куҫ пек упранӑ, ӑруран ӑрӑва парса пынӑ. Ваттисен пилӗпе чӑваш ҫынни кун-ҫулне сыпӑнтарса пынӑ. Мӗншӗн тесен пирӗн несӗлсем сӑмахлӑха, юрра-ташша, тӗрре яланах пысӑка хурса хакласа пурӑннӑ. Ҫакӑнта вӗсен тараватлӑхӗ, ҫынлӑхӗ, сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ аталанса пынӑ. Вӑл ламран лама куҫса пирӗн патӑмӑра та ҫитнӗ. Хӑш-пӗр йӑла-йӗркесем вара паян кун та упранса юлнӑ. Паллах, чылайӑшӗ ӗлӗкхи сӗмне ҫухатнӑ. Апла пулсан та халӑх манмасть вӗсене.
Чи малтанах сцена ҫине кӗвентеллӗ маттур та чипер хӗр ачасем чӑвашӑн илемлӗ кӗввипе ҫӑмӑл утӑмсемпе курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе, сӑпайлӑхӗпе тыткӑнларӗҫ.
Фествале 6-мӗш класра вӗренекенсем — Светопольская Иринӑпа Мартышкин Сергей ертсе пычӗҫ.
Пушӑн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Унта хутшӑннӑ хӗрсем чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине, историне, культурине пӗлеҫҫӗ-и? Тӗрӗсленӗ. Вӗсем пултарулӑх конкурсӗсем витӗр те тухнӑ. Хӗрсем чӑваш халӑхӗн наци ҫимӗҫне хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Малтан район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков конкурсҫӑсене тата куракансене саламланӑ. Районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ З.Г. Петрова та уявпа саламланӑ, алӑ ӗҫӗсен «Илем тӗнчене ҫӑлать» конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Жюри пикесен пултарулӑхне, тумне, юрлас-ташлас пултарулӑхне, наци колоритне хакланӑ. 8 пике илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, хӑйсемпе паллаштарнӑ, конкурссенче ӑс ҫивӗчлӗхне, талантне тӗлӗсленӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхепе уйрӑлса тӑнӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн «Трак ен пики — 2014» ята Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Козлова ҫӗнсе илнӗ. Упи вӑтам шкулӗнчи Анна Васильева «Вице Трак пики» пулнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире Александра Яковлева ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Ришко — «Хӳхӗм пике», Карай вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Алексеева — «Ҫепӗҫ пике», Алманч ял тӑрӑхӗнчи Анастасия Филиппова — «Ӑс пике», Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кристина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Тимофеева — «Сӑпайлӑ пике».
Усрав ҫемьесен шкулӗ кӑҫал хӑйӗн пӗрремӗш вӗренекенӗсене вӗрентсе кӑларнӑ. Тепӗр чух тӑван ачапа пӗр чӗлхе тупаймастӑн та, ют ачапа пушшех те ансат марри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑрҫсан вӑрҫнӑ пек, ытлашши ачашласан ӗнсе ҫине хӑпарса ларӗҫ тейӗн.
Усрава илнӗ ачасене тӗрӗс воспитани пама, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма хӑнӑхтарать те маларах асӑннӑ шкул. Нумаях пулмасть вӗҫленнӗ курсран 100 ҫын вӗренсе тухнӑ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем валли ҫывӑх ҫын пулса тӑрас кӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ йышшисем пур иккен. Хӑшӗсем хӑйсем ача ҫуратайманнипе ҫапла утӑм патне пырса тухаҫҫӗ, теприсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӳссе тӑван килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн ача усрава илме шут тытаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара хӑйсен ачисемпе пӗрле пӑхса ӳстереҫҫӗ.
Усрава илекен ҫемьесен шкулӗ черетлӗ хут вӗрентӗве пушӑн 15-мӗшӗнче пуҫлать. Яваплӑ ҫапла утӑм тытнисем е Шупашкарти Семашко урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра (ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8/8352/51-31-99), е Канашри Мускав урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра (8/83533/-5-15-95) вӗренме пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |