Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан пулӗ? Унта пурӑнакансем пӗлӳ ҫурчӗ уҫӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Микрорайонти шкул алӑкӗсене ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫмалла. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть канашлура пӗлтернӗ.
Шкулта 1650 ача валли вырӑн пулмалла. Малтан ӗҫленӗ подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗрсе пырайманран теприне шанса панӑ. Шкул валли 1,1 млрд тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ, анчах стройматериалсем хакланнӑран, проект улшӑннӑран тепӗр ҫур миллиард хушма пултараҫҫӗ.
Шкулӑн кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӑлмаллаччӗ. Анчах вӑхӑта каярах куҫарнӑ.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсене ӗнерхипе виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ мина хунӑ тесе хӑратаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулари 80 ача пахчине тата 8 шкула ҫавӑн пек хыпарланӑ. Ун пирки спам-ҫырупа пӗлтернӗ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырусене учрежденисен электрон почтипе ярса панӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачасене тата вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене ҫийӗнчех эвакуациленӗ.
Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта 5-8-мӗш классене малалла мӗнле вӗрентессине пӑхса тухнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланманнине кура ҫак классенче ӑс пухакансене малалла та килтен дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку чир вӑйлӑ сарӑлнӑ муниципалитетсене пырса тивет: Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар.
Аса илтерер: ку эрнере 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем парта хушшинчех ларса вӗреннӗ. Ҫак эрнере Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисен шкулӗнче 5-8-мӗш классенче ӑс пухакансем те килтен вӗреннӗ.
Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн.
Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле.
Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.
Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шкул тума палӑртаҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ 375 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 268 миллион тенкӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ӗҫ заказчикӗ – Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ.
Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре шкул тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.
Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрӑва уҫӑмлӑн кӑтартса паракан историе Евгений Пятковский Ҫӗнҫӗпӗрти усламҫӑ хӑйӗн блогӗнче ҫапла каласа панӑ:
«Авӑн уйӑхӗнче эпӗ 146-мӗш шкул ашшӗ-амӑшӗсене ал пустартӑм, мэрине хуталарӑм: ыйтаттӑм, хистеттӗм, ятлаттӑм. Ҫапла май спортзал урайне юсама мэри 600 пин тенкӗ уйӑрма килӗшрӗ.
Урайне тӗппипех юсамалӑх мар, пӗр пайне ҫеҫ…
Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм…
Ну, эпӗ ытла хӗремесленсе тӑмарӑм, прокуратурӑна каймарӑм, ҫав шкулта унччен директор пулса ӗҫленӗ ҫынран ҫак ҫӗршывра мӗншӗн АПЛА пулса иртет-ха тесе ыйтрӑм?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.