Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ. Ҫынсем панӑ ыйтусенчен пӗри – шкулсен строительстви.
Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул 4 шкул тума пуҫлӗҫ. 2023 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти «Университет» микрорайонта шкул уҫӑлмалла.
Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул тӗп хулари «Лента», «Акварель» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче пӗлӳ ҫурчӗсем тума тытӑнӗҫ. «Радужный» тата «Солнечный» микрорайонсенче ку тӗлӗшпе йывӑртарах. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Радужный» микрорайонта шкул валли уйӑрнӑ лаптӑк лайӑхах мар. «Солнечный» микрорайонта та ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе ыйтусем пур.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров шкул ачисем хӗллехи каникула маларах каяссине пӗлтернӗ. Каникул раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра 88 вӗрентекен тата шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Елчӗк районӗнчи пӗр шкул тата 51 класс карантинра.
ОРВИпе тата ОРЗпа чирлекенсен йышӗ нумай: 10,5 пин шкул ачине ҫапла диагноз лартнӑ. 90 класс карантинра.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче шкул пулнӑ ҫуртра ӗне ферми тӑвасшӑн. Кунти шкул 39 ҫул ӗҫленӗ. 2016 ҫулта оптимизаци пуҫланнӑ та ӑна хупнӑ. Вырӑнти халӑх ӑна юсама укҫа пухнӑ, чӳрече улӑштарнӑ, плиткӑсене ҫӗнетнӗ, санузел тунӑ. Шкул умӗнхи ушкӑн та уҫма палӑртнӑ. Анчах кӑлӑхах.
Хупнӑ чухне шкулта 100 ытла ача вӗреннӗ. Халӗ ачасене Хурамал шкулне автобуспа илсе ҫӳреҫҫӗ. Шӑпах унта ҫӗнӗ шкул уҫӑлсан Ҫӗнӗ Выҫлирине хупнӑ.
Пушӑ ҫурта вырӑнти фермера сутнӑ. Вӑл ӑна халӗ ӗнесем валли хута ярасшӑн. Анчах фермер ял ҫыннисем пекех шутлать: пушӑ шкулта ферма тумалла мар, клуб е ФАП уҫмалла. Тепӗр енчен, унӑн шухӑшӗпе, пушӑ лариччен ферма пултӑр, унсӑрӑн вӑл юхӑнать. Вӑл тепӗр ҫуртпа улшӑнма та хатӗр. Вырӑнти влаҫ кун пирки шутласа пӑхма шантарнӑ.
Республикӑри шкулсенче Ҫӗнӗ ҫулхи каникула тӑсасшӑн. Паян кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ку шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, каникула раштавӑн 31-мӗшӗччен маларах пуҫламалла, каярах вӗҫлемелле.
Каникул пирки ҫитес эрнере татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртекен планеркӑра вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ.
Украинӑри Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра хыпарланччӗ. Ун чухне вӑл вӗренӳ заведенийӗнче пулнӑччӗ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче музейри экспонатсене шкултан илсе тухнӑ. Надежда Лисовая ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте йӗркеллех. Вӗсене илсе тухма вырӑнти хастарсем пулӑшнӑ.
Ҫеҫӗл музейӗн фондӗнчи экспонатсене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн Украинӑри хастар чӑвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсене Валерий Сидорова, Георгий Трофимов, Николай Ястребова, Фаина Павловӑна, Лира Урдана, Никита Никитина, Ирина Холоденкона, Владимир Иванова, Людмила Цыкала, Мария Золота тав тунӑ.
Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Невская образовательная ассамблея» (чӑв. Нева вӗрентӳ ассамблейи) Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗрентӳ форумне хутшӑннӑ. Мероприяти Питӗр хулинче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче иртнӗ.
Форум вӑхӑтӗнче «Парадигма инновационной системы образования: будущее рождается сегодня» (чӑв. Вӗрентӳ тытӑмӗнчи ҫӗнӗлӗх тӗслӗхӗ: пуласлӑх паян ҫуралать) пӗтӗм ҫӗршыври конференци ӗҫленӗ. Унта Акцыновсен ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорӗ Анна Колесникова вӗренӳ учрежденийӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Ҫавна кура Анна Викторовнӑна «Тухӑҫлӑ ертӳҫӗ – 2021» паллӑпа чысланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ вара «Чи лайӑх ӳнер шкулӗ» ята тивӗҫнӗ.
Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази террторийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари Садовӑй микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ шкул строительстви йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавна строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Объект хакӗ, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 500 миллион тенкӗ хаклӑрах кайса ларӗ.
Шкула 1650 ача вӗренмелӗх тума тытӑннӑ. Ҫурт 4 блокран тӑрӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗн классем вӗренмелли блока подрядчик раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртать. Вӗренӳ учрежденине килес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси.
Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле.
Паян Шупашкарти 28-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ кӑнтӑр поселокӗнче Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ.
Шкулта бомба хуни пирки хыпар килнӗ. Вырӑна Росгварди, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ, пӗлӳ ҫуртне тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Кун валли ҫур сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасем урамра пулнӑ, вӗсене эвакуациленӗ.
Эвакуаци вӑхӑтӗнче нимӗнле пӑтӑрмах та пулман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ачасем каллех парта хушшине ларнӑ та малалла вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.