Чӑваш Енри шкулсенчен пӗринче учитель ачана пӑвнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи видеона кура пӗлтернӗ.
Шкулти пӑтӑрмаха видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑтӑрмах Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче физика вӗрентекен арҫын ачана пӑвнӑ имӗш.
Сӑмах вӑйӗ ҫитеймен енне алла ирӗке яракан вӗрентекен ятне те ҫырнӑ.
Ролик 12 ҫеккунтлӑхскер ҫеҫ иккен те, пӑтӑрмах умӗн мӗн пулса иртни паллӑ мар.
2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче асӑннӑ шкулта пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухне кадет клссӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче «МР 512» пневматика винтовкинчен те пенӗ. Ӑмӑрту умӗн столовӑйӗнче 11-ти хӗрача тантӑшне астумасӑр лектернӗ.
Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.
Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.
Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла.
Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет.
Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ.
Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ.
«Питех те хаваслӑ Муркаш районӗ. Кунсерен тенӗ пек епле те пулин ҫӗнӗ хыпар. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ те ҫавӑн пек пулса тухрӗ. Ҫерла Тӑрри ялӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗпе, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗпе Александр Федотовпа тӗл пулу иртни пирки отчет турӗҫ», — хыпарланӑ Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Борис Оньков Александр Иванович пурнӑҫ лайӑхланнине палӑртса ача-пӑча ытларах ҫуратма сӗннине пӗлтернӗ. «Камӑн ҫуратмалла? Ялта ватӑсем ҫеҫ! Ӗҫ ҫук! Йӑлари каяша турттарнишӗн мӗнле тӳлемелле?» — шавланӑ иккен вырӑнтисем. Вӗсем ялти ача пахчипе шкула мӗншӗн хупнипе тата ытти ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Анчах чуна лӑплантармалли хурав кӗтсе илтеймен иккен.
Ун пеккисем пирки кипкепе ҫуралнӑ теҫҫӗ. Сывлӑх енчен хавшакрах ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулӗнче пиллӗкмӗш класра вӗренекен 12-ри ача паян Атӑлта путма пуҫланӑ. Анчах Турри пӗрле пулнӑ.
Инкеке лекнӗскер май килнӗ таран тапаҫланнӑ-ха. Пулӑшу ыйтса та кӑшкӑрнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсен патрулӗ иртсе пынӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти участокӗн ертӳҫи Юрий Каргин ача сассине илтнӗ, ӑна пулӑшма васканӑ.
Инкеке лекнӗ ача ҫырантан 10 метрта пулнӑ. Шӑнса кӳтнӗскер ҫӑлав тросне те тытайман. Телее, иртен-ҫӳрен тупӑннӑ. Вӗсем вӗрене ҫыран хӗрринче тытса тӑнӑ, Юрий Каргин пӑр ҫийӗн шуса пырса ятарлӑ хатӗрпе ачана ҫаклатса илнӗ. Арҫын ачана ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӑнара — Германинчи Вайльбург хулинчи гимназистсем. Вӗсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем кӗтсе илнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ачасен ушкӑнӗн проекчӗ Гёте-институтӑн Раҫҫей нимӗҫӗсене пулӑшакан программинче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май 5-мӗш гимназири ҫӗнтерӳҫӗсене 2 эрнелӗхе Германие чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Людмила Антонова ертсе пынипе 12 гимназист ют ҫӗршывра пурӑннӑ. Вӗсем Майн ҫинчи Франфуртри семинара хутшӑннӑ, Вальбург гимназийӗнчи занятисене ҫӳренӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ.
Халӗ нимӗҫ ачисем Шупашкара килсе ҫитнӗ. 5-мӗш гимназире пулнӑ май вӗсене пуринчен ытла электрон журнал тӗлӗнтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ.
Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче Вӑрмар районӗнче ишӗлсе аннӑ шкул пирки калаҫнӑ. Элтепер ачасене вӗренмешкӗн хӑрушсӑр условисем туса памаллине палӑртнӑ. Ҫавна май Михал Игнатьев вӗренӳ тата строительство министрӗсене совет саманинче хӑпартнӑ шкулсемпе ача пахчисене тӗрӗслеме, ҫурт 50 процент таран кивелнӗ пулсан ҫӗнетме хушнӑ.
«Ялсенче шкулсем пӗчӗк комплектлӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте ҫурри пушӑ ларать. Уйрӑм пӳлӗмсене хупмалла пулсан – хупмалла. Совет тапхӑрӗнчи проектсем пурте пӗрешкел», - тенӗ Михаил Васильевич. Ачасен прависене хӳтӗлекен Елена Сапаркина вара ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене, ача-пӑча вулавӑшӗсене те тӗрӗслеме сӗннӗ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Юрать, ун чухне шалта никам та пулман.
Пуш уйахӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавӑн чухне канмалли кун пулнине кура вӗренӳ заведенийӗнче хуралҫӑ кӑна ӗҫленӗ. Ачасем те, вӗрентекенсем те шкула пыман — Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Шкул ишӗлсе аннине кура РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкула ятарлӑ комисси хак парать, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗренӳ ҫулне хатӗррине палӑртать. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ҫавсен кӑлтӑка асӑрхмаллах пулнӑ. Шкула йӗркеллӗ тытса тӑрассишӗн патшалӑх, муниципалитет органӗсенче, тӗрӗслевпе надзор органӗсенче ӗҫлекенсенчен кам тата мӗншен яваплӑ пулнине те палӑртӗҫ. Татӑклӑ пӗтӗмлетӳ тӑвиччен тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Шкул ишӗлнипе Вӑрмар район хыснине 7,3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |