Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм «банк ӗҫченӗ» текен ҫынсене ӗненсе 1,5 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ. Сценари яланхи пекех пулнӑ: палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ.
Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма укҫа-тенке «харушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ нухрат пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл икӗ банкра 300 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫак пӗтӗм укҫана вӑл – 1416 000 тенке - такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Куҫарса парсан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа палӑк лартасшӑн. Конкурса ирттерме Шупашкар хула администрацийӗ 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче вырнаҫтарасшӑн. Конкурсра пӗрремӗш, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннисене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе уйӑрнӑ ҫав 100 пин тенке тӑкаклӗҫ.
Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен кунашкал палӑк 3 пулнӑ: Пӑрачкав, Тӑвай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Халӗ вара – 10-а яхӑн палӑк.
Ӗнер Шупашкарта икӗ ҫамрӑк водитель темскер пайламан — ҫул варрине тухсах чышкисене ирӗке яма тытӑннӑ. Ҫакна вӑл вырӑнтан иртсе пыракан водитель ӳкерсе илнӗ. Видеона «За рулем» порталта вырнаҫтарнӑ.
Видео ҫинче икӗ каччӑ ҫапӑҫни курӑнать. Вӗсене пӗр хӗр ҫапӑҫасран уйӑрма хӑтланать. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче пулса иртнӗ.
Ҫапӑҫу мӗне пула сиксе тухни тата мӗнпе вӗҫленни паллӑ мар.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Унтан укҫа ҫухалма тытӑнсан, юпан 2-мӗшӗнче, вӑл полицие пынӑ.
Йӗрке хуралҫисем видиокамерӑсене пӑхнӑ. Унта ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын лавккара тавар туяннӑ, вӗсенчен пӗри тупнӑ карттӑпа тӳленӗ. Ҫапла вӑл ют ҫын картти ҫинчи 3 пин тенке тӑкакланӑ.
Ҫав арҫын – 60 ҫулта, Шупашкарти пӗр управляющи компанийӗнче ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула юсама пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Унти ҫул – 4 ҫухрӑм. Ӑна виҫӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Ку ӗҫ хакӗ пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Проектпа документаци хатӗр, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ҫула 1,5 миллиард тенкӗпе юсӗҫ.
Пӗрремӗш тапхӑрӗнче 623,9 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ, иккӗмӗшӗнче – 340,7 млн тенкӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – 548,8 млн тенкӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ку ӗҫе тӑвакан подрядчике палӑртӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн вӑл ӗҫе пуҫӑнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Кун пек ята ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине панӑ. Пепке Луна ятлӑ.
Шупашкарта халӗ Луна ятлӑ икӗ хӗрача пурӑнать. Пӗр ҫул каялла Мускав районӗнчи ЗАГС пайӗ ҫавнашкал ята регистрациленӗ.
«Луна» латин чӗлхинчен куҫарсан «уйӑх», «уйӑхлӑ» тесе куҫать. Рим ҫыннисен Луна Ҫӗр спутникӗн турри пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ.
Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ.
Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Чӑваш Енре кӗркунне «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӑл ҫынсене кирлӗ пулни курӑнать: халӑх пахча ҫимӗҫе йӳнӗрех хакпа туянать.
Пӗлтӗр тӑватӑ эрнере 107 тонна ытла пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Кӑҫал вара ҫак тапхӑртах ҫынсем 165 тонна пахча ҫимӗҫ туяннӑ.
Аса илтерер: ярмӑрккӑсем Шупашкарти «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, фермерсен суту-илӳ вырӑнӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Унта шӑматкун тата вырсарникун 9-15 сехетсенче ҫитме пулать. Васкӑр! Ярмӑрккӑ юпан 9–10-мӗшӗсенче ҫеҫ ӗҫлӗ.
Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна антарнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫӑлавпа шырав службине арҫын ҫурт тӑрринче чупни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл чартак алӑкне питӗрсе хунӑ, никама та кӗртмен.
Ҫӑлавҫӑсем унта ҫийӗнчех ҫитсе чартак алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна тытса полицейскисен аллине панӑ.
Шупашкарта Сочи хулине ҫӗнӗ авиарейс янӑ. Ӑна Nordwind авиакомпани пурнӑҫлать.
Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетсем Сочине ытларикунсерен тата эрнекунсерен вӗҫӗҫ. Пӗрремӗш рейс ӗнер каҫхине, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулнӑ. Кӑнтӑрти хулана Шупашкартан 123 ҫын вӗҫнӗ. Каялла 139 пассажир килнӗ.
Самолет ытларикун – 18 сехет те 10 минутра, эрнекун 20 сехет те 35 минутра вӗҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |