Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ. «Учитель года России – 2018» (чӑв. Раҫҫей вӗрентекенӗ — 2018) конкурс пырать. Ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен суйланнӑ чи чаплӑ педагогсем, тӗрӗсрех, вырӑнсенчи конкурссенче палӑрнисем, темиҫе тапхӑрпа ӑмӑртӗҫ. Малтан — куҫӑн мар мелпе, кайран — куҫӑн. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш куҫӑн тур Питӗрти 56-мӗш академи гимназийӗнче пулӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче палӑрӗ.
Чӑваш Енрен Раҫҫейри конкурса Шупашкарти 12-мӗш шкулта ӗҫлекен Татьяна Андреева хутшӑнать. 33-ри хӗрарӑм конкурс саманчӗсемпе тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллаштарсах тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Питӗр хулине вӑл ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав тӑвать.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хавхаланса та шавласа, хавасланса та хитре сӑмах каласа Шупашкарта Атӑлҫин федераци округӗнчи Чӑваш кадет корпусне уҫрӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ пулӑма республика шайӗнчи тӳре-шара ҫеҫ мар, хӗрлӗ хӑйӑва тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасене чӗнсех касрӗҫ.
Малтанласа кадетсене вӗренӳ сборӗ тесе Крыма тата Пермь хулине ӑсатрӗҫ. Анчах Ҫӗнӗ кадет корпусӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те ачасем вӗренме тытӑнман иккен. Вӗсене ҫывӑрса пурӑнмалли корпуса паян вырнаҫтармалла пулнӑ имӗш. Анчах ку вӑхӑта каяраха куҫарнӑ иккен. Кадетсен ашшӗ-амӑшне вӗсен ывӑл-хӗрне инҫет вӗренӳ мелӗпе ӑс-тӑн парасси пирки систернӗ-мӗн. Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗнчен швабра туянма та укҫа пухаҫҫӗ имӗш.
Шупашкарти шкулсенчи апатланмӑшсенче пӗрешкл меню тӑвасшӑн. Кунашкал шухӑша апатлану комбиначӗсен ертӳҫисем канашлура пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров ертсе пынӑ.
Ҫак тӗллевпе ку эрнере управлени специалисчӗсем хулари шкулсене ҫитеҫҫӗ, апатлану комбиначӗсен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, «Спектр» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерекен менюра плов, солянка, чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ гуляш пур.
Ҫавӑн пекех кунсерен апат-ҫимӗҫе тӗрӗслекен комисси ӗҫне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Дмитрий Захаров поварсен квалификацине ӳстерме, кулинари конкурсӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерме сӗннӗ.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул хута яма палӑртнӑ. Тӗплӗ юсав управленийӗ патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ Шупашкарти шкулсен йышӗнче чи пысӑкки пулӗ. Унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫурт виҫӗ хутлӑ пулӗ, тӑватӑ блокран тӑрӗ. Пӗрремӗш блок – пуҫламӑш классен, унта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Иккӗмӗш блокра вӑтам тата аслӑ классем вӗренӗҫ, апатлану блокӗ, акт залӗ вырнаҫӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра музей, архив тата скульптура мастерскойӗ пулӗҫ. Тӑваттӑмӗш блокра спортзал, пӗчӗк тата пысӑк бассейнсем, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душевой тата туалет, гимнастика залӗ вырнаҫӗҫ.
Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, аукцион юпан 12-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 878 910 840 тенкӗ. Шкула 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтересшӗн.
Шкул ачисем смартфонсемпе усӑ курнине Раҫҫеейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хирӗҫ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫерйи центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисенчен73 проценчӗ урокра карас телефонӗпе тата ытти гаджетпа усӑ курнине хирӗҫ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви пӗлтернӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 83проценчӗ смартфонсем шкул ачисене вӗренме чӑрмантараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 69 проценчӗн шучӗпе смартфонсӑр ачасен вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраслӑхӗ ӳсмелле. Ҫавӑн чухлех йыш смартфонсемпе шкулта аслисен те, кӗҫӗннисен те усӑ курмалла мар тесе каланӑ. Ҫапах та расна шухӑшлакансем те пур. Вӗсен шучӗпе карас телефонӗпе планшетсем ачасене ниепле те витӗм кӳмеҫҫӗ.
Ыйтӑма телефонпа шӑнкӑравласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшенче ирттернӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах 1,6 пин ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче самртфонсемпе ытти гаджтепа шкулта усӑ курма чарас шухӑша каланӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор.
«Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри.
Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук.
Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министр усал шыҫӑпа аптӑранӑ. Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, темле пулсан та вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ. Сергей Шелтуков куҫне ӗнер яланлӑхах хупнӑ.
Министр пулнӑ ҫын ӗҫ биографине 1992 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнчи шкулта физкультура учителӗнче тӑрӑшнинчен пуҫланӑ. Каярах вӑл Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче вӗренӳпе спорт пайӗн специалистӗнче ӗҫленӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен 5-мӗш спорт шкулӗнче директор ҫумӗ, А. Игнатьев ячӗллӗ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2012 ҫулта Сергей Шелтукова Чӑваш Енӗн Спорт министрӗн ҫумне лартнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ.
Шупашкарти 651-мӗш шкулта, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай ача ӑс пухать: 1750 вӗренекен. Пӗлӳ ҫуртне вара проектпа килӗшӳллӗн 825 ача валли хӑпартнӑ.
Икӗ сменӑпа вӗренмелле ан пултӑр тесе Социализм урамӗнчи 17-мӗш «а» ҫурта, унччен каҫхи шкул пулнӑ здание, ҫак пӗлӳ ҫуртне пама йышӑннӑ. Ӑна малтан юсаса ҫӗнетмелле. Ҫак тӗллевпе аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 88 015 820 тенкӗ.
Здание 1963 ҫулта хӑпартнӑ. Унта тумалли ӗҫ пайтах: корпуса юсамалла, чӳречесене, урая, алӑксене улӑштармалла, стенасемпе маччана сӑрламалла… Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр пахалӑхӗ начар пулсан Патшалӑхӑн автоинспекцине евитлеме юрать. Асӑннӑ учрежденин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, унтисем вӗренӳ учрежденийӗсем патӗнчи ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки систерме ыйтнӑ.
Евитлеме никама та чармӗҫ: журналистсене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсене, общество организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене. Ик айкки те тӑвайкки темен мӗнпур ҫын ҫӑхавлама пултарать.
Ҫул-йӗр пахалӑхӗ начарри пирки roadtoschool21@mai.ru электрон пуштӑпа ӑсатмалла. Унта начар ҫул ӑҫтине, хӑш районпа хулара тата урамра пулнине, кӑлтӑка асӑрханӑ вӑхӑта кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Япӑх ҫул хӑш вӗренӳ учрежденийӗ ҫывӑхӗнчине те систермелле. Май килсен фото ӳкерсе илмелле, видео пулсан та аван.
Мӗнпур материала пӑхса тухма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |