Чӑваш Енри муниципалитетсен ертӳҫисен ӗҫне соцсетьсем тӑрӑх хаклама тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Этеперӗ Олег Николаев ҫак эрнере ирттернӗ канашлура асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртмалла: влаҫ органӗсен тӗнче тетелӗнче хастар пулмалли пирки федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑх тата вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 270-мӗш номерлӗ саккуна улшӑну кӗртрӗҫ.
Пирӗн республикӑра тӳре-шаран соцсетьсенчи хастарлӑхне кашни квартал вӗҫленмессерен хак парӗҫ.
Паянхи куна илсен муниципалитетсен мӗнпур ертӳҫин аккаунтсем пур. Вӗсем пуҫлӑхсене халӑхпа тӳрӗ диалог йӗркелеме тата аудиторипе ҫывӑх пулма пулӑшаҫҫӗ.
Хула ертӳҫисенчен Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев, Улатӑрти Денис Трифонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Пулатов, Шупашкарти Денис Спирин; районсенчен Тӑвайӗнчи Владимир Михайлов, Ҫӗрпӳри Сергей Беккер, Вӑрнарти Андрей Тихонов уйрӑмах хастар.
Шупашкарти «Чӑн чӑваш» клуб хастарӗсем республикӑн тӗп хули тӑрӑх ҫӳресе урамсемпе чарӑнусен ячӗсене чӑвашла епле куҫарнине тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Хастарсем хальлӗхе пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса ӗлкӗреймен-ха, апла пулин те вӗсем сахал мар йӑнӑш асӑрханӑ.
Сӑмах май, Ленин проспектӗнчи 44-мӗш ҫурт ҫине «проспекТчӗ» тесе ҫырса хунӑ. Карл Маркс урамӗнчи объектсенче «К. Маркса урамӗ» тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Ярославль урамӗнчи 39-мӗш ҫурт ҫинче Ярославль урамне 1884 ҫулта хула ячӗпе ят панине шута илмен, ҫын хушамачӗ тенӗ курӑнать. Ҫавна май «Ярославский урамӗ» тесе куҫарнӑ.
Паян ҫӗрле Шупашкарта Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра икӗ ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – 8 ҫулта тата 14-ра.
Горгаз малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен. Шел те, арҫын ачана ҫӑлма май килмен. Унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫынсем газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх ку.
Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫланӑ. Чукун ҫул вокзалӗ умне, ав, 15 метр ҫӳллӗш чӑрӑш илсе пырса вырнаҫтарнӑ.
Ҫӳллӗскере вырнаҫтарса лартма кран та кирлӗ пулса тухнӑ. Ёлкӑна раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче капӑрлатасшӑн-мӗн.
Сӑмах май каласан, хулара гирляндӑсем туянса хунӑ, арт-объектсем хатӗр. Хальхи вӑхӑтра картишсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене капӑрлатма тытӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Ҫыхӑнура» форумра 15 метр тӑршшӗ ёлка чукун ҫул вокзалӗ умӗнче мӗн тума кирлӗ текен те тупӑннӑ.
Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Е ун вырӑнне йӗпе юр ӳкме, ҫил алхасма пултарать.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ вӑхӑтра Шупашкар енче юр ҫӑвӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче 2-7 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 7-17 градус.
Шупашкарта 3 кунра 6 пин куб метр ытла юр тиесе тухнӑ. Машинӑсем пӗтӗмпе 411 рейс тунӑ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, юр вӑйлах ҫумӗ.
Шупашкарта арҫын ача ҫуралнӑ чухне 490 грамм тайнӑ. Унтанпа 1 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ҫав кунсене амӑшӗ халӗ лӑпкӑнах аса илет ӗнтӗ. Ун чухне вара вӑл пепкин пурнӑҫӗшӗн питӗ хӑранӑ.
«Ача ҫуралсанах манӑн шок пулчӗ. Кайран, реанимацие килсен, пӗчӗк ывӑлӑм пурнӑҫшӑн кӗрешнине курсан ҫакна ӑнлантӑм: манӑн ӑна шанмалла, йӑлтах лайӑх пулӗ», - аса илет амӑшӗ. Тухтӑрсем хальхи йышши технологисем пулӑшнипе пепкен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Ача халӗ 1 ҫулта, аталанас енӗпе тантӑшӗсенчен кӑшт ҫеҫ юлать. Хӑй вара питӗ хаваслӑ ача.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ.
«Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ.
7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман.
Райн центрӗсемпе хуласенче хӗле хатӗрленеҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫынсен хӗллехи канӑвӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче кӑҫал, сӑмахран, 11 каток тата йӗлтӗрпе ярӑнмалли 8 вырӑн хатӗрлӗҫ.
Пӑр лапамӗсем хулари пӗрремӗш тата пиллӗкмӗш гимназисен, тӑваттӑмӗш лицей, 39-мӗш, 50-мӗш тата 60-мӗш шкулсен тӗлӗнче, Университет, Павлов, Афанасьев, Гузовский урамӗсенчи картишсенче, Йӑлӑм поселокӗнче пулӗҫ.
Гузовский ращинче, Берендей вӑрманӗнче, «Амазони» этнокомпексра тата Етӗрне шосси хӗррипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫулсем йӗркелӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова Махмаджон Бахтиёрович Холиков пулӑшса пырӗ. Махмаджон - ЧР ҫар комиссарӗн Бахтёр Холиковӑн ывӑлӗ. Вӑл 24 ҫулта.
Махмаджон унччен регионти Культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗнче тӗп специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2016 ҫулта Шупашкарти 10-мӗш шкултан вӗренсе тухсан Мускава Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх академи университечӗн политологи факультетне ӑс пухма кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |