Шупашкарти "Садовый" микрорайонти шкула ку ҫулталӑк вӗҫӗччен туса пӗтерме шантарнӑччӗ. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ-ха унта?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ хыпара вуласан ӗҫсем вӑйлах пыманнине ӑнланма пулать. Вӑл стройка вырӑнне кайса курнӑ. Сити-менеджер нумай асӑрхаттару тунӑ, ӗҫлекенсен йышне ӳстермелине каланӑ. "Унсӑрӑн штраф санкцийӗсемпе усӑ курма тивӗ", - ҫапла ҫырнӑ Денис Спирин телеграм-каналӗнче.
Чӑваш Енре спорт гимнастики енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем тата спорт гимнастикине юратакансем Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне пуҫтарӑннӑ.
Раҫҫей спорт мастерӗсен икӗ кунхи ӑмӑртӑвӗнче Никита Леснов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Спорт мастерӗсен кандидачӗсенчен Антон Антонова ҫитекен пулман. Асӑннӑ категорире кӗмӗл медале Андрей Кривошеев, бронзӑна Даниил Лисицын ьивӗҫнӗ.
1-мӗш спорт разрячӗн программинче ылтӑн медале Дмитрий Максимов ҫӗнсе илнӗ. кӗмӗле — Александр Пузырев, бронзӑна — Максим Замахов.
2-мӗш спорт разрячӗн программинче Иван Щербаков ҫӗнтернӗ. Сергей Раськин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Илья Лавров.
Вӗсем иккӗшӗ те авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Пӗри Шупашкартан, тепри Муркаш районӗнчен.
Шупашкарта пурӑнакан 65-ри Владимир Александрович Широнов хура куртка, сӑрӑ кофта, хура шӑлавар, ҫавӑн тӗслех кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, кутамкка ҫакнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89196666680 номерпе шӑнкӑравламалла.
35 ҫулти Александр Викентьевич Николаев сӑрӑ комбинезон, хура тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки 89777084704 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар ҫыннине улталанӑ ют регион арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл - Краснодартан.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти 37 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ача-пӑча хутӑшӗ туянас тенӗ. Сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ та ӑна 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ пач ҫухалнӑ.
Шупашкар арҫынни полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Краснодар арҫыннине нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Унӑн хваттерӗнче 6 телефон, 15 банк картти, нумай симка тупнӑ. 38 ҫулти арҫын айӑпне йышӑннӑ.
Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ.
Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв.
Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ.
ЧР Транспорт министерстви хула ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрут ҫине вӑтам класлӑ автобуссем тухнӑ. Хальлӗхе унашкал 10 транспорт ҫӳрет. Ҫитес эрнере тепӗр 5 ҫӗнӗ автобус ҫула тухмалла Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пӗтӗм автобуса ҫӗннисемпе улӑштармалла.
Ҫын нумай чухне автобус кашни 10 минутра ҫӳрӗ. Ытти вӑхӑтра - кашни 20 минутра.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель 10 ҫулти арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
Ҫав водителе пӗр хӗрарӑм пулӑшнипе тупнӑ. Евгения Кузина ҫав аварие хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Кун пирки вӑл ҪҪХПИе пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн водителе часах тытса чарнӑ.
Евгения Кузинӑна йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм самай пухӑннӑ: 830 пин тенкӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 39 ҫулти арҫыннӑн ӗҫ укҫин 1/4 пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ҫакна пурнӑҫламан. Ака уйӑхӗнче алимент тӳлемешӗн ӑна явап тыттарнӑ, патшалӑхшӑн ӗҫлеттернӗ. Кун хыҫҫӑн та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн тӗлне унӑн парӑмӗ 830 пин тенке ҫитнӗ.
Халӗ суд ӑна 6 уйӑх ӗҫлеттерме, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.
Полици майорӗ Владислав Кирпичев тата полици лейтенанчӗ Михаил Леонтьев дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем подъезда кӗнӗ, унта тӗтӗм шӑрши сарӑлнӑ. Ку Шупашкарта пулнӑ.
Хваттер алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хайхискерсем шала кӗнӗ, унта хӗрарӑм пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Полицейскисем ватӑ хӗрарӑма тупнӑ, ҫунакан хваттертен урама илсе тухнӑ.
Кайран вӗсем ытти ҫынна эвакуацилеме пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарӑма вара пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Патӑрьелти, Вӑрнарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗрпӳри тата Етӗрнери аграри техникумӗсене пӗрлештересшӗн. Ҫапла йышӑну тунӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӗсем пӗр учреждени пулӗҫ, тӗп офисӗ Шупашкарта вырнаҫӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ял хуҫалӑх министрӗсем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑнта Сергей Артамонов вице-премьер аграри техникумӗсене пӗрлештересси пирки пӗлтернӗ. Вӗсен ҫумне «Нива» вӗренӳ центрне те хушӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |