Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр организацире, ҫав шутра «Дуслык» (тутарларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах туслӑх тенине пӗлтерет) ял хуҫалӑх кооперативӗнче те, ӗҫ саккунӗпе туслах маррине унти прокуратура асӑрханӑ.
А.Ж. Халилов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ ӗҫе ют ҫӗршыв ҫыннисене илнӗ. Анчах вӗсене хӑй патӗнче тар тӑктарни пирки ҫав ҫын хут ҫырса аппаланман. Ӗҫ укҫине те уйӑхра икӗ хутчен тӳлемен — «кӗмӗле» пӗрре кӑна тыттарса пурӑннӑ.
Маларах асӑннӑ «Дуслык» та ӗҫ саккунӗпе туслӑ мар. Унта тӑрӑшакансене шалу мӗнрен тӑнине хутпа ҫырса паллаштарман, расчет хучӗсене те ҫынсене паман. Унсӑр пуҫне ӗҫ укҫипе хуҫалӑх 125 пин тенкӗ ытла парӑм пухса янӑ.
Саккуна пӑснӑшӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун тӑрӑх республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ усламҫӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫине — 3 пинлӗх.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Жемчужина Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ахах пӗрчийӗ) тулли мар яваплӑ общество ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторипе сиплев комплексӗнче РФ Ӗҫ кодексне пӑснӑ.
Ҫынпа ӗҫ килӗшӗвне татасси пирки пуҫлӑх приказ кӑлармалла, унпа ҫынна алӑ пустарсах паллаштармалла. «Чӑваш Енӗн ахах пӗрчинче» тӑрӑшнӑ Е.И. Терентьева ятлӑ ӗҫчен нимле хут та курман, алӑ та пусман.
Асӑннӑ обществӑра прокуратура ӗҫченӗсем тепӗр кӑлтӑк та тупса палӑртнӑ: ӗҫ укҫине хӑҫан тӳлессине ӗҫ килӗшӗвӗнче кӑтартман. Ӗҫ условине палӑртманнине те асӑрханӑ.
Ӗҫ кодексне пӑсакан тӗп директора, Е.Н. Семенована, тата обществӑна хӑйне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ: пуҫлӑха 10 тенкӗлӗх штрафланӑ, предприятие — 35 пин тенкӗлӗх.
Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, газон ҫине урапасене лартма юрамасть. Анчах Шупашкарти депутатсем урапа хуҫисене хӑйсем тӗллӗн штрафлама шухӑшланӑ.
РФ Аслӑ сучӗ ЧР Аслӑ сучӗпе килӗшнӗ: газон ҫине урапа лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни — йӑнӑш. Ҫул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр тӗслӗхре урапана газон ҫине, ҫул хӗррине лартма юрать.
Газон ҫине урапа лартма юраманнине федераци саккунӗнче палӑртнӑ. Апла ку вырӑнти депутатсен ӗҫне кӗмест. Ҫавна май Шупашкарти пӗр ҫын ЧР Аслӑ судне тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
РФ Аслӑ судӗнче ку йышӑнӑва Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗ, прокуратура пӑрахӑҫлаттарма тӑрӑшнӑ. Анчах суд хӑйӗн шухӑшне улӑштарман.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ.
Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ.
Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама.
Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх.
Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче пирус туртма юрамасть. Анчах ҫакна йышӑнсан та чарӑнура, урамра е ытти ҫӗрте чӗлӗм мӑкӑрлантаракансем пур-ха. Вӗсемшӗн саккун ним вырӑнӗнче те мар тейӗн. Анчах кунашкаллисен йӗркене пӑхӑнманшӑн штраф тӳлеме тивӗ.
Кӑҫал республикӑра 620 ҫынна юраман ҫӗрте пирус туртнӑшӑн штрафланӑ. Вӗсенчен 607-шӗ общество вырӑнӗнчен чӗлӗм мӑкӑрлантарнӑ. Тепӗр 8-шӗ вара ача-пӑча вылякан лапамра та пирус туртма вӑтанман.
Пӗтӗмпе 620 ҫынна ҫырса панӑ штраф 318 пин тенкӗпе танлашнӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, чарӑнура, унран 15 метр ҫывӑхра, подъезд ҫывӑхӗнче, массӑллӑ мероприятисем иртнӗ вырӑнта, ҫӗр айӗн е ҫийӗн каҫмалли ҫӗрте, скверсемпе парксенче пирус туртма юрамасть.
Куславкка хулинче кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫхине руле ӳсӗрле тытса пынӑн туйӑннипе ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗр урапана тытса чарнӑ. Хӗрӗнкине сиснӗрен арҫынна инспекторсем хӑйсен машинине ларма ыйтнӑ, унта вӗсем автомобиле тытса пыма юраманни пирки протокол ҫырма тытӑннӑ. Ҫав самантра ҫул-йӗр ҫинчи йӗрке хуралҫисен урапине арҫынпа пӗр салонта пулнӑ хӗрарӑм куҫса ларнӑ. Инспектортан вӑл протокола туртса илсе ҫӗтсе тӑкнӑ та хӑй сумкине пуҫтарса чикнӗ. Водительпе хӗрарӑм-пассажир ҫапла хӑтланнине кура арҫынна шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тенӗ. Арҫын та кутӑнлашма тытӑннӑ, чӑрсӑр хӗрарӑм та сиксе ӳкнӗ: вӑл полицейскисенчен пӗрин мӑйӗнчен ярса илнӗ, чавса пӗтернӗ.
Водителе административлӑ майпа кӑна явап тыттарнӑ-ха: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхманшӑн, ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменшӗн. Ӑна штрафланӑ тата 1,8 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗрарӑм тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑ. Вӑл, сӑмах май каласан, Росреестрӑн управленийӗнче тӑрӑшать иккен.
Ку пӑтӑрмахӗ виҫӗ кун каяллах пулнӑ-ха. Анчах ун патне таврӑнма руль умӗнчи каччӑ сӗмсӗрлӗхӗ хистерӗ.
24 ҫулти каччӑ (теприсем ун пирки тути ҫинче амӑш сӗчӗ типсе пӗтмен тесе хаклӗҫ, анчах хӑшӗсем вӑл ҫулта ҫемье те тытса тӑраҫҫӗ) Шупашкарти Вокзалҫум урамри 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче эрнекун каҫхи 10 сехет тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӑкӑр шӑммине амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Водитель пирки каласан руль умӗнче ҫулталӑкран та сахалтарах ларакан ҫав ача кӑҫал кӑна йӗркене вунӑ 10 хутчен пӑснӑ.
Ҫав шутран пиллӗкӗшӗнче — хӑвӑртлӑха ӳстернипе.
«Митсубиси Каризм» маркӑллӑ урапапа ҫил хӑваласа ҫӳрекенскер хӑйне йӗрке хуралҫисем ҫырса панӑ штрафсене те тӳлеме васкаман: хальлӗхе вӑл пӗр штрафӗпе те татӑлман-мӗн.
Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.
Росздравнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Вӑрмар тата Шӑмаршӑ пульницисенче тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем пульницӑсене иккӗмӗш хут килсен тӗп тухтӑрсене штрафланӑ. Вӑрмар районӗн пульницинче эмел препарачӗсене упранӑ чухне унчченхи пекех йӗркене пӑснӑ-мӗн. Тӗп тухтӑра 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пульницӑра вара пациентсене тӳлевсӗр эмелсем парас йӗркене пӑснӑ. Куншӑн тӗп тухтӑрӑн 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне санкцилемен свалкӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах питех нумай штраф паман ӑнӑ.
Ку Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче пулнӑ. Ведомство ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Прокуратура Нӑрваш Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка пуррине тупса палӑртнӑ. Унта ҫӳп-ҫап, производство каяшӗ пӑрахнӑ.
Йӗркене пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 700 тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |