
Улатӑр районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк, 22 ҫулти каччӑ, марихуанӑна пула суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Хайхискер ӑна вӑрманта пуҫтарнӑ.
Каччӑ сиенлӗ курӑка Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта тупнӑ. Ҫамрӑкскер тӗмӗсене курсан ӳсен-тӑрана самаях пухнӑ: 1,8 килограмм ытла. Вӗсене вӑл килӗнче пытарнӑ. Наркотике полицейскисем ун патне киле пырсан курнӑ.
Халӗ каччӑна наркотике пысӑк виҫепе пуҫтарнӑшан тата упранӑшӑн айӑплӗҫ. Куншӑн тӗрмене 10 ҫул таранах ӑсатма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне штраф тӳлеттерме (500 пин тенкӗ таранах) пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Ара, уяв умӗн вӗсене касакансем пур. Ку вара – саккуна пӑсни.
Вӑрманҫӑсем тӑтӑшах патруле тухаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсем шалти ӗҫсен ӗҫченӗсемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсене вара административлӑ майпа явап тыттарӗҫ е вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Ахаль ҫынсене чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ. Юрдици сӑпачӗсен вара саккуна пӑснӑшӑн самаях укҫа кӑларса хумалла: 200-300 пин тенкӗ.
Саккуна пӑсаканӑн тӑкака та саплаштарма тивӗ. Вӑл 5 пин тенкӗрен иртет пулсан паҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.

Улатӑрти икӗ экс-полицейски суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхискерсем сӗтев илнӗшӗн айӑпланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем ӳсӗр водителе чарнӑ, анчах протокол ҫырман, ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗччен 20 пин тенкӗ сӗтев пама ыйтнӑ. Лешӗ ыйтнӑ укҫана вӑхӑтра парса татайман, инспекторсем ҫурлан 21-мӗшӗнче килне пырса ыйтнӑ, машинине арестлессипе хӑратнӑ. Водитель унӑн ун чухлӗ укҫа ҫуккине пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн полицейскисем авӑнӑн 1-мӗшӗччен парса татмалли срока палӑртнӑ.
Тепрехинче вӗсем парӑм патне пӗлӗшне янӑ, лешӗ вара укҫа сӗтев пулние пӗлмен. Ҫапла майпа ҪҪХПИ ӗҫченӗсене поличнӑйпе ярса тытнӑ.
Полицейскисене кашнине 1,4 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем йӗрке хуралӗн органӗнче 5 ҫул ӗҫлеймӗҫ.

Канаш районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине халӑх умӗнче киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн айӑпланӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: авӑн уйӑхӗнче ҫак арҫын ял тӑрӑхӗн администрацине килнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ытти ӗҫчен умӗнчех пуҫлӑха киревсӗр сӑмахсемпе хӑртса тӑкнӑ.
Айӑпланнӑ арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ.

Прокуратура ыйтнипе Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑсен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейне вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра унта 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ашшӗ ҫав вӑхӑтра ӑна холра кӗтсе ларнӑ. Бассейн тӗпӗнче выртакан ачана асӑрхасан пӗрремӗш медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах пӗчӗкскерӗн чӗри ӗҫлесе кайман. Кун тӗлӗшпе асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев ирттернӗ. Ача вилнӗ кун бассейнра медицина ӗҫченӗ пулман. Занятисемпе тренировкӑсем вӑхӑтӗнче те шурӑ халатлисем асӑрхаман. Кунсӑр пуҫне ишес енӗпе инструктор, ҫӑлав ункисем, ишекен наҫҫилккасем пулман.
Спорт шкулӗн директорне 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова тӗлӗшпе те прокуратура представленийӗ янӑ.

Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутатне Антон Ковалев водитель прависӗр хӑварма йышӑннӑ. Вӑл машина рулӗ умне 1,5 ҫул лараймӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Антон Ковалева Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче чарнӑ. Унӑн ҫӑварӗнчен эрех шӑрши кӗнӗ, куҫӗ, ӳчӗ хӗрелнӗ, хӑй утнӑ чухне тайкаланнӑ. Депутат медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑй вара судра ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: документсене ылмаштарасран хӑранӑ имӗш. Ара, вӑл политкӑра, общество ӗҫӗнче ӗҫлет-ҫке-ха та.

Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире пӗтӗмпе 12 ҫын вилни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 11-шӗ авари вырӑнӗнче вилмеллех аманнӑ, теприн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, микроавобусӑн водительне ӗҫ килӗшӗвӗ туманшӑн 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. cheb.media портал хыпарланӑ тӑрӑх, руль умӗнче Ильина хушаматлӑ харпӑр усламҫӑн упӑшки пулнӑ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, харпӑр услама авари хыҫҫӑн 13 кунран хупнӑ.
Микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ самосвал водителӗ халӗ арестра.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм, хула администрацийӗнче ӗҫлекенскер, хӑйне сӑлтавсӑрах преми панӑ. Пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗ ытла.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен администраци пуҫлӑхӗ хушмасӑра хӑйне преми памалли пирки 39 хушу кӑларнӑ. Ҫапла вӑл 108 пин тенкӗ ытла преми илнӗ.
Ку кӑна мар-ха, хӗрарӑм муниципалитет службин канащҫин ятне саккуна пӑсса илнӗ. Ҫакнашкал хӑтланни ырӑпа вӗҫленмен. Ҫак кунсенче суд пулнӑ. Хӗрарӑма 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Павлов тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
39-ти пуҫлӑх ку пукана пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫав уйӑх вӗҫӗнчех вӑл 15 вӗренӳ организацине ЖКХн муниципалитет предприятийӗпе килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Лешсен кун хыҫҫӑн «МНФ «Энергосервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Палӑртмалла: Андрей Павлов 2008-2011 ҫулсенче унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем пуҫлӑх мӗн хушине пурнӑҫланӑ. Ҫапла майпа муницпалитет учрежденийӗ 490 пин тенкӗ тупӑш илеймен.
Пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Вӑл патшалӑх службинче 2 ҫул должноҫ йышӑнаймӗ.

ҪҪХПИ ҫӗнӗ документ хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан ҫынна ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки «Российская газета» (чӑв. «Раҫҫей хаҫачӗ») пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, штраф 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Водитель ыттисемшӗн мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать-ха? Ҫаксен шутне дистанцие пӑхӑнманнине, тӑрук чарӑннине, машинӑна тепринчен иртме чӑрмантарнине, автомобиле ҫул паманнине, «шашкӑлла» вылянине кӗртнӗ.
Сӑмах май, «руль умӗнче ларакан ҫын ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни» ӑнлав 2016 ҫулхи ҫулла тупӑннӑ. Анчах ун чухне штраф виҫине палӑртман.
